Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мурманск облаçĕнчи «Чăваш Ен» культура обществин председателĕпе Валерий Гавриловпа унăн çумĕпе Валерий Осиповпа тата Мурманск хулин Росатомфлот представителĕпе Эдуард Васильевпа тĕлпулу ирттернĕ

 


Пуласлăхра Чăваш Республикипе Мурманск облаçĕ хушшинчи ĕçлĕ çыхăнусене анлăлатасси пирки çурла уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мурманск облаçĕнчи «Чăваш Ен» культура обществин председателĕпе Валерий Гавриловпа унăн çумĕпе Валерий Осиповпа тата Мурманск хулин Росатомфлот представителĕпе Эдуард Васильевпа  тĕплĕ сӳтсе явнă.  

Калаçăва çакăн пекех Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕçсене пурнăçлакан Инна Антонова, Чăваш Республикин культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Вячеслав Оринов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăваш наци конгрессĕн председателĕ Николай Угаслов хутшăннă.

Чи малтан Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2017 çулта пуш уйăхĕнче  хăнасене Чăваш Республикин официаллă делегацине ырă сунса кĕтсе илнишĕн ырласа тав сăмахĕсем каланă. 

Эдуард Васильев Олег Голубев вице-адмирал командующий ятĕнчен республика ертӳлĕхне çамрăксене патриотла воспитани парас ĕçе пысăк тимлĕх уйăрнăшăн, Чăваш Ен ывăлĕсем хăйсене Çурçĕр флотĕнче тивĕçлипех кăтартса панине асăнса хăварнă.  Ледокол строительствинче Чăваш Ен предприятийĕсемпе организацийĕсенче калăпланса тухакан пысăк технологиллĕ электротехника таварĕсемпе анлăн усă курнине пĕлтернĕ.  Таварсен пахалăх шайĕ хăватлă, хакĕ те юрăхлă  тесе каланă сумлă хăна. 

Николай Угаслов хăйĕн сăмахĕнче çак икĕ регион хушшинче экономика пайĕнче кăна мар, культура таврашĕнче те тахçантанпах тĕвĕленнĕ çыхăнусем активлă сарăлса пынине палăртнă.  Мурманск облаçĕнче Чăваш Ен культури çав тери паха аталанса пырать тенĕ вăл сăмаха тăсса.  Çĕршыври ытти регионсенче кун пек ырă ĕç ниçта та вăй илсе пыаннине каланă, субъектсемшĕн тĕслĕх тенĕ.

Тĕлпулăва пухăннисем актуаллă ыйтусене пăхса тухнă, кашнинпех тивĕçлĕ мерăсем йышăнса хăварнă.   



04 августа 2017
09:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter