Чăваш Енри хуçалăхсем вырмана тухнă

Елчĕк районĕнчи "Рассвет" кооперативра ĕнер пăрçа çулма тухнă. Паян Улатăр районĕнчи "Новь" тулли мар яваплă обществăра (сăн ÿкерчĕкре) кĕрхи тулла вырма пуçланă.

Елчĕк районĕнче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 22 пин ытла гектар  йышăнаççĕ. Вырмара унта 76 комбайн ĕçлеттерме палăртаççĕ.

Хресчене çанталăк çумăрлă тăни, çĕрте нÿрĕк виçи пысăкки вырмана вăхăтра тытăнма кансĕрлерĕ. Пĕлтĕр комбайнсем хире утă уйăхĕн 15-мĕшĕнчех тухнă. Çанталăк начаррине кура пирĕн республикăра утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче чрезвычайлă лару-тăруйышăнчĕç.



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
03 августа 2017
16:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter