Регионта террора хирĕç кĕрешес тата оперативлă штабăн пĕрлехи ларăвне йĕркелесе ирттернĕ

 Çурла уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ   Михаил Игнатьев тата РФ хăрушсăрлăх службин Чăваш Енри  Управленийĕн ертӳçи Сергей Софронов регионта террора хирĕç кĕрешес тата оперативлă штабăн пĕрлехи ларăвне йĕркелесе ирттернĕ.


Ку хутĕнче ĕçе пухăннисем вĕренӳ учрежденийĕсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтусене тĕплĕн сӳтсе явнă.

Республика Пуçлăхĕ терроризм пурне те çав шутрах регионшăн та çав тери хăрушă япала пулнине асăннă. Çавăнпа та çĕнĕ вĕренӳ çулĕнче мĕнпур объектсенче  сыхă тăмаллине, шкулсенче ятарлă вĕренӳпе воспитани урокĕсене йĕркелесе ирттерме чĕнсе каланă.  Ку палăртнă ыйтупа пурин те тимлĕхе çухатма юраманнине асăрхаттарнă.

«Пирĕн мĕнпур вăйсене пĕрлештерсе халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессишĕн çине тăрса ĕçлемелле.  Республика территорийĕнче пурăнакансен пăшăрханма нимĕнле сăлтав та ан пултăр.   Тимлĕхе пĕр самантлăха та куçран вĕçертме юрамасть», - тесе чĕнсе каланă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Регион Ертӳçи уйрăмах объектсенче тĕрĕслесе кĕртмелли хатĕрсемпе асăрхануллă пулмаллине, «çивĕчрех» тăма хушнă.  Вĕренӳ учрежденийĕсен çывăхĕнче е тата вĕсен территорисенче кирек епле транспорта та сыхă тăмалла, сăлтавсăр шкулсем çывăхĕнче тăратма юраманнине асăрхаттарнă.  

Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев хăйĕн докладĕнче мĕнпур республикăри вĕренӳ заведенийĕсенче  тĕллевлĕ профилактика ĕçне йĕркелесе ирттернине асăннă.  Пĕр сăмахпа каласан, республикăри шкулсем çĕнĕ вĕренӳ çулне хатĕр апла пулсан. Пĕлӳ кунне хатĕрленсе йĕркеленĕ ĕçсен тĕп ыйтăвĕсем -  çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси, терроризмран асăрханасси пулнине те каласа хăварнă министр. 

Хальхи вăхăтра пĕтĕмпе республикăра 942 вĕренӳ учрежденийĕ шутланать. Чи пысăк пĕлтерĕшлисенчен пĕри – шкулсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтермелли ятарлă хатĕрсем вырнаçтарни.  Çак ĕçе муниципалитетсенче те туллин тивĕçтерессишĕн тăрăшние каланă.   Пушар инкекĕнчен те хăтăлмаллисем, ятарлă хатĕрсем пулмаллине,  сигнализацисем пĕтĕмпех йĕркеллĕ ĕçлемеллине тепĕр хут аса илсе хăварнă.  «Пур объектсенче те хăрушлăх пулассине асăрхаттаракан хатĕрсене вырнаçтармалла. Видеосăнавсем, сигнализацисем, пушар сӳнтермелли япаласем йăлтах  хатĕр тăмалла», - тесе хушса каланă республика Пуçлăхĕ. Граждансене яланах сыхă тăма тата вĕсене хӳтĕлеме вĕренесси пирки ятарлă тренировка кăçал авăн уйăхĕнче пулассине те аса илсе хăварнă.   «Шкулта директортан пуçласа ытти техперсоналсен те ачасене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессишĕн яланах хатĕр пулмалла», - тесе сăмаха малалла тăснă Михаил Игнатьев.

Ку хутĕнче ĕçе пухăннисем Чăваш Республикинче 2017 çулта авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче Пĕрлехи сасăлав кунĕ пулассине аса илнĕ, ун чухне те регионти 110 суйлав участокĕсенче халăха хăрушсăрлăхпа çирĕп тивĕçтермеллине палăртнă.   Сăмаха май, кашни уйрăмра шалти ĕçсен пайĕсен ĕçченĕсем сыхă тăрассине каланă. «Суйлав яланхиллех тивĕçлĕ тата çӳллĕ шайра иртсе каймалла.  Пĕр-пĕринпе тачă çыхăнура тăмалла.  Кирек епле сиксе тухма пултаракан инкеке сыхă пулмалла, енчен те пăтăрмахсем пулас пулсан çийĕнчех мерăсем йышăнма пĕлмелле, пĕр сăмахпа палăртсан, регионта суйлав вăхăтĕнче хăрушлăх сиксе тухмалла мар, тимлĕхе çухатма юрамасть», - асăрхаттарнă Михаил Игнатьев. Кун йĕркинчи тепĕр ыйту – çамрăксен кăмăл-туйăмне ырă енне улăштарса пырассипе ĕçленĕ ятарлă мероприятисем. Ку енĕпе вĕсен пĕрлешĕвĕсен ĕçĕсене тĕплĕн сӳтсе явнă.     

Фоторепортаж



25 августа 2017
17:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter