Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Следстви комитечĕн Чăваш Енри Управленийĕнче ĕçлекенсен анлă ларăвне хутшăннă

 Çурла уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Следстви комитечĕн Чăваш Енри Управленийĕнче ĕçлекенсен анлă ларăвне хутшăннă.  Ĕçе пухăннисем 2017-мĕш çулăн пĕрремĕш çур çулти ĕç кăтартăвĕсене пăхса тухнă, çитес тапхăр валли тĕллевсене палăртнă. 

«Граждансен, обществăн, патшалăхăн прависемпе тата ирĕклĕхне хӳтĕлессипе эсир яваплă ĕç пурнăçлатăр.  Çакăн йышши мероприятисем ĕç пĕтĕмлетĕвне тишкерме кăна май памасть, çитменлĕхпе ӳсĕмсене те пăхса тухма пулăшать», - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республики Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.   Следстви комитечĕ тĕрлĕ тытăмри влаçсемпе тачă çыхăнса ĕçленине кура, Чăваш Республикинчи обществăлла-политика лару-тăрăвĕ тăнăçлă аталанса пынине каланă.

«Эпир бизнес аталантăр тесе сахал мар кирлĕ пек условисем йĕркелерĕмĕр», - палăртнă регион Ертӳçи.  Наци рейтинĕнче инвестици илĕртӳлĕхĕн ĕç кăтартăвĕпе РФ 85 субъекчĕ хушшинче Чăваш Республики хисеплĕ 2-мĕш вырăна тухрĕ. 

Тепĕр пысăк çитĕнӳ -  регионта йĕрке пăснă тĕслĕхсен шучĕ сахалланни тата айăплисене çийĕнчех тупса палăрнин ĕç кăтартăвĕ те ырă енне чылай улшăнни.  Кăçал  çур çулта ку енĕпе кăтарту 11 процент лайăхланнă.  Палăртса хăвармалла, çынна вĕлернисене те çийĕнчех тупса палăртассин кăтартăвĕ 100 процентпа танлашать, апла пулсан, айăплисене явап тыттарни куçкĕретех.

Михаил Игнатьев республикăра коррупцине хирĕç кĕрешессипе лару-тăру лайăх пулнине, кирек-епле должноçри çын та, енчен те унăн айăп пур  пулсан, саккун умĕнче явап тытнине асăннă. 

«Ĕç укçин парăмне пĕтерессипе сахал мар мероприяти йĕркеленĕ.  Прокуратура витĕмлĕхĕпе ĕçпе тивĕçтерекенсене хăйсен организацийĕсемпе предприятийĕсенче тăрăшакансене шалу укçипе тивĕçтерччĕр тесе хистетпĕр», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса.

Сăмаха май, регионта пурăнакансен пурнăç условийĕн шайне лайăхлатассипе кулленех ĕçлесе пынине те каласа хăварнă. Ача сачĕсем, шкулсем, сиплев учрежденийĕсем, спорт объекчĕсем çĕкленсе пынине асăннă. Нумай хваттерлĕ çуртсем таврашĕнче тирпей-илем хуçаланни куçкĕретех, никамшăн та вăрттăнлăх мар.   «Следстви комитечĕн ĕçченĕсен компетентлăхĕнчен тата тӳрĕ кăмăллăхĕнчен граждансен социаллă прависене, патшалăхĕн саккунлă интересĕсене хӳтĕлессин пахалăхĕ кунран кун ырă енне улшăнса пырать. Эсир хăвăра шанса панă ĕçе яваплăха туйса пурнăçлатăр.  Тавах,  сире уншăн. Пирĕн малашне те, халăх ыранхи куна кĕтсе савăнса пурăнтăр тесе тăрăшмалла», - пĕтĕмлетнĕ хăйĕн сăмахне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Раççей Федерацийĕн Следстви комитечĕн Чăваш Енри Управленийĕн кăçалхи çур çулти ĕç кăтартăвĕсем пирки асăннă службăн ертӳçи Александр Мигушов тĕплĕн доклад тунă.  Йĕрке пăснă çынсене тупса палăртассипе çыхăннă тĕпчев ĕçĕсен пахалăх шайĕ ӳснине каланă ертӳçĕ. 

Кăçал çур çулта пурĕ РФ Следстви комитечĕ Чăваш Енри управленийĕ пĕлтĕр е тата маларахри çулсенче 57 йĕрке пăснă тĕслĕхе уçса пама май килнине асăннă вăл хăйĕн докладĕнче.   Çула çитмен çамрăксем йĕрке пăсассинчен асăрхануллă пулмаллине, вĕсемпе ытларах профилактика ĕçне йĕркелеме чĕнсе каланă ларăва пухăннисем.  Паллах, коррупцине хирĕç кĕрешес ыйту та кун йĕркинче тăние, налуксемпе çыхăннă йывăрлăхсем те çирĕп тĕрĕслевре пулнине каланă вăл сăмаха тăсса.

Чăваш Республикин прокурорĕ Василий Пословский хăйĕн сăмахĕнче çапларах палăртнă: «Саккун тата право йĕркисен пĕтĕмлетĕвне пăхса тухнă хыççăн, Чăваш Республикинче лару-тăру лайăх пулнине, пур шайри влаç та, право йĕркине сыхлассипе пĕр-пĕринпе тухăçлă ĕçленине çирĕплетеççĕ. Республикăра мĕнпур тытăмра вăй хуракансемпе пĕрле Чăваш Республикн Пуçлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьевăн витĕмлĕхĕ çав тери пысăк», - тенĕ вăл. Сăмаха май, Следстви комитечĕн ырă кăтартăвĕсем пирки те чарăнса тăнă Василий Пословский. Вăл тепĕр хут регионта йĕрке пăснисен шучĕ сахалланса пынине çирĕплетсе каланă. Предпринимательлĕх пайĕнче ĕçлекенсем патне тимлĕх уйăрма, кирлĕ-кирлĕ маршăн вĕсене тытса чарма, тĕрĕслевсем ирттерме вырăнлах та мар пулĕ тесе асăннă.

«Чи пĕлтерĕшли – саккуна пăснисене вăхăтра тупса палăртса явап тыттарасси», - тенĕ Чăваш Енри шалти ĕçсен министрĕ Сергей Неяскин.  Вăл РФ Следстви комитечĕн Чăваш Енри Управленийĕнче тата Чăваш Енри шалти ĕçсен министерствин ăста специалисчĕсенчен ведомствăсем хушшинчи ушкăна йĕркелеме сĕннĕ. Ушкăн тĕрĕслевсем ирттерме пысăк витĕм кӳрессине шанса каланă.  

 Фоторепортаж



03 августа 2017
14:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter