Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев ирттернĕ видеоконференци ĕçне хутшăннă

 Çурла уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев ирттернĕ видеоконференци ĕçне хутшăннă.  Ертрӳçĕсем Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи стратегилле аталанассипе тата приоритетлă проектсен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен канаш ларăвĕнче ĕç тухăçлăхне ӳстерессипе, халăха ĕçпе тивĕçтерессипе РФ регионĕсенче йышăннă программăсем епле пурнăçа кĕрсе пыни пирки тĕплĕн сӳтсе явнă.  

Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ халăха ĕçпе тивĕçтерни нумай чухне экономика çирĕп  аталаннинчен сахал мар килнине асăннă.  Ахăртнех, пирĕн çĕршыв ытти  вăйлă аталанса пыракан патшалăхсемпе танлаштарсан, ку енĕпе кăштах юлни сисĕнет тенĕ вăл хăйĕн сăмахне малалла тăснă май.  

Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем пирки те чарăнса тăнă.  Экономикăра конкуренци пулманни, технологи пайĕ хавшани, сахал мар отрасльте çакă курăнать, хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан пурнăç условийĕнче çителĕксĕр пĕлӳ шайĕ пулни те чăрмав кӳрет тенĕ РФ Правительствин Председателĕ. «Çĕршыв хăвачĕ кунран-кун ылмашăнса пырать.  Эпир ăна лайăх сисетпĕр тата ăнланатпăр. Хальхи пурнăç таппипе тӳр килсе пырас тесессĕн, кулленех вĕренмелле.  Диплом кăна пулни çителĕксĕр, тарăн пĕлӳ илессишĕн вăй хумалла», - тенĕ вăл.  Ĕçĕн тухăçлăхне çакăн пекех инвестици сахал хывни те чăрмантарать.  Саккунсен пайне çĕнетмелле, администраци барьерне пачах та пăрахăçламалла.  

Ĕçĕн тухăçлăхне ӳстерес тĕллевпе, шăпах та ятарлă проект йышăнса хăварнă пулнă.  Кунсăр пуçне регионсен шайĕнче халăха ĕçпе тивĕçтерме витĕм кӳрекен ятарлă программăсем йĕркеленме пуçланĕç. «Министерство пĕрремĕш тапхăрпа РФ 16 регионне суйласа та илнĕ.  Патшалăх йышăннă мерăсем ăçта кирлĕ пек шайра пурнăçланса пыраççĕ, вĕсене уйрăмах çак ĕçе кĕртсе хăварнă», - тенĕ Дмитрий Медведев.

Çак ĕçсемсĕр пуçне, ăçта программа йышăннă, вăл регионсен ертӳçисене, предприятисен тилхеписене тытса пыракансене Тулашэкономика банк бази çумĕнче вĕрентме, центр та хута яма палăртнă. 

Видеоканашлу вĕçленнĕ хыççăн, республика Пуçлăхĕ  Михаил Игнатьев çӳлерех асăннă ыйтупа регионта епле ĕçлесе пыни пирки ĕç тăвакан влаç органĕсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ.    Тĕплĕ калаçăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина, Чăваш Республикин ĕçпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев, Чăваш Республикин çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕ  Александр Коршунов,  Чăваш Республикин строительство министрĕ Владимир Михайлов,  Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Татьяна Рябинина хутшăннă.

Регион Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республики çӳлерех асăннă федераци программине кĕрсе юлассишĕн çине тăрса ĕçленине палăртнă.  Раççей Федерацийĕн Экономика министерствине заявка тăратнине аса илнĕ.  

Министерство малтанласах палăртнă тăрăх, 2018 çулта халăха ĕçпе тивĕçтерес тĕллевпе тата унăн тухăçлăхне ӳстерес тесе килĕшӳсем çирĕплетме палăртнă, унта пирĕн региона та кĕртесси паллă тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.   Пĕтĕмпе РФ 16 субъектне хатĕрлеме йышăннă. Вĕсенчен 6-шĕ кăçалах çак ыйтăва пурнăçа кĕртме пуçлĕ, юлашки 10 регионĕпе 2018 çулта ĕçе малалла тăсма палăртса хунă.

«Халăх тăтăшах ĕç укçи хăçан тата ӳсет тесе манран ыйтать.  Çак ыйтăва татса парас тесессĕн мĕн тумалла теççĕ вĕсем.  Хуравĕ ансат – ĕçĕн тухăçлăхне ӳстермелле.  Енчен те экономика хăвăрт аталанса вăй илсе пырсан, ун чухне ĕç укçин виçине те ӳстерме меллĕ.  Çавăнпа та регионăн палăртнă программăна кĕрсе юлассишĕн çине тăрсах тăрăшмалла», - тенĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче.

Федераци программипе килĕшӳллĕн, регион хăйĕн проектне те хатĕрлет.  Ĕçе пурнăçлама республикăри çак предприятисемпе организацисем хутшăнĕç: «Химпром» ПАО, «Перкарбонат» АО, «Хевел» ТМЯО, «Промтрактор» АУО, «ЧЭАЗ» АХО, «ВНИИР» АУО, «ЧПО им. В.И. Чапаева» АО, «Чувашторгтехника» АУО, филиал АХО Фирма «Август» «ВЗСП», «Чувашхлебопродукт» АО, «Ядринмолоко» АУО.  

Производствăра ĕç тухăçлăхне ӳстерес тĕлĕшпе предприятисене модернизацилеме тĕллев лартнă. Ытларах инвестици хывса, паянхи пурнăçпа тӳр килекен технологисене вăйлатма палăртса хунă.  Кадрсен ыйтăвĕ те кун йĕркинче. Специалистсене тарăн пĕлӳпе тивĕçтерессишĕн те сахал мар тăрăшма тивĕ.  Ĕç кунĕн тухăçлăхĕ çине те тимлĕх уйăрма манмалла мар тенĕ республика Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче.

Регион йышăннă программăра хутшăнакан предприятисене  кивçен пулăшусем пĕчĕк процентпа куçарса пама килĕшнĕ. Паллах, тӳрĕ кăмăлпа ĕçлекен предприятисемпе организацисене витĕм кӳрессишĕн тăрăшмалла, ыттисенчен пăрăнмалла. «Предприяти ертӳçисем хăйсен организацийĕсенче ĕçлекенсене «сăрă» схемăпа ĕç укçипе тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Кун пек хăтланакансем япшар пурнăçпа киленесшĕн. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курасшăн, анчах та республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанса ан пытăр тесе «ура хурса» пыраççĕ», - тенĕ республика Пуçлăхĕ. 

Халлĕхе палăртнă тăрăх, регионта 215 пин çын организацисенче килĕшӳ хучĕсемсĕр саккуна пăсса ĕçлени курăнать.

Ĕçĕн тухăçлăхне ӳстерессипе йышăнакан федераци программи ĕçлесе кайсан, предприятисенче хăш-пĕр специалистсем ĕçсĕр юлĕç. Вĕсене урăх ĕçе вырнаçтарма пĕлӳ шайне ӳстерме тивет. Кун пек йышăну тума хатĕр пулнине асăннă республика Пуçлăхĕ.

Ачасемпе çамрăксене инженер-технологи пĕлĕвне илччĕр тесе, регионта пысăк проект пурнăçа кĕрсе пырать. Шкулсенче ятарлă классем уçнă, кружоксем ĕçлеççĕ, центрсем вăй илсе пыраççĕ.

Пĕлтĕр республикăра пысăк квалификациллĕ специалистсене хатĕрлеме 0,5 млрд тенкĕ тăкакланă. Ку сахал мар укçа. Кăçал та çак ĕçе малалла тăснă, ăна валли бюджетра 300 млн пăхса хăварнă.

«Укçа-тенкĕ чылай тăкакланать.  Пĕтернине кура, усси те пулмалла.  Пысăк технологиллĕ хатĕрсемпе специалистсен туххăмрах ĕçлеме пĕлмелле», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Чăваш Республикин Ĕçпе социаллă хӳтлĕх министерствине организацисенчен тухса каякан ансат тавракурăмлă специалистсене çĕнĕрен вĕрентсе, тепĕр ĕçе вырнаçтарассишĕн çине тăрса ĕçлемеллине каланă регион Пуçлăхĕ.

Фоторепортаж



31 августа 2017
09:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter