Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев шкулсене çĕнĕ вĕренӳ çулне хатĕрлени пирки ыйтупа Раççей Федерацийĕн видеоселектор канашлăвне хутшăннă

 Çурла уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев шкулсене çĕнĕ вĕренӳ çулне хатĕрлени пирки ыйтупа Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев йĕркелесе ирттернĕ видеоселектор канашлăвне хутшăннă.  Ертӳçĕсем шкулсене епле хатĕрлесе çитернине, ачасен апатланăвне йĕркелессипе çыхăннă ыйтусене, педагогсен шалу укçине тĕплĕн сӳтсе явнă.

Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ хăйĕн сăмахĕнче кăçал çĕнĕ вĕренӳ çулне сахал мар ача тата çамрăксем ăс пухма килессине, вĕсен шучĕ 30 миллиона яхăн та пулассине пĕлтернĕ.  Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче 15 миллион шкул ачи вĕренӳ учрежденийĕсене çул тытать, вĕсенчен 1,8 млн  ача пĕрремĕш хут парта хушшине ларĕ. Ача садне çӳрекенсен йышĕ те куçкĕретех ӳссе пырать, кăтарту 7,3 млн çитесси паллă.

«Пирĕн тĕллев - пурне те паха вĕрентӳпе тивĕçтересси.  Ачасене вĕренме кăсăклă пултăр тесе тĕрлĕ условисем йĕркелесе тăратасси. Шăпах та, ӳсĕм тăвасси çаксенчен те питĕ нумай килет», - тенĕ Дмитрий Медведев.  

Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ тата çакна та палăртнă: «Шкулсене çĕнĕ вĕренӳ çулĕ валли хатĕрлесе çитересси – регионсен ертӳçисен тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пулмалла. Сирĕн кулленех вĕренӳ учрежденийĕсенчи условисене асăрхаса тăмалла, май килнĕ таран витĕм кӳме тăрăшмалла. Хăрушсăрлăх ыйтăвĕ кун йĕркинче пулмалла. Пĕр сăмахпа каласан, мĕнпур йĕркесене çирĕп пăхăнмалла. Шкулсем ватă е çĕнĕ ăна пăхса тăмалла мар, пурне те пĕр тан условисем йĕркелесе парассишĕн çине тăрса ĕçлемелле», - тесе асăрхаттарнă вăл. 

Раççей Федерацийĕн вĕренӳпе наука Министрĕ Ольга Васильева хăйĕн докладĕнче юлашки çулсенче Раççейре сахал мар çĕнĕ шкулсем хута кайнине асăннă. Вĕсене пĕтĕмпех хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан хатĕрсемпе пуянлатнине пĕлтернĕ. Кадрсем те çителĕклĕ пулнине асăннă. Шкул ачисене валли хăтлă условисем йĕркелесе тăратассипе çыхăннă приоритетлă проекта пурнăçа кĕртессипе Чăваш Республики ăнăçлă ĕçлесе пынине палăртнă Министр.   

Çĕнĕ вĕренӳ çулне шкулсем епле хатĕрленсе çитни пирки Раççей Федерацийĕн шалти ĕçсен Министрĕ Владимир Колокольцев, РФ гражданла хӳтĕлев ĕçĕсемпе вышкайсăр лару-тăрăвăн тата çутçанталăк инкекĕсен сиенне пĕтерес ĕçĕн Министрĕ Владимир Пучков, Федерацин потребительсен прависен хӳтĕлевĕпе çын ырлăх-сывлăхĕн асăрхав службин ертӳçи – Раççей Федерацийĕн патшалăх санитарийĕн тĕп врачĕ Анна Попова тĕплĕн докладсем тунă.  

Аса илтеретпĕр, Чăваш Енре шкулсене çĕнĕ вĕренӳ çулне хатĕрленĕ ĕçсен пĕтĕмлетĕвĕсем пирки çурла уйăхĕн 28-мĕшĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳçисемпе анлăн пăхса тухнă.  

Фоторепортаж



29 августа 2017
08:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter