Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ

Çурла уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ.

Чи малтанах, кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене пăхса тухиччен, хăй Мускавра ĕçлĕ визитпа пулни пирки каласа кăтартнă. Çурла уйăхĕн 22-мĕшĕнче Мускавра «Çар-2017» çарпа техника форумне торжествăлла майпа уçнă çĕре хутшăннине, паллă пулăм «Патриот» курав центрĕнче иртнине каланă. Форумра наукăпа ĕç программисем тĕрлĕ темăсемпе пулнине, çар техникисен куравĕпе паллашнине, Раççейри малта пыракан промышленноç пайĕн çитĕнĕвĕсемпе кăсăкланнине каланă.   Ĕнер Мускавра Чăваш Республикинчи промышленноç предприятийĕсен ĕçĕсем пирки презентаци иртнине,  организацисем çĕнĕлле ĕçлесе пыни пирки каласа кăтартнине пĕлтернĕ.  Пысăк ĕçе «Росатом» Патшалăх корпорацийĕнче «АБС Электро» компанийĕн офисĕнче йĕркеленине палăртнă. Республика Пуçлăхĕ çакăн пек пысăк мероприятисене хутшăнни - региона аталанма çĕнĕ çул-йĕрĕсем тупма май панине каланă. Вăл хăйĕн сăмахĕнче форум ĕçĕнче тĕрлĕ халăхсем хушшинче активлă ĕçлĕ калаçусем пынине палăртнă.  Çар ведомствисем, предприятисемпе, ăсчахсен тата экспертсен  ĕçлĕ çыхăнăвĕсем йĕркеленнине асăннă.  Ятарлă тĕллевсене, йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене çивĕч сӳтсе явнине, форум çав тери хăйне евĕр уçă площадка пулнине палăртнă.  Унта пĕтĕмпех çĕршывăн хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан çар техникисене кăтартса панине каланă. Çак форумра РФ çар çыннисен тĕпчев ĕçĕсене, студентсен, аспирантсен, ăсчахсен тĕлĕнмелле пысăк материалĕсемпе паллашма ирĕк пулнине, вĕсен çитĕнĕвĕсемпе тĕрлĕ хатĕрĕсене курса тухма меллĕ пулчĕ тенĕ.

 «Чăваш Ен предприятийĕсем тĕнче шайĕнче хăйсен таварĕсемпе анлăн сарăлнă, пахалăх тĕлĕшĕнчен ыттисенчен, ют çĕршывсенчен, пĕрре те кая мар. Нумай чухне лайăхрах та пулнине сахал мар çирĕплетеççĕ специалистсем. Технологисем çав тери пысăк шайра. Раççейĕн Хĕç-пăшаллă Вăйсен çар çыннисем пирĕн регионта калăпланса тухакан таварсене курса пысăка хакланă, апла пулсан малашне те заказсем пулассине ĕненетпĕр», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче  тата çакна та каланă: «2011-мĕш çулта Чăваш Республикипе «Росатом» Патшалăх корпораци хушшинче пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлеме 2011-2014-мĕш çулсем валли  ĕç хутне алă пусса çирĕплетнĕ. 2014 çулта раштав уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе «Росатом» Патшалăх корпораци хушшинче килĕшӳ хутне алă пуснă.  Çак ĕçсем Чăваш Енри предприятисен таварсен калăпăшне 2016 çулта 0,9 млрд тенкĕлĕх тирпейлесе тăратма май панă, кăтарту 2011 çулта 0,2 млрд çеç танлашнă пулнă.  Палăртса хунă тăрăх, 2017 çулта таварсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 1,2 млрд иртсе каясси куçкĕретех пулмалла», - тенĕ вăл.

««Росатом» Патшалăх корпорацийĕпе Чăваш Республикин 7 çул хушшинчи ĕçлĕ çыхăнăвĕсене тишкертĕмĕр. Организацисем пĕр-пĕриншĕн сахал мар ырă ĕçсем йĕркеленĕ. Таварсен пахалăх шайĕ пысăк, ют çĕршыврисенчен чылай ирттереççĕ.  «Росатом» Патшалăх корпорацийĕ пирĕн регионпа ĕçлеме тĕллев лартнă. Апла пулсан, эпир те хатĕр вĕсемпе тахçантанпах тĕвĕленнĕ ĕçлĕ çыхăнусене сарса пыма», - тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе Михаил Игнатьев. Вĕсем «ЭКРА» НПП пĕрле çĕнĕ проект пурнăçа кĕртме палăртнă.

Эпир малашлăхра тата та пысăк ĕçсем палăртса хунă, ытларах ют çĕршывсен рынокне тухма, таварсен тĕсĕсене ӳстерсе, пахалăхне çӳллĕ шайра тытса пыма тĕллев лартнă. Пирĕн таварсемпе пурте кăмăллă, апла пулсан - аталанса пырасси, тĕллевсем  пурнăçа кĕресси те паллă.     

 



24 августа 2017
13:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter