Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Муркаш районĕнче ĕçлĕ визитпа пулнă
Çурла уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Муркаш районне ĕçлĕ визитпа тухса кайнă. Ертӳçĕсем халăхпа пĕрле муниципалитетăн çур çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне сӳтсе явнă, çитес тапхăр валли тĕллевсене пăхса тухнă.
Канашлу ĕçне пуçличчен, чи малтан Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Муркаш районĕн ертӳлĕхĕпе - Игорь Николаевпа тата Ростислав Тимофеевпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.
Хыççăн анлă канашлăва уçнă май, республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче хальхи вăхăтра 2018 çул валли Чăваш Республикин республика хыснине йĕркелессипе проект пурнăçланнине пĕлтернĕ. Паллах, ăна çирĕплетсе йышăнса хăвариччен, пурин сĕнĕвĕсене те шута илме тăрăшнине, уйрăмах çак ĕçе муниципалитетсен те хастар кӳлĕнмеллине палăртнă. Час-часах районсемпе хуласенче халăхпа тĕлпулусем ирттернине каланă. Çакăн йышши ĕçсем, шăпах та тĕрĕс приоритетсем палăртма май панине, укçа-тенкĕпе пĕлсе, тухăçлă усă курма витĕм кӳнине асăннă.
Республика Ертӳçи 2017 çулта республика хыснинчен муниципалитета ытти çулхисенчен ытларах укçа уйăрма пăхса хăварнине, кăтарту 21 процент пысăк пулнине пĕлтернĕ.
Муркаш районĕ «Хăрушлăхсăр тата паха çулсем» федераци программине кĕрсе юлнă. Ăна кура, муниципалитетра 12 çĕнĕ объект хута кайĕ.
«Бюджетран куçакан кашни тенкипе тĕллевлĕн тата тухăçлă усă курмалла. Районта мĕнпур программăсемпе ĕçсене туллин пурнăçламалла», - тенĕ республика Пуçлăхĕ.
Паян, сăмаха май, Михаил Игнатьев Муркаш районĕ вырма ĕçĕнче ыттисемпе танлаштарсан, кая юлса пынине палăртнă. Ырă тĕслĕх вырăнне Елчĕк районне илсе кăтартнă. Калас пулсан, çак муниципалитетра уй-хиртен тухăçа туллин пухса кĕртнĕ тесен те йăнăш мар.
Кăçал çанталăк типĕ тăманнине кура, хуçалăхсем вырмана 25 кун кая юлса тухрĕç. Ăшă çителĕксĕр, акса хăварнă тыр-пул кирлĕ пек пиçсе çитейменни те сисĕнет. Чăваш Ен Пуçлăхĕ кун пирки çапларах каланă: «Çанталăк лăпкă тăманнине малтанах лайăх туйрăмăр, çавна кура та уйрăм хуçалăхсенче акса хăварнă лаптăксенчи культурăна выльăх апатне куçарма шут тытнă», - тенĕ вăл.
Паянхи кун çанталăк шăрăх тăрать, уй-хиртен тухăçа пухса кĕртессипе активлăрах ĕçлеме чĕнсе каланă регион Ертӳçи, кунне-çĕрне пăхмасăрах уйра тăрăшмаллине асăннă.
Муркаш район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев хăйĕн докладĕнче муниципалитетăн аталанăвĕ пирки каласа кăтартнă.
Муниципалитетра бюджета профицитпа (тупăш тăкакран ытларах) пурнăçланă, кăтарту 2,4 млн танлашать. Пĕтĕмĕшле тупăш бюджетăн 8,1 процент хăпарнă, вĕсенчен харпăр хăй укçи-тенкин виçи 0,8 процента çити ӳснĕ.
Районта пĕтĕмпе муниципалитет йышăннă 14 программа ĕçлет. Çулталăк пуçланнăранпа вĕсене пурнăçа кĕртсе хăварма 315,7 млн тăкакланă, вăл шутран 113,9 млн харпăр хăй муниципалитет хыснинчен. Организацисен таварсен çаврăнăшĕпе республикăри ытти районсемпе хуласем хушшинче Муркаш районĕ пĕрремĕш çур çулăн ĕç кăтартăвĕсем тăрăх, хисеплĕ пĕрремĕш вырăна тухнă. 2017 çулта çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне предприятисемпе организацисем пурĕ 2 млрд 110 млн тенкĕлĕх тавар тирпейлесе кăларнă. Çак кăтартăва пĕлтĕрхипе пăхас пулсан, чылай ӳсĕм пурри сисĕнет, вăл 79,6 процентпа танлашнă. «Çакăн пек çитĕнӳсем, паллах, «Çеçпĕл» тата ытти предприятисем вăй илсе кайнине пула пулса пычĕç», - тенĕ Ростислав Тимофеев.
Ĕçсĕррисен шучĕ Чăваш Енри вăтам кăтартуран муниципалитетăн самай пĕчĕк. Апла пулсан, районта халăха ĕçпе тивĕçтерни куçкĕретех.
Ял хуçалăх производствин таварĕсен калăпăшĕ 794 млн çитнĕ, индексĕ 113,8 процентпа танлашать. Ку енĕпе республикăра район малти вырăнта тăрать.
Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусен йышĕнче районта автомашина çулĕсене графикран юлса пурнăçласа пыни. Объектăн калăпăшĕ 7 çухрăм. Вĕсене пурнăçа кĕртме пĕтĕмпе 33,7 млн тенкĕ пăхса хăварнă, паянхи куна 1,5 млн усă курнă-ха. «Поволжская межотраслевая компания «Партнер Холдинг» ТМЯО подрядлă организаци объектра пурнăçлакансене ятарлă строительство хатĕрĕсемпе тивĕçтерейменни сисĕнет.
Объекта вĕсен 2017 çулта çурла уйăхĕн 31-мĕшĕнче вĕçлемелле пулнă. «Поволжская межотраслевая компания «Партнер Холдинг» ТМЯО - унăн ертӳçи Козлов Александр Михайлович. Ертӳçĕ объекта утă уйăхĕнче вĕçлеме шантарнă. Строительство хатĕрĕсем пулман пирки, халлĕхе объект графикран юлса пырать. Кунсăр пуçне, çак организацийĕн тата та 6 объектра ĕçлемелле, контрактсене те алă пусса çирĕплетнĕ, вĕсен пĕтĕмĕшле хакĕ 110 млн тенкĕлĕх.
Палăртса хăваратпăр, хĕлле «Поволжская межотраслевая компания «Партнер Холдинг» ТМЯО «Мезон» ТМЯО республикăри çулсене тирпейлесе тăракан организацийĕн субподрядчикĕ пулса килĕшӳ хучĕпе ĕçленĕ пулнă.
Михаил Игнатьев должноçре тăракан администраци çыннисене конкурс ĕçĕсене йĕркеленĕ чухне çирĕпрех пулма, документсене саккунсене пăхăнса йĕркелеме хушнă. Кун пек çитменлĕхсене малашне тума юраманнине, пĕр кунлăх ĕçлекен предприятисенчен хăтăлма тăрăшмаллине асăрхаттарнă. Тепре чухне пулса тухать çавăн пек, организацисем йĕркеленеççĕ, конкурссенче хутшăнса укçасене те тивĕçеççĕ, анчах та хăйсене шанса панă ĕçе тӳрĕ кăмăлпа пурнăçламаннишĕн, панкрута тухса е çухалса каяççĕ тесе çирĕп каласа хăварнă Михаил Игнатьев.
Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, объектсене хута ярассипе конкурс ĕçĕ валли документсене çав тери тирпейлĕ хатĕрлеме чĕнсе каланă, яваплăха туйса ĕçлеменнисене сирсе хăварсан та юрать тенĕ.
Республика Пуçлăхĕ муниципалитетра çурт-йĕр ыйтăвĕсем епле пурнăçа кĕрсе пынипе кăсăкланнă. Кăçал пĕрремĕш çур çулта пĕтĕмпе 1794 тăваткал метр чухлĕ çурт хута янă. Ростислав Тимофеев хăйĕн сăмахĕнче плана муниципалитетра харпăр хăй тĕллĕн çĕклесе латакан çуртсене пурнăçа кĕртнине кура пурнăçласа пынине палăртнă.
Ку хутĕнче ертӳçĕсем çĕнĕ вĕренӳ çулне хатĕрленес ĕç епле пынине сӳтсе явнă.
Муркаш тăрăхĕнче пурăнăнакансем хăйсене хумхантаракан ыйтусене активлă тăратнă. Вĕсенчен пĕри – Кашман ялĕнчи шкул шăпи пирки. Хăй вăхăтĕнче çак объекта экспертиза кăларнă, юрăхсăра тухнине çирĕплетнĕ. Хальхи вăхăтра шкул ачисем çывăхри кӳршĕ ялсене вĕренме çӳреççĕ.
Михаил Игнатьев ыйтăва итленĕ хыççăн, çапларах каланă: «Чăваш Ен Правительстви çак лару-тăру пирки питĕ лайăх пĕлет. Хальхи вăхăтра шкула хăпартса лартма укçа-тенкĕ тупас ĕç хĕрӳ пырать. Паллах, ачасен аварийлĕ çуртра пачах та вĕренме юрамасть. Пирĕн малашнехи çул-йĕрсем пирки анлăн шухăшламалла. Кăçал, авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче, ачасем хăтлă шкула ăс пухма çӳрĕç. Вĕсене валли унта условисем çителĕклĕ, нимĕнле хăрушлăх та çук, ан пăшăрханăр», - тенĕ вăл ыйтăва хуравланă май. Кӳршĕллĕ ялсенчи шкулсене ачасене шкул автобусĕсемпе илсе çӳретĕç. Каласа хăвармалла, кăçал Муркаш районне хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан икĕ автобус парса тивĕçтернĕ.
Ильинка салинче пурăнакан Атăл çыранĕ пуласлăхра илемленĕ-ши тесе кăсăкланнă. Сăмаха май, ялти стадиона хута яма пулмасть-ши тесе ыйтса пĕлнĕ. Уна валли çĕр уйăрсан аван пулнă пулĕччĕ тесе сăмаха малалла тăснă вăл.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ çапларах хурав панă: «2018 çулта «Атăла тирпейлесе тасатас» федерацин приоритетлă программи пурнăçа кĕрет, ăна май регион проекта кĕрсе юлма ĕç хучĕсене хатĕрлет», - пĕлтернĕ вăл.
Стадион пирки район администрацийĕн пуçлăхĕ объекта хута яма тĕллев лартнине палăртнă. Канашлура ытти ыйтусене те тĕплĕн пăхса тухнă. Вĕсем хушшинче – туризма аталантарасси, муниципалитетăн пурлăхсем çинчен , çĕр лаптăкĕсем пирки анлăн калаçнă.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче, ял тăрăхĕсен ертӳçисене вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса пама халăха пуçаруллă сĕнӳсемпе тухма чĕнсе каланă. Ку енĕпе ытларах ял поселенийĕсен ертӳçисен те çине тăрсах тăрăшмаллине асăрхаттарнă. Кăçал граждансен сĕнĕвĕсене шута илсе объектсене хута яма пурĕ 95 млн республика хыснинче пăхса хăварнине палăртнă.
Муниципалитетăн харпăр хăй тупăшне ӳстерсе пымалли пирки Чăваш Республикин финанс министрĕн пĕрремĕш çумĕ Фарида Муратова асăрхаттарса хăварнă.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов хăйĕн докладĕнче районта ял хуçалăх ыйтăвĕсемпе епле ĕçлесе пыни пирки чарăнса тăнă, ыттисемпе танлаштарнă.
Муркаш районĕнчи тĕп больницăн аслă врачĕ Николай Кожевников муниципалитетри сывлăх сыхлавĕн пайĕ пирки каласа кăтартнă, уйрăм çитĕнӳсемпе паллаштарнă.
Ку хутĕнче муниципалитетăн ĕç кăтартăвĕсене лайăхлатса пымалли çинчен Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Александр Федотов, Чăваш Енри предпринимательсен прависене хӳтĕлекен уполномоченнăй Александр Рыбаков асăрхаттарса хăварнă.
Канашлу ĕçне çакăн пекех Чăваш Енри ГКЧС председателĕ Вениамин Петров, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «ТУС» АХО генеральнăй директорĕ Николай Угаслов хутшăннă.
Лару ĕçне пĕтĕмлетнĕ май, Михаил Игнатьев муниципалитетсене ытларах налуксем пухассипе ĕçлеме каланă, предприятисемпе организацисенче ĕç укçине тӳленипе тӳлеменнине çирĕп асăрхаса тăма хушнă. Сăмаха май, Мускавра «Çар -2017» çарпа техника форумне хутшăнни пирки каласа кăтартнă. Муркашсене малашне çитĕнӳсемпе ĕçлеме чĕнсе каланă.
Канашлу яланхиллех хисепе тивĕçнисене патшалăх наградисене парса чысланипе вĕçленнĕ.