Пуçаруллă проектсене пурнăçа кĕртме бюджетран пулăшу куçарас ыйтăва республика Пуçлăхĕ муниципалитет пĕрлешĕвĕсен канашĕн ертӳлĕхĕпе пĕрле сӳтсе явнă

 


Çурла уйăхĕн 31-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енри Муниципалитет пĕрлешĕвĕсен канашĕн Правленийĕн председателĕпе – Элĕк районĕн администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Куликовпа тата Чăваш Республикин  Муниципалитет пĕрлешĕвĕсен канашĕн ĕç тăвакан директорĕпе Станислав Николаевпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  

Республика Пуçлăхĕ Муниципалитет пĕрлешĕвĕсен канашĕн ĕçне пысăка хакланă, Чăваш Республикинче вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене  тухăçлă аталантарса пыма сахал мар витĕм кӳнине палăртнă.  Юлашки çулсенче  районпа хула администрацийĕсене  тĕрĕслевпе асăрхав службисем тĕллевсĕр тухса тĕрĕслеменнине, йывăрлăхсем те сахал пулнине каланă.

Чăваш Республикин Муниципалитет пĕрлешĕвĕсен канашĕн ĕçĕпе Александр Куликов тĕплĕн паллаштарнă. Хăш-пĕр йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем пирки чарăнса тăнă. «Ялти старостăсем пĕтĕмпех вырăнти лару-тăрăва пĕлсе тăраççĕ. Вĕсем пулăшнипе нумай чухне йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене татса пама пулать», - тенĕ ертӳçĕ.

Чăваш Енри Муниципалитетсен пĕрлешĕвĕсен канашĕн Правленийĕн председателĕ кăçал çĕртме уйăхĕнче Оренбургра пĕтĕм Раççейри канашлу иртни  пирки каласа кăтартнă.  Унта шăпах та, старостăсен паха ĕç опычĕ çинчен палăртнине асăннă.  Саккунсен йĕркине çирĕплетмелли пирки те сăмах пуçарнă ун чух.

РФ ытти регионсенчи Муниципалитет пĕрлешĕвĕсен канашĕсемпе епле ĕçлесе пыни çинчен Станислав Николаев тĕплĕн каласа кăтартнă.  Чăваш Республикинче халăх пуçарăвне тĕпе хурса ĕçлекен ĕçсем ытти регионсемшĕн кăсăклă пулнине палăртнă ертӳçĕ. Вĕсем пирĕн паха ĕç опытне хапăл тусах йышăннине каланă.

Республика Пуçлăхĕ малашне те çак ĕçсене йĕркелесе пыма хушнă, çĕнĕ тĕллевсем те палăртнă. Чăваш Республикинче обществăлла инфратытăма аталантарассипе йышăннă хушу пĕтĕмпех вырăнти пуçаруллă ĕçсене тĕпе хурса пурнăçа кĕрсе пыма витĕм кӳрет. Ĕç хутне кăçал кăрлач уйăхĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев алă пусса çирĕплетнĕ. Конкурс йĕркипе килĕшӳллĕн, Чăваш Республикин республика хыснинчен муниципалитетсене субсиди мелĕпе пулăшу куçарса пама пăхса хăварнă, вĕсемпе халăх палăртнă проектсене пурнăçа кĕртеççĕ.  

Михаил Игнатьев кăçал пĕрремĕш çур çулта муниципалитетсен социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пĕтĕмлетӳ тунă чухне çак ыйтусене уйрăмах активлă пăхса тухнине асăннă.   «Хăш-пĕр районсем вуншар проект та хатĕрленĕ, çав вăхăтрах теприсем паман тенĕрен, ик-виç ĕç кăна хатĕрлесе тăратнă. Кун пек пачах та пулма юрамасть», - асăрхаттарнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев

Александр Куликов Элĕк районĕн ĕçĕпе паллаштарса хăварнă.  Вĕсен 12 ял тăрăхĕнчен 5 проект хатĕрлесе панине асăннă. «Проектсене пурнăçа кĕртме пурĕ республика хыснинчен 5 млн ытла тивĕçнĕ.  Хушма укçа 3,5 млн вырăнти хыснаран уйăрнă. Халăх та чылай укçа пуçтарнă кăтарту – 1,7 млн танлашать.  Паянхи кун тĕлне икĕ проекта пурнăçа кĕртме те ĕлкĕрнĕ.  Тата виçĕ проекчĕпе хĕрӳ ĕçсем пыраççĕ. Халăх ырлать, пирĕн ĕçпе кăмăллă.  Тата тепĕр икĕ ял тăрăхĕнче халăх пирĕн ĕçсем пулса пынине кура, хăйсем ирĕкĕпе укçа пухма шутланă. Çитес çул вĕсем те проектсене хатĕрлесе тăратасшăн», - пĕлтернĕ вăл.

Регион Пуçлăхĕ халăхпа активлăрах ĕçлеме чĕнсе каланă. «Администраци пуçлăхĕсен çынсене йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене татса пама хăйсене хутшăнтарма тăрăшмалла.  Вĕсен пуçаруллă проекчĕсем яланах тĕп вырăнта тăмалла, анчах та, конкурса халăх кăмăллакан проектсене çеç йĕркелесе памалла», - тесе хушса каланă сăмаха Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Республикăра тата ытти программăсем те анлăн пурнăçа кĕрсе пыраççĕ.  Инфратытăма вăй илтерессипе сахал мар ĕç пурнăçланнă. «Муниципалитет ертӳçисен шалти резервпа усă курма пĕлмелле.  Пурин те пĕрле килĕшсе тухăçлă ĕçе пурнăçлама вĕренмелле, çитĕнӳсем патне ăнтăлассишĕн тăрăшмалла. Халăх ырлăхĕшĕн таса чунпа, яваплăха туйса хамăра шанса панă ĕçсене пурнăçламалла», - тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  

 Фоторепортаж



31 августа 2017
17:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter