Экологи çулталăкĕнче Чăваш Енре регион шайĕнчи «Заволжский» патшалăх çутçанталăк заказникĕ пулать

Çурла уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕнче «Заволжский» регион шайĕнчи патшалăх çутçанталăк заказникне йĕркелесси пирки калакан йышăнăва пăхса тухса çирĕплетнĕ. Çутçанталăк пурлăхне упрама май паракан объекта Шупашкар хула округĕпе Шупашкар районĕнчи территорисенчи вырăнсене кĕртсе хăварма пăхса хăварнă.

 «Заволжский» заказник шутне Астраханка, Изъяр кӳлĕсем тата ыттисем те кĕрĕç,   Пысăк тата Кĕçĕн Акăш юхан шывĕсене те кĕртсе хăварнă.   Шупашкарти муниципалитет çинче шутланса тăракан çĕрсене те, Шупашкар вăрман фондчĕн лаптăкĕсене пĕтĕмпех çакăнта кĕртсе хăварма йышăннă. Шупашкар хулинчи çĕрсен калăпăшĕ 2323 га йышăнать.    

Палăртса хăваратпăр, хальхи вăхăтра Чăваш Республикинче  упраса хăвармалли çут çанталăк уйрăмĕсем 63 объект шутланать, вĕсен пĕтĕмĕшле  çĕр лаптăкĕ 76,4 пин га йышăнать.  Вĕсенчен 2-шĕ федераци пĕлтерĕшлĕ, 29-шĕ регион шайĕнчи объектсем, 32-шĕ – вырăнти пĕлтерĕшлисем шутланаççĕ.  

 



25 августа 2017
10:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter