2017 çулта 2-мĕш кварталта пĕр çын пуçне тивекен пурăнмалли чи пĕчĕк укçа виçи 4,2 процента çити ӳснĕ

 Çурла уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ, ăна яланхиллех Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелесе ертсе пынă. Ĕçе пухăннисем  2017 çулта 2-мĕш кварталта пĕр çын пуçне тивекен пурăнмалли чи пĕчĕк укçа виçи пирки ĕç хутне пăхса тухса йышăнса хăварнă. Вăтамран 2017 çулта 2-мĕш кварталта пĕрремĕш кварталтипе танлаштарсан укçа 4,2 процента çити ӳснĕ. Вăл виçе халĕ 8806 тенкĕпе танлашать. Пĕр сăмахпа палăртас пулсан, малтанхи виçерен 358 тенкĕ хăпарнă.  Ĕçлеме пултаракан çынсене валли  çак кăтарту – 9330 тенкĕпе танлашнă, пенсионерсем валли – 7186 тенкĕне çитнĕ, ачасене валли – 8910 тенкĕ пулать.

Чăваш Республикин ĕçпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев «Апат çимелли таварсем» статьяпа килĕшӳллĕн, тăкаксен пайĕ уйăхне 240 тенкĕ хăпарнине пĕлтернĕ.  Таварсем хакланнине кура, çакăн пек улшăнусем пулса иртнине палăртса хăварнă. Калăпăр, «Пахча-çимĕç», «Çĕр улми», «Улма-çырла» хакĕсем ӳсни сисĕнет.  Çав вăхăтрах, аш-какай таварĕсем пĕчĕкленнĕ.

Савăт-сапа,  çăмăл пир-авăр таварĕсем, кĕпе-тумтир хакĕсем хăпарнă. Вĕсене кура, тăкаксен пайĕ те 42 тенкĕлĕх ӳснĕ.  Транспортпа çӳренĕшĕн те пулăшу хакĕсем хăпарнине асăннă министр, ку енĕпе тăкак пайĕ 47 тенкĕлĕх ӳснине палăртнă.  

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, республикăра тĕлли-паллисĕр таварсен хакне ӳстерсе яма юраманнине çирĕп асăрхаттарнă. Сăлтавсăр тавар хакĕ хăпарса каяссинчен ыйтăва кулленех тĕрĕслевре тытма хушнă. Республикăри влаç органĕсенче тăрăшакансен тĕрлĕ таварсене халăх патне тӳрремĕн илсе çитерме кирлĕ пек условисем йĕркелесе тăратасси тĕп тĕллевсенчен пĕри пулмаллине асăннă регион Ертӳçи.  «Çак ыйтусене çакăн пек татса парасси - пирĕн патшалăхăн приоритетлă позицийĕ.  Унран эпир пăрăнмăпăр тата иртмĕпĕр», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Ку хутĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче сусăр çынсене ĕçсĕррисен шутне кĕртсе регистрацилессипе йышăннă йĕркене те питĕ тимлĕ пăхса тухнă. Тĕрĕслевпе асăрхавĕн йĕркине те çирĕплетсе хăварассине сӳтсе явнă.   Инвалид çынсене май килнĕ таран, енчен те вĕсем кăштах та пулин ĕçлеме пултараççĕ пулсан, сĕнӳсене шута илсе хăйсене кăмăла каякан ĕçпе тивĕçтерме тăрăшмаллине асăннă.

Раççей Федерацийĕн Пенси фондчĕн Чăваш Енри уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх, паянхи кун тĕлне пĕтĕмпе регионта 84,9 пин сусăр çынна шута илнĕ.  Вĕсенчен 26,6 пин çын ватă маррисем, ĕçлеме пултаракан çулхисенчисем.

2017 çулта çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Республикинче пурĕ 393 инвалид хăйсем ĕçсĕр пулни пирки регистрациленнĕ. Хальхи вăхăтра вĕсене ĕçпе тивĕçтерес тесе организацисемпе предприятисен ертӳçисемпе ыйтусене пăхса тухаççĕ тесе пĕлтернĕ министр.

  



25 августа 2017
10:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter