Ертӳçĕсем ачасен çуллахи канăвĕпе çыхăннă ĕç кăтартăвĕсене тишкернĕ

Çурла уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен Чăваш Енри уйрăмĕсен ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ.

  Ку хутĕнче ертӳçĕсем ачасен çуллахи канăвĕпе çыхăннă малтанласа палăртнă ĕç кăтартăвĕсене тишкерсе тухнă. 

Чăваш Республикинче пĕтĕмпе çуллахи тапхăрпа 78,9 пин ача кану лагерĕсенче пулнă.   Вĕсенчен 20,8 пин шăпăрлан йывăр лару-тăрăва лекнĕ çемьесенче çитĕнекеннисем.  

Шкул вĕренсе пĕтернĕ хыççăн, ачасем сăлтавсăр çапкаланса ан çӳреччĕр тесе, вăхăтлăха çуллахи тапхăрта 12 пин ытла çамрăка ĕçпе тивĕçтернĕ.

Чăваш Республикин ĕçпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев хăйĕн докладĕнче республикăра çулталăк вĕçленнĕ тĕле, кĕркуннехи тапхăртипе пĕрле пурĕ 102 пин ача кану лагерĕсенче канассине пĕлтернĕ.

Хальхи вăхăтра Чăваш Республикинче пĕтĕмпе ачасен канăвĕпе сывлăхне çирĕплетмелли 465 организаци шутланать.  Кăçал çак асăннă учрежденисен пурлăхпа техника базине çĕнетсе улăштарма республика хыснинче 85 млн ытла пăхса хăварнине каланă.

«Пĕтĕмĕшле калас пулсан, çуллахи канăвĕ ачасен пĕтĕмпех йĕркеллĕ вĕçленсе пырать.  Шăпăрлансем чирлесе аптранă тĕслĕхсем пулман, апат-çимĕçпе паха тивĕçтернĕ. Чи пĕлтерĕшли – çуллахи кану вăхăтĕнче ачасем юрăхсăр апатпа массăллă сиенленни пĕртте пулман, ерекен чир-чĕр сарăлнă тĕслĕхе те ниçта та асăрхаман», - тенĕ министр. 

Ачасене  комплекслă хăрушсăрлăхпа тивĕçтернĕшĕн Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  пурне те тав тунă. Сăмаха май, кăçал ачасен канăвĕ валли пурĕ 459,11 млн уйăрнине аса илсе хăварнă. Çак кăтарту 2016 çулхипе танлаштарсан 0,7 процент пысăк пулни сисĕнет.



28 августа 2017
15:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter