Хĕрачан кĕтнĕ ĕмĕчĕ пурнăçланнă

 


 Çурла уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçланас умĕн, Шупашкарти шкулта вĕренекен Татьяна Владимировăпа тата унăн амăшĕпе Елена Александровнăпа тĕлпулу ирттернĕ.

Таня Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе кăçал çĕртме уйăхĕнче «АККОНД» АОра çĕнĕ производство линийĕ хута кайнă чухне пĕрремĕш хут тĕл пулнă, шăпах та, ун чухне вăл хăйĕн шухăш-ĕмĕчĕ пирки пĕлтернĕ. Ачан имĕш пуласлăхра  патшалăх ĕçĕнче хăйне курас килет.  Михаил Игнатьев ăна Правительство Çуртне йыхравланă.  

Таня  ĕненмен, ĕненме те пултарайман, паян  республика Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пуласса.  «Çакă маншăн ăнсăртран кĕтменлĕх пулса тухрĕ.  Хама йыхравланине пĕлсен çав тери савăнтăм.  Çак кун манăн пурнăçри чи паллă та асра юлмалли пулăм пулса тăчĕ», - тесе каланă ача хăй шухăшне.

Тĕлпулу самантĕнче регион Ертӳçи  унран вĕренӳ пирки ыйтса пĕлнĕ, ачасене шкулта епле апатлантарнипе кăсăкланнă.  Вĕрентӳ пайĕнче мĕн çĕнни кĕртмелли пирки вĕсен шухăшне ыйтса кăсăкланнă.  «Пирĕншĕн кашни çынăн сĕнĕвĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пурсăмăрăн та пĕр тĕллев – ачасене паха пĕлӳпе тивĕçтересси тата кирлĕ пек условисем йĕркелесе тăратасси», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Таня тата унăн амăшĕ ача шкула ăс пухма çӳрекен учреждени питĕ хитре пулнине, условисем лайăх тенĕ, çав шутрах республикăра та вĕренӳ пайĕ ырă енне улшăнса пынине каланă, уйрăмах юлашки çулсенче пысăк улшăнусем пулса иртнине палăртнă. «Хулари шкулсенче çав тери условисем лайăх, учрежденисем питĕ хăтлă», - тенĕ хăнасем.    

Палăртса хăваратпăр, республика хыснинче вĕренӳ пайне аталантарса пыма çулсерен чи нумай укçа тенкĕ пăхса хăвараççĕ. Калăпăр, çĕнĕ вĕренӳ çулне учрежденисене хатĕрлеме бюджетран 785 млн ытла тăкакланă.

Пĕр килнĕ пек чухне, Таня республика Пуçлăхне хăй «Водоканал» АУО пулса курни пирки каласа кăтартнă, республикăри предприятисене çитсе курма ăна питĕ килĕшнине пĕлтернĕ. 

Республика Ертӳçи ачасене предприятисене илсе çӳретес ĕçе малалла та тăсассине палăртнă, çакă  пулас яш-кĕрĕме професси суйласа илме витĕм кӳнине каланă Михаил Игнатьев. «Раççей тата Чăваш Ен пуласлăхĕ – сирĕнте. Предприяти ертӳçисем хапăл тусах хăйсем патне ачасене йыхравлаççĕ», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса.   

Хĕрача кăçал улттăмĕш класа каять,  шкулта хăй епле вĕренни пирки каласа кăтартнă регион Ертӳçине. Ача пиллĕк паллăсемпе кăна вĕренет.  Час-часах тĕрлĕ ăмăртусенче хутшăнса малти вырăна тухать. «Эпĕ  - сывă пурнăç йĕркишĕн. Вĕрентӳ программи кирек епле йывăр пулас пулсан та, пур-пĕрех спорт енĕпе аталанса пырăп», - тенĕ хĕрача. Таня ГТО нормисене тивĕçлипех тултарнă. Хальхи вăхăтра хăйĕн ăсталăхне триатлон спортĕнче туптасшăн.  Унăн туслă çемйи спорта юратать, республикăра ирттерекен Сывлăх кунĕсенче хастар хутшăнаççĕ. «Халăх спорта кӳлĕнтĕр тесе тăтăшах спорт объекчĕсене хута яратпăр. Сире валли хăтлă условисем пулччĕр тесе тăрăшатпăр», - тенĕ сăмаха малалла тăсса республика Ертӳçи.  

Таня йышлă çемьере çуралса ӳснĕ, вĕсем пурĕ тăваттăн. Михаил Игнатьев Елена Владимировăна уншăн ырласа тав сăмахĕсем каланă.  «Чăн-чăн хисепе эсир тивĕç. Ачасене тĕрĕс воспитани паратăр», - тенĕ вăл.

Тĕлпулу вĕçленес умĕн, хĕрача малалла та «5» паллăсемпе вĕренме шантарнă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Таньăна ӳлĕмрен те пысăк çитĕнӳсемпе палăрма сĕннĕ, çывхарса килекен Пĕлӳ кунĕ ячĕпе саламланă.  

 Фоторепортаж



30 августа 2017
16:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter