Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкар хулин кунĕ ячĕпе уява пуçтарăннисене ăшшăн саламланă

 


 Çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкар хулин кунĕ ячĕпе уява пуçтарăннисене ăшшăн саламланă. Паллă пулăм муниципалитетри А.Г.Николаев ячĕллĕ Тĕп стадионра иртнĕ.

Уява «Эпĕ хамăн хулана ӳкеретĕп» ятлă представленипе уçнă, унта 400 яхăн ача хăйсен пултарулăхне кăтартса пама пултарнă.

Хула историйĕ ĕçчен те пултаруллă çынсемпе пуян.  Хулара кам çураласа ӳснĕ, вĕсенчен кашни муниципалитет аталанăвĕшĕн сахал мар витĕм кӳнĕ тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче, уява пухăннисене саламланă май республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.   

Аслисем ăс парса вĕренсе пынине кура, çитĕнекен ăру хула илемĕшĕн çине тăрса тăрăшнине палăртнă республика Ертӳçи.  Çулран çул Çĕнĕ Шупашкар   хитреленсе мăнаçланса пынине çирĕплетсе каланă вăл сăмаха малалла тăснă май.

«Пысăк промышленноçлă хулара çĕнĕрен те çĕнĕ микрорайонсем çĕкленсе пыраççĕ.  Инфратытăм вăй илет, нумай хваттерлĕ çуртсем таврашĕнче тирпей-илем хуçаланать.  Социаллă сфера хăватланать.  Муниципалитетра демографи лару-тăрăвĕ ырă енне улшăнса пырать.  Паянхи кун тĕлне муниципалитетра пурăнакансен йышĕ 130 пин çын шутланать.  Çĕнĕ Шупашкар çамрăк тата пысăк пуласлăхлă хула», - тенĕ сăмаха малалла тăсса.

Хула çыннисем тăратнă ыйтусене Чăваш Ен Правительстви туллин пурнăçлать. Автомашина çулĕсене тирпейлесе сарас ĕç муниципалитетра хĕрӳ пырать.  Кăçал «Хăрушлăхсăр тата паха çулсем»  федерацин программин проекчĕпе килĕшӳллĕн,  муниципалитетри ĕçсене пурнăçлама 320 млн тенкĕ куçарса панă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хула çыннисене тăрăшса ĕçленĕшĕн тав тунă, муниципалитетăн сăн-сăпатне тĕпрен улăштарса çĕнетсе пырас ĕçе хутшăннăшăн ырласа хăварнă.

«Палăртма кăмăллă, хулара пурăнакансем муниципалитетăн инфратытăмне çĕнетессипе йышăнмалли проектсене пĕрле пухăнса тĕплĕн яланах сӳтсе яваççĕ.  Тавах сире, хулана юратнишĕн.  Эпир сирĕнпе пĕрле Çĕнĕ Шупашкар малашне те аталанса пытăр тесе ĕçлĕпĕр», - тесе пĕтĕмлетнĕ  хăй сăмахне республика Ертӳçи Михаил Игнатьев.

Çак кун уяв ячĕпе ентешсене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Альбина Егорова, Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов, Çĕнĕ Шупашкар   пуçлăхĕ Олег Матвеев, хула администрацийĕн Пуçлăхĕ Ольга Чепрасова саламланă.

Яланхиллех паллă пулăм уяв фейерверкĕпе вĕçленнĕ.  Пурне валли те савăнăçлă ташă каçĕ савăк кăмăл парнеленĕ, «Челси» ушкăн хăйсен пултарулăх концерчĕпе куракансен кăмăлне «тыткăна» илнĕ.   

Фоторепортаж



28 августа 2017
08:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter