Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕнче ĕçлекенсен анлă канашлăвне хутшăннă

 


Çурла уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕнче ĕçлекенсен анлă канашлăвне хутшăннă.  Паллă мероприятине Чăваш Республикин Правительство Çуртĕнче йĕркеленĕ.

Чи малтанах ларăва уçнă май, республика Ертӳçи Михаил Игнатьев регионти халăх медицина пулăшăвĕсен пахалăх шайĕпе 53 проценчĕ кăмăллă пулнине пĕлтернĕ. Кăтарту ырă енне улшăннине асăнса хăварнă. Çынсен пурнăçне упраса тата çăлса хăварассишĕн ырми-канми тăрăшакансене Михаил Игнатьев чĕререн тухакан тав сăмахĕсем каланă. «Сирĕн пысăк çитĕнӳсем чăннипех те хисепе тивĕç, республика шайĕнче кăна мар, федераци тытăмĕнче те ыррипе çеç палăртаççĕ», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

Республика бюджетĕнче кашни çул сывлăх сыхлавĕн пайне чи пысăк укçа-тенкĕ пăхса хăварнине палăртнă.  Калăпăр, 2017 çула 16,6 млрд тенкĕ уйăрма палăртнă.  Кăтартăва 2016 çулхипе танлаштарсан 30 процент пысăк пулни куçкĕретех. Кунсăр пуçне, нумаях пулмасть, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн кулленхи ларăвĕнче 2017 çул тата планпа пăхса хăварнă 2018/ 2019-мĕш çулсем валли йышăннă бюджетра медицина пайне хушма укçа тенкĕ уйăрнă, вăл 434 млн танлашать.  Вĕсенчен 154 млн Шупашкарта ядерлă медицина пайне аталантарма тăкакланасси паллă. 107 млн  тенкĕлĕх тĕрлĕ эмелсем туянма палăртнă, медицина пайĕн пурлăхпа техника базине çĕнетме 98 млн пăхса хăварнă.

Сăмаха май, Михаил Игнатьев çак эрнере Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин РФ сывлăх сыхлавĕн Министрĕпе Вероника Скворцовăпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттерни пирки чарăнса тăнă. Шăпах та, ун чухне медицина пайĕнчи актуаллă ыйтусене сӳтсе явнине асăннă.   Чи пысăк пĕлтерĕшлисенчен пĕри – халăха пысăк пахалăхлă медицина пулăшăвĕсемпе тивĕçтересси.  Çак ыйтăва  Чăваш Ен Правительстви те кулленех кун йĕркинче тытса пырать тенĕ вăл сăмаха тăсса. Регионти халăха пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕсемпе усă куртăр тесе сахал мар кирлĕ пек мĕнпур ĕçсене йĕркеленине палăртса хăварнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Юлашки 4 çул хушшинче ФАПсене тĕпрен çĕнетсе улăштарнă.  2 çулта пĕтĕмпе хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан 6 поликлиника уçнă.  Çитес вăхăтра «Çĕнĕ хула» микрорайонта сывлăх сыхлав учрежденийĕ хута каясси те паллă.  Шупашкар варринче çĕнĕ поликлиникăн строительство ĕçне пуçланă.

 Регион Пуçлăхĕ уйрăм муниципалитетсенче медицина пайĕнче ĕçлекенсем çителĕксĕр пулнине асăнса хăварнă. Çамрăксем яла юлччĕр тесе, тĕрлĕ программăсемпе анлă усă курма чĕнсе каланă. Социаллă пулăшусене те кулленех куçарса пымаллине асăрхаттарнă.  Çак эрнере Раççей Правительстви приоритетлă проект йышăннă. Халăха пĕрремĕш медицина пулăшăвĕпе тивĕçтермелли пирки йĕрке çирĕплетнĕ. Проекта хутшăнма кăмăл тунă сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене ырласа хăварнă. «Эпир сирĕн пуçарăвăрсене яланах витĕм кӳме тăрăшăпăр. Шанатпăр, эсир федераци шайĕнче тивĕçлипех хăвăра кăтартса парассине те.  Пирĕн яланах хальхи пурнăç таппипе тӳр килсе ĕçлемелле.  Общество та çакнах ыйтать», - тенĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче.

Раççей Президенчĕ çитес икĕ çул хушшинче мĕнпур сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене интернетпа çыхăнтарма хушнă, кун пирки те Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çирĕп асăрхаттарса хăварнă.  РФ Павительствин резерв фондĕнчен çак ыйтăва татса пама 5,46 млрд тенкĕ пăхса хăварассине асăннă. Кунсăр пуçне РФ Президенчĕ çу уйăхĕнче кăларнă указĕсем те кун йĕркинчех.

 Демографи лару-тăрăвĕ пирки те канашлу ĕçне пухăннисем анлăн сӳтсе явнă.

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов хăйĕн докладĕнче халăха медицина пулăшăвĕсемпе ытларах тивĕçтерес тĕллевпе тĕрлĕ специалистсем кулленех муниципалитетсене тухса çӳренине каланă.  

Кун йĕркинчи тепĕр пысăк ыйту шкулсенче медицина пайне аталантарасси.  Компьютерсемпе анлăн усă курнине кура, ачасен пĕчĕкрен куç пăсăлни сисĕнет тенĕ вăл доклада малалла тăснă май. Асăннă ыйтупа Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерстви «Чăваш Республикинче 2013-2020 çулсенче Сывлăх сыхлавне аталантарасси» патшалăх программине çĕнĕлĕх кĕртсе хăварма тĕллев лартнине пĕлтернĕ.

Владимир Викторов çитес 2-3 çул хушшинче  регионта кадр ыйтăвне те татса парасси пирки шантарнă. «Паянхи кун тĕлне пĕтĕмпе республикăра ФАПсенче 46 фельдшер çитмест.  Чи нумаййи вара Вăрнар районĕнче, çак муниципалитетра специалистсем пулманни куçкĕретех. «Мобильный фельдшер» çĕнĕ проект ĕçлеттерсе яма шут тытнă. Ĕçлеме кăмăл тăвакансем те пур. Транспорт ыйтăвне те татса панă», - тенĕ министр.  

Иртнĕ эрнере Çĕмĕрлере медицина центрне Пăрачкаври тĕп район больницина çыхăнтарасси пирки халăхпа пĕрле ыйтăва тĕплĕн сӳтсе явнине пĕлтернĕ калаçăва малалла тăсса. Енчен те ыйтăва вырăнтан куçарсан, çынсене пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕсемпе тивĕçтерме тата та меллĕрех пуласси куçкĕретех тенĕ министр. 

Хулари 3№-лĕ ача-пăча больницине ВТБ банк ыркăмăллăх акципе килĕшӳллĕн, УЗИ аппаратне вырнаçтарнине ырă хыпара пĕлтернĕ.  Куншăн республика Пуçлăхне тата ВТБ банк правленийĕн председательне Андрей Костина ырласа тав сăмахĕсем каланă министр. 

Ларăва пухăннисем вăраха кайнă чир-чĕрсем пирки, грипп тата ОРВИ пирки те тĕплĕн чарăнса тăнă.  Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене тишкернĕ.

Яланхиллех канашлу ĕçне пухăннисем пĕр-пĕрин паха ĕç опычĕсемпе паллашнă.  Республика Пуçлăхĕ  Михаил Игнатьев конкурс ĕçне йĕркелеме смета ĕç хучĕсене тирпейлĕ хатĕрлеме, саккунсене çирĕп пăхăнса пыма хушса хăварнă. Енчен те подрядчиксем хăйсене шанса панă ĕçсене кирлĕ пек шайра пурнăçласа пымасан, вĕсене шута илсе, урăх конкурссене кĕртме юраманнине чĕнсе каланă.  Патшалăх пурлăхĕсемпе тухăçлă усă курманнисем пирки те чарăнса тăнă. Нумаях пулмасть, Улатăр тăрăхĕнче пулнă пăтăрмах пирки  асăннă. Унта аптекăра халăха врачсен сĕнĕвĕсемсĕрех кирлĕ кирлĕ мар эмелсене сутнине каланă, йĕркене пăснине асăрхаттарнă. 

«Эпир яланах çынсен сывлăхĕ çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Сывлăх сыхлавĕ умĕнче тăракан ыйтусем пирĕншĕн те пĕлтерĕшлĕ. Вĕсене татса парас тесе эпир сахал мар ĕçлетпĕр.  Пирĕн медицина пайне япăхлатма, кăтартусене чакарма нимĕнле сăлтав та çук», - тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.   

 

Фоторепортаж



04 августа 2017
08:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter