Чăваш Ен Пуçлăхĕ ирттернĕ канашлура çуллахи тапхăрпа пулнă шыври инкексене тĕплĕн сӳтсе явнă

Çурла уйăхĕн 28-мĕшĕнче Михаил Игнатьев республика влаç органĕсен, федераци ведомствисен вырăнти тытăмĕсен, хуласемпе районсен  ертӳçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура  Чăваш Енри ГКЧС председателĕ Вениамин Петров хăйĕн сăмахĕнче, çуллахи тапхăрпа шыва кĕнин ĕç йĕркин мероприятийĕсен пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарнă. 

 Кăçал çулла пĕтĕмпе республикăра 14 пляж уçнă. Унсăр пуçне тата та 14 вырăн ятарлă хатĕрленĕ пулнă халăха шыва кĕме.  Темĕнле хытă тĕрĕслевре ыйтăва тытнă пулин те инкексенчен пăрăнса юлма май килмен. Кăçал 2017 çулта çулла пурĕ 34 инкеке шута илнĕ.  Шывра пĕтĕмпе 25 çын путса вилнĕ, 17-шне çăлса хăварма май килнĕ.  Кăçал инкексем ытларах çурла уйăхĕнче пулнă. Паллă, çанталăк шăпах та ун чухне шăрăх тăчĕ.   Шывра пулнă инкексем ытларах Етĕрнере, Вăрнарта, Куславккара, Çĕрпӳре тата Сĕнтĕрвăрри районĕсенче. 

«Çав тери пăшăрханмалли япала – кăçал шывра пĕр ача путса вилнĕ.  Çулталăк пуçланнăранпа вара виçĕ ача пурнăçĕ шывра вăхăтсăр татăлнă. Шăпăрлансем аслисемсĕрех шыв хĕрринче çӳрени сисĕнет», - тесе пĕлтернĕ Чăваш Енри ГКЧС председателĕ Вениамин Петров.  

Аслисемпе пăхас пулсан, пĕтĕмпе шывра 21 инкек пулнă. Вĕсем те хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманни куçкĕретех.

«Эпир çамрăк ĕçлеме пултаракан халăха шывра çухататпăр», - тесе пăшăрханса каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Çăлавçăсем кĕркуннепе хĕллене валли хатĕрленсе те тăнă. Йывăрлăх кăларса тăратаканнисем – яланхиллех пулăçăсем. Республика Пуçлăхĕ вĕсемпе ытларах профилактика ĕçне йĕркелеме чĕнсе каланă.   

Паянхи канашлăвăн кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те пăхса тухнă.

Çĕнĕ Шупашкар хулин кунне йĕркелесе ирттернĕ мероприятийĕсен ĕçĕсене пĕтĕмлетсе тухнă. Хула администрацийĕн пуçлăхĕ Ольга Чепрасова хăйĕн сăмахĕнче пĕтĕмпе уяв кунĕсенче 30 ытла мероприяти ирттернине, вĕсенче 50 пин çын хутшăнса хăйсен кăмăлне тултарнине палăртнă.  

Муниципалитетра хула кунĕнче «Химик» Культура керменĕнче çĕнĕ кинозал хута кайнă. Ăна пурнăçа кĕртме Кино фондĕнчен 5 млн патнелле тăкакланă.

Банк тытăмĕнче вăй хуракансем ипотека кредит ставкисем пĕчĕкленни пирки ырă хыпара пĕлтернĕ.  Кун  çинчен халăха ытларах хыпарламаллине чĕнсе каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина хăйĕн докладĕнче республика программисемпе хушса тӳлемелли субсиди пайĕ çитес çулсенче те  упранса юлнине палăртнă.

Канашлу ĕçне вĕçленĕ май, Михаил Игнатьев ку эрнере Чăваш Енрен официаллă делегаци ĕçлĕ визитпа Крым Республикине тата Беларусь Республикине каяссине пĕлтернĕ. Делегацийĕн йышĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов пулать, вĕсем предприятисен ĕçĕсемпе паллашĕç. Чăваш Енĕн официаллă делегацийĕн йышĕнче çакăн пекех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕсем – экономика министрĕ Владимир Аврелькин, ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов тата Чăваш Республикин транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Иванов, вĕренӳ учрежденийĕсен представителĕсем пулĕç.  Вĕсем ĕçлĕ çыхăнусене сарассипе тĕрлĕ тĕлпулусем ирттерсе ыйтусене тĕплĕн сӳтсе явĕç.



28 августа 2017
17:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter