Михаил Игнатьев Чăваш Енри предпринимательсен прависене хӳтĕлекен Уполномоченнăй пулма Александр Рыбакова суйласа лартни çинчен Указа алă пусса çирĕплетнĕ

 


Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  Чăваш Енри предпринимательсен прависене хӳтĕлекен Уполномоченнăйне суйласа лартни çинчен Указа çурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче алă пусса çирĕплетнĕ.

 Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче Александр Рыбаковăн кандидатурине регионти предпринимательлĕх тытăмĕнче вăй хуракансем, Чăваш Республикин экономика министерстви тата Чăваш Енри суту-илӳпе промышленноç палатинче тăрăшакансем анлăн сӳтсе явса сĕнӳ тăратнине  палăртнă. 

Çурла уйăхĕн 3-мĕшĕнче РФ предпринимательсен прависене хӳтĕлекен Уполномоченнăй Борис Титов  çак кандидатурăпа килĕшни пирки алă пуснине пĕлтернĕ. 

Сăмаха май, Михаил Игнатьев çĕнĕрен суйланнă Уполномоченнăйĕн тĕп ыйтăвĕсем пирки чарăнса тăнă, вĕсене татса парассипе çине тăрса ĕçлеме чĕнсе каланă.

«Бизнеса аталантарса пыма чаракан фактсене тупса палăртма сĕнет пире Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин. Сирĕн çак ыйтусене татса пама кирлĕ пек ăс-хакăл та пур.  Эсир вак тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарма витĕм кӳрекен Центр ертӳçи пулса ĕçленĕ. Экономикăри мĕнпур ыйтусене пĕлсе тăратăр,  çак асăннă тытăмра йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене ăнланатăр. Шанатăп, Сирĕн пысăк тавракурăмлăхăр предпринимательсен пуçарăвĕсене пурнăçа кĕртсе пыма витĕм кӳрессине те. Регионта кулленех предприятисемпе организацисем вăй илсе пырассине те ĕненетпĕр.  Сирĕн ума лартнă тĕллевсене эсир пурнăçласса эпир шанатпăр», - тенĕ Михаил Игнатьев, Александр Рыбакова кăтартуллă, тухăçлă ĕçлеме сĕннĕ.

Александр Рыбаков хăйне çак должноçре ĕçлеме шаннишĕн Михаил Игнатьева тав сăмахĕсем каланă.  Пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăçлă ĕçлеме яланах хатĕр пулнине çирĕплетнĕ, Чăваш Енри предпринимательсен прависене май килнĕ таран саккуна пăхăнса хӳтĕлеме шантарнă.

Фоторепортаж



04 августа 2017
11:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter