Михаил Игнатьев ĕç укçине вăхăтра тата туллин тивĕçтерес, ĕçсĕррисен ирĕклĕхне чакарас ыйтусемпе ĕçлекен ведомствăсен хушшинчи комиссийĕн пĕрремĕш ларăвне ирттернĕ

 


Çурла уйăхĕн 29-мĕшĕнче Правительство Çуртĕнче  Михаил Игнатьев ĕç укçине вăхăтра тата туллин тивĕçтерес, ĕçсĕррисен ирĕклĕхне чакарас ыйтусемпе ĕçлекен ведомствăсен хушшинчи комиссийĕн пĕрремĕш ларăвне ирттернĕ.  

Комиссийĕн ларăвне уçнă май, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç планне кĕртнĕ ыйтусем влаç органĕсенче тăрăшакансемшĕн кăна актуаллă пулманнине палăртнă, чи малтанах вăл Чăваш Енре пурăнакансемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ тесе каланă.

Ларăва пухăннисем республикăри организацисемпе предприятисен шалу укçипе пухăнса кайнă парăмсене анлăн сӳтсе явнă.  Кунсăр пуçне халăх организацисенче саккунсăр майпа, ĕç хучĕсен килĕшĕвĕсемсĕрех предприятисенче ĕçленине, вĕсен йышне чакарассипе çыхăннă ыйтусене тимлĕн пăхса тухнă.

Кун йĕркине кĕртнĕ пĕрремĕш ыйтупа Чăваш Енри Патшалăх ĕçлев инспекцийĕн ертӳçин тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Раиса Павлова тĕплĕ доклад тунă.  Вăл хăйĕн сăмахĕнче кăçал 7 уйăх хушшинче 130 хутчен организацисене тухса тĕрĕсление пĕлтернĕ. Йĕрке пăсакансем чылай тенĕ, вĕсене 566 тĕслĕх тупса палăртнине асăннă.

2017 çулта 7 уйăх хушшинче йĕрке пăснисене явап тыттарнă хыççăн, пĕтĕмпе 11,7  пин  халăха пурĕ 385 млн куçарса пама май килнине асăннă. Кăтартăва пĕлтĕрхи çак тапхăртипе пăхас пулсан, 2,2 хут нумайрах пулни курăнать.

Пĕтĕмпе административлă майпа 419 хăй халлĕн ĕçлекен организацисене, должноçри çынсене, пайăр предпринимательсене пурĕ 7,8 млн тенкĕ тӳлеме йышăнтарнине асăннă.

Халăха ĕç укçипе тата вăхăтра тивĕçтернин ыйтăвне прокуратурăра тăрăшакансем кулленех çивĕч тĕрĕслевре тытаççĕ. Чăваш Республикин прокурорĕн çумĕ Александр Григорьев хăйĕн докладĕнче кăçал çак асăннă тапхăр вăхăтĕнче пĕтĕмпе тĕрĕслевре 7 пин ытла йĕрке пăснă тĕслĕхе тупса палăртнине пĕлтернĕ. Ĕçсене суда сахал мар тăратнине асăннă, кăтарту 5,5 пин çитнине каланă. Предприятисем панкрута тухсан, вĕсене конкурс управляющийĕсем ертсе пыма тытăнаççĕ. Вĕсем те сахал мар йĕрке пăсаççĕ тенĕ вăл.

Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх, кăçал çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне, парăм виçи - 26,8 млн çитнĕ.  Чи пысăк виçе вара панкрута тухакан предприятисемпе организацисен, кăтарту 79 процентпа танлашать.  

Регионта чи пысăк йывăрлăх кăларса тăратакан предприятисем -  Чăваш Республикин Транспортпа çул-йĕр хуçалăх министерствин «Чувашавтотранс» ГУП, «Чувашавтодор» АУО тата «Чебоксарская типография № 1» ТМЯО  шутланаççĕ.

Чăваш Республикин Транспортпа çул-йĕр хуçалăх министерствин «Чувашавтотранс»  ГУПĕн генеральнăй директорĕ Сергей Фомичев хăйĕн сăмахĕнче паянхи куна парăм виçи 12,7 млн çитнине пĕлтернĕ.

Кăçал пĕрремĕш çур çуллăхра предприятийĕн тупăшĕ 250,9 млн пулнă, тăкак пайĕ - 307,6 млн çитнине пĕлтернĕ. Предприятийĕн тăкакĕ кăçал иккĕмĕш кварталта 17 млн пĕчĕкленнине асăннă. Организацире ĕçлекенсене оптимизациленине кура тата коммуналлă пулăшусен виçи кăштах та пулин сахалланнăшăн, çак ыйтăва вырăнтан хускатма май килнине асăннă ертӳçĕ.

«Предприяти паянхи куна  çирĕп «ура çинче» тăма май паракан планпа ĕçлет. Организацийĕн пуласлăхĕ пур, парăм кăрлач уйăхĕнче 21,4 млн пулнă, утă уйăхĕнче çак виçе 3,3 млн çитнĕ. Шанатăп, çулталăка çитĕнӳпе вĕçлессине», - тесе ĕнентернĕ генеральнăй директор.   

Республика Правительстви предприяти вăй илсе аталанса пытăр тесе сахал мар витĕм кӳрет.  Кăçал вĕсем патшалăх енчен субсиди мелĕпе 19 млн тивĕçнĕ.  Пулăшăва ытларах халăха шалу укçипе тивĕçтерме куçарнă. Акă, нумаях пулмасть, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн ларăвĕнче республика хыснинчен палăртнă предприятине 64,7 млн тенкĕ субсиди уйăрасси пирки ыйтăва пăхса тухса йышăнса хăварнă.  Çакă та, самай пысăк пулăшу пулĕ.

Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева хăйĕн сăмахĕнче, çак асăннă предприятине кăштах та пулин аталанса пыма меллĕрех пултăр тесе, «Речпорт-Авто»  ТМЯО тата «Чувашавтотранс»  ЧР ГУП, Павлов В.А. пайăр предприниматель хушшинчи  килĕшӳ тунă ĕç хутне йĕркелесе панине каланă. Палăртса хăвармалла,  маларах договора Чăваш Республикин Юстици министерствипе пĕрле йышăнса хăварман пулнă. Енчен те çак ĕçе вĕçне-хĕрне тĕрĕс илсе çитермен пулсан, тупăш паракан маршрутсене каялла тавăрса пама тиветчĕ тенĕ министр. Апла пулсан, кунта та организацине Чăваш Республикин Юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерстви витĕм кӳни куçкĕретех.

Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Алексей Тимофеев пăшăрханса пĕлтернĕ, предприятийĕн тупăшĕн 15-20 проценчĕ водительсен аллинчех юлнине палăртнă.  Çак ыйтăва вырăнтан хускатас тĕллевпе, автобуссем çинче видеосăнавсем вырнаçтарнине пĕлтернĕ.

Михаил Игнатьев çапла критиклесе илнĕ: «Мĕншĕн çак ĕçсене малтанах туман? Патшалăхăн предприятийĕ тесе яланах пирĕн çине шанса лармалла мар. Хăйсен те тăрăшмалла, таса чунпа яваплăха туйса ĕçлемелле», - тенĕ.

«Предприятине «сыватма» аталантарма йышăннă документа тĕпе хурса ĕçлесе пымалла.  Енчен те çак палăртнă ĕçсене туллин пурнăçласа пымасан, каллех йывăрлăхсем сиксе тухĕç.  Техника ванать – хатĕрсем туянаймастăр, халăха ĕç укçипе тивĕçтереймĕр, ГСМ пĕтме пултарать тата ытти те.  Каллех республика Правительстви ертӳлĕхĕ умĕнче нăйкăшма пуçлатăр.  Ир пуçласа каçччен çине тăрсах ĕçлемелле, çавăнпа сире ертӳçĕ пулма шанса лартнă. Кун пек кăлтăксем малалла тума юрамасть», - тесе çирĕп каланă Михаил Игнатьев.   

«Чувашавтодор»  АУО конкурс управляющийĕн Евгений Добрынинăн докладне итленĕ канашлура. Паянхи куна çак организацийĕн ĕç укçипе парăм 52 млн çитнĕ. Предприятийĕн пурлăхне хаклав витĕр пĕтĕмпех кăларнă.  Кăçал юпа уйăхĕнче организацийĕн пурлăхĕ сутăнма пуçланассине пĕлтернĕ вăл. «Çак тапхăртан, шăпах та, шалу укçин парăмне саплаштарма пуçлăпăр», - тенĕ вăл хăйĕн сăмахĕнче.

Михаил Игнатьев пурлăхсене сутмаллин графикĕ питĕ кая юлнине, çак ĕç организацийĕн ертӳçи кирлĕ пек шайра тухăçлă пурнăçламаннине çирĕплетет тенĕ.  Предприятире ĕçлекенсен йышĕ çав тери нумай тесе асăннă республика Пуçлăхĕ сăмаха малалла тăснă май, кăтарту - 188 танлашать. «Организаци тупăшпа ĕçлемест, анчах та бухгалтерсен йышĕ вара пĕрре те чакман», - тенĕ сăмаха малалла тăсса. Халăха ĕç укçин парăмне тахçанах каялла тавăрса пама пултарнă, енчен те çак ыйтупа конкурс управляющийĕ çине тăрса яваплăха туйса ĕçленĕ пулсан.

«Пирĕн тĕп тĕллев – халăха пулăшасси, вĕсен интересĕсене хӳтĕлесси. Хăвăра шанса панă ĕçе таса чунпа пурнăçласа пырăр», - çирĕппĕн каланă Михаил Игнатьев предприятийĕн конкурс управляющийне.  Шалу укçипе тивĕçтермелли графика ведомствăсен хушшинчи комиссийĕн пайташĕсене пама хушнă. Влаç органĕсенче тăрăшакансене ыйтăва куçран вĕçерме юраманнине асăрхаттарнă.

«Чувашавтодор» АУО ĕç укçин парăмĕпе çыхăннă ыйтăва Чăваш Республикин прокуратурин ĕç ушкăнĕн ларăвĕнче пăхса тухнă пулнă. Комиссийĕн членĕсен сĕнĕвĕсене шута илсе, конкурс управляющийĕ   шалу укçин парăмне парса татмалли мероприятисен хушма планне йышăннă. Çурла уйăхĕн 25-мĕшĕнче ĕç хучĕн йĕркине çирĕплетнĕ, организацийĕн пурлăхне 71 млн тенкĕлĕх хакланă. 

«Саккунсăр йĕркепе, ĕçпе тивĕçтерекенсем килĕшӳ хучĕсене çирĕплетмесĕрех, халăха хăйсем патне ĕçлеме йыхравлаççĕ. Вĕсене пула, бюджета укçа кирлĕ пек кĕрсе пыманни куçкĕретех. Налуксем куçмаççĕ, халăхшăн медицина страхованийĕ валли укçана тӳлемеççĕ. Тата тепĕр тесен, бюджет туллин пурнăçланмасан - социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусем, программăсем те  ĕçе кĕреймĕç, кун пирки никамăн та манма юрамасть», - тенĕ республика Ертӳçи.

Чăваш Республикин ĕçпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев ĕçсĕррисен ирĕклĕхне чакарас тĕллевпе ĕçленĕ хыççăн, паянхи кун тĕлне кăтарту 33805 çитнине палăртнă. Кăçал çурла уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне ыйтăва вырăнтан чылай хускатма май килнине, вăл  22445 танлашнине пĕлтернĕ министр.

Комиссийĕн ларăвĕнче кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусемпе Чăваш Республикин Экономика министерствинчен, Строительство министерствинчен представительсем калаçнă. «Сăрă» ĕç укçипе халăха тивĕçтерни пирки пăшăрханса пĕлтернĕ.  

 Шупашкар хулин администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков  тата Сĕнтĕрвăрри районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Анатолий Мясников хăйсен муниципалитечĕсенчи лару-тăрупа паллаштарнă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ  çӳлерех асăннă ыйтусене халăха тĕплĕнрех ăнлантарса пыма хушнă, енчен те çынсем килĕшӳ хучĕсемсĕрех предприятисемпе организацисенче ĕçлесен, вĕсен каярах йывăрлăхсем сиксе тухма пултарнине каланă. Ватлăх «куçран пăхсан»  кăна, тин шухăшламалла  мар çакăн пирки.   

 Фоторепортаж



30 августа 2017
09:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter