Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Сĕнтĕрвăрри районĕнче ĕçлĕ визитпа пулнă

 


Çурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Сĕнтĕрвăрри районĕнче ĕçлĕ визитпа пулнă. Ертӳçĕсем муниципалитетăн 2017 çулхи пĕрремĕш çур çулти ĕç кăтартăвĕсене пăхса тухнă, çитес тапхăр валли приоритетлă тĕллевсене палăртнă.

Районта канашлу ĕçне уçнă май,  регион Ертӳçи республикăн тĕп çул-йĕрĕсем пирки каласа кăтартнă, регионăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ çинчен чарăнса тăнă.  Тракторсем тăвакан завод шăпи ахăртнех çăмăлах мар пулин те, республикăн 2017 çулхи промышленноç производствин индексĕ 103 процента çити хăпарнă.

Регионта электротехника кластерĕ, хими промышленноçĕ ӳсĕмсемпе палăрать. АККОНД фабрика, «Чувашторгтехника» предприяти  ăнăçлă аталанни куçкĕретех.  «Санкци пирĕн çирĕплĕхе тĕрĕслет.  Эпир çĕнĕ вăй-халпа малалла ăнтăлса пыратпăр, ӳсĕм хыççăн ӳсĕмпе палăратпăр, йывăрлăхсене парăнтаратпăр», - тенĕ Михаил Игнатьев

Çутçанталăк лăпкă тăманнине кура,  ял хуçалăх пайĕнче хăш-пĕр йывăрлăхсем сиксе тухнă.  Утă уйăхĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа республикăра чрезвычайлă лару-тăру пирки режим кĕртнĕ. «Çакă çухатусене саплаштарса пыма витĕм кӳрĕ», - тенĕ регион Пуçлăхĕ.    

Ку хутĕнче Михаил Игнатьев вак тата вăтам предпринимательлĕх пайне патшалăх тивĕçтерекен пулăшусем пирки те чарăнса тăнă. Республикăра ĕçлекен строительсене патшалăх заказсемпе туллин тивĕçтернине асăнса хăварнă. Калăпăр, çулсене тирпейлесе сарма 2017 çулта 5,3 млрд тенкĕ пăхса хăварнă, вĕсенчен 730 млн муниципалитетсенчи объектсене тирпейлеме куçĕ.

Бюджетăн иккĕмĕш вулавĕнче сывлăх сыхлавне, вĕренӳ пайне, культура тытăмне хушма укçа-тенкĕ уйăрса хăварнă. 2017 çулта республикăра пурăнакансен вăтам ĕç укçин шайĕ 24,5 пин тенкĕне çитнĕ. Халăх валли пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕсем хатĕрленеççĕ, çакă та çынсене республикăра ĕçлесе пурăнма хавхалантарса тăрать. Çамрăксем питĕ кăмăллă регионти пурнăç условийĕсемпе. Вĕсене валли ĕç вырăнĕ çителĕклĕ.

Паян Михаил Игнатьев районăн энергоресурссемпе  усă курнăшăн пухăнса кайнă 20 млн парăм пирки чарăнса тăнă. 

«Çитĕнӳсем те, çав вăхăтрах йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем те пур.  Муниципалитетăн потенциал пысăк, 2017 çула пысăк кăтартусемпе вĕçлессишĕн çине тăрса ĕçлемелле», - тесе чĕнсе каланă Михаил Игнатьев район ĕçченĕсене.

Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхĕ Анатолий Мясников районăн çитĕнĕвĕсемпе паллаштарнă.  2017 çулăн утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Сĕнтĕрвăрри районĕн пĕрлештернĕ бюджечĕн тупăш пайĕ 192,6 млн пухăннă, налук тӳлекенсен йышĕ ӳснине палăртнă вырăнти  ертӳçĕ, кăтарту 7,7 процент пысăк тесе асăннă.  

Бюджетăн тăкак пайĕ 194,8 млн танлашать. «Пĕлтĕр пире районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пĕтĕмлетӳ тунă чухне конкурссене кирлĕ пек шайра ирттерменнине асăрхаттарса хăварнăччĕ.  Чăннипех те, ун чухне килĕшрĕмĕр. Кăçал кăтарту ырă енне улшăнчĕ – 49,1 процентпа танлашать. (2016 çулта – 27,2 процент çеç пулнă).     Эпир бюджет укçипе тухăçлă усă курмаллине лайăх ăнланатпăр», - тенĕ район администрацийĕн ертӳçи.

Канашлăва пухăннисене инвестици проекчĕсемпе тĕплĕн паллаштарнă, вĕсем пурнăçа епле кĕрсе пыни çинчен каласа кăтартнă.  Муниципалитетра «Марпосадкабель» АО, «Марпосадский маслозавод» ТМЯО, «Вител» ТМЯО, «Смак-Агро» ТМЯО ăнăçлă ĕçленине асăннă.   

Экономикăн тĕп çăлкуçĕ ял хуçалăх пайĕ шутланать. Районта ял хуçалăх таварĕсен калăпăшĕ 106 процента çитнĕ. Мăйракаллă шултра выльăх шучĕ 18,5 процент хăпарни те куçкĕретех.  Районта сĕт сăвăмĕ пĕлтĕрхинчен чылай нумай.  Муниципалитетра ĕç укçин шайĕ, çурт-йĕрсем хута янин кăтартăвĕ ырă енне улшăнса пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар. 

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Анатолий Мясников республика Правительствине муниципалитета аталанса пыма витĕм кӳншĕн ырласа тав сăмахĕсем каланă. Малашне те ӳсĕмсемпе ĕçлеме шантарнă вырăнти пуçлăх.  Ку хутĕнче ертӳçĕсем çĕрпе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă тивĕçлĕ мерăсем йышăнса хăварнă.  Яваплăха туйса ĕçлемен арендаторсемпе  йышăннă ĕç хучĕсене пăрахăçлама чĕнсе каланă республика Пуçлăхĕ.  Муниципалитетри  ял хуçалăх валли уйăрнă усă курăнман çĕр лаптăкĕсене пусă çаврăнăшне кĕртмелли пирки калаçнă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина бюджетпа çыхăннă ыйтусем тавра сăмахланă.  Бюджета иккĕмĕш хут пăхса тухнă чухне района тивĕçтермелли пулăшăвăн виçине 22 процент ӳстерме май килнине, вăл 62 млн пулнине каланă.  Ăна кура бюджетăн тăкак пайĕ те ӳссе пырассине асăнса хăварнă.

Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев хăйĕн докладĕнче туризм ыйтăвне хускатнă, енчен те вăл лайăх аталансан, бюджета сахал мар тупăш парассине палăртнă. 

Сĕнтĕрвăрри çав тери илемлĕ. Юханшыв урлă иртсе çӳрекен теплоходсем сахал мар  муниципалитета витĕм кӳнине асăннă.  Кăçал çулталăк пуçланнăранпа 21 туркомпани килсе çитнине пĕлтернĕ. Планпа килĕшӳллĕн 2017 çулта 38 мероприяти палăртнă. Бизнес-проектсем хатĕрлеме чĕнсе каланă вырăнти предпринимательсене министр, районта хăна çӳрчĕ питĕ кирлине асăннă. Çак ыйтупа предпринимательсем ĕçлесен аван пулнă пулĕччĕ тесе сăмаха малалла тăснă вăл.  Константин Яковлев Культура çурчĕсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелессипе йышăннă программăсемпе паллаштарнă. 

Яланхиллех ларăва пухăннисем демографи лару-тăрăвĕ çинчен сăмахланă. Сывлăх сыхлавĕн пайĕнче специалистсем çителĕксĕр пулнине палăртнă, васкавлă медицина  пулăшăвне памалли йĕркесем пирки те чарăнса тăнă.  

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Елена Николаева тата Николай Курчаткин монохула ыйтăвĕсемпе ытларах калаçнă, çак ĕçе вырăнти депутатсен, халăхăн активлă хутшăнмаллине чĕнсе каланă.  

Канашлу ĕçне пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра бизнеса аталанса пыма çав тери меллĕ пулнине палăртнă. Условисем те çителĕклĕ тесе асăннă. Наци рейтингĕнче инвестици илĕртӳлĕхĕн ĕç кăтартăвĕпе РФ 85 субъекчĕ хушшинче Чăваш Республики хисеплĕ 2-мĕш вырăна тухнине пĕлтернĕ.  Кун пирки ырă хыпара РФ Президенчĕ Владимир Путин Петербургра иртнĕ  тĕрлĕ халăхсен форумĕнче палăртнине асăннă. 

Паян чи пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен пĕри – демографи лару-тăрăвне ырă енне улăштарса пырасси. Çамрăксене тăван тавралăха, атте-аннене, тус-юлташсене,Тăван çĕршыва  юратма вĕренмеллине чĕнсе каланă Михаил Игнатьев. Ун чухне çĕршывра килĕшӳлĕх хуçаланасси куçкĕретех пулĕ тенĕ.     Республика Пуçлăхĕ муниципалитетра тăрăшакансене малашне те тухăçлă ĕçлесе пырса çитĕнӳсемпе палăрма сĕннĕ хăйĕн сăмахне пĕтĕмлетнĕ май.  

Фоторепортаж



04 августа 2017
17:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter