Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкарти çыран хĕррине реконструкцилемелли проекта халăхпа пĕрле пăхса тухма палăртнă

 Çурла уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен Чăваш Енри уйрăмĕсен ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ. Чи малтан канашлăва пуçличчен вăл Чăваш Республикинчи предпринимательсен прависене хӳтĕлекен Уполномоченнăй пулма Александр Рыбакова суйласа лартни пирки хыпара пĕлтернĕ. «Шанатпăр, эсир хăвăра шанса панă ĕçе яваплăха туйса пурнăçлассине тата предпринимательсен прависене саккуна пăхăнса хӳтĕлесе пырассине те ĕненетпĕр. Тухăçлă ĕçлесе çитĕнӳсем тума сĕнетпĕр.  Чăваш Республикинче пурăнакансен ырлăхĕшĕн таса чунпа тăрăшассине шансах тăратпăр», - тенĕ вăл хăйĕн сăмахĕнче.

Çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене аталантарас ыйтупа Кировра ĕçлĕ канашлу ирттернине аса илнĕ регион Пуçлăхĕ. Ун чухне ертӳçĕсем хула пурнăçне лайăхлатас, çынсен пуçаруллă ыйтăвĕсене пурнăçа кĕртессине çивĕч пăхса тухнине палăртнă.  

Чăваш Ен Пуçлăхĕ çитес Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕнче  халăхăн сĕнĕвĕсене шута илсе, пуçаруллă проектсене вырăнти хăй тытăмлăх территорийĕсенче пурнăçа кĕртесси пирки тĕплĕн сӳтсе явмаллине каланă.

Юнашар регионсенче тавралăха тирпей-илем кӳртме халăх хăй ирĕкĕпе укçа-тенкĕ хывса пынине палăртнă.  Калăпăр, Тутарстан Республикинче 4 çул хушшинче çынсем 582 млн тенкĕ пуçтарнă хăйсен ирĕкĕпе. Вăтамран çулталăкне вĕсем 200-600 тенкĕ пуçтараççĕ.  Çак виçесене те çынсем хăйсемех килĕшсе йышăнса хăвараççĕ.  Пухăннă укçан виçи 83,5 процентпа танлашать.  Тавралăха тирпей-илем кӳртме çак хушма укçана тăкаклама палăртаççĕ.

«Чăваш халăхĕн те ырă йăла пур, ăна «ниме» теççĕ.  Анчах та эпир юнашар регионсенчи пек укçа-тенкĕ пухсах каймастпăр. Час-часах юнашар регионсене тухса çӳремелле, вĕсен паха ĕç опычĕсене хамăр субъектра усă курма тăрăшмалла», - тенĕ Михаил Игнатьев.

РФ строительство Министрĕ Михаил Мень  пĕррехинче ĕçлĕ канашлура Чăваш Республикинчи пĕр хула пирки асăнса хăварнă, ырă мар ĕç пирки пурне те пĕлтернĕ. «Халăх сĕнĕвне пăрахăçласа, çыран хĕррине гранитпа сарнă.  Çак вырăнта маларах рак хуранĕ евĕр илемлĕ сцена пулнă. Халĕ ăна пăснă,  ун вырăнне гранитпа хурса тухнă.  Кун пек пăтăрмахсем тума юрамасть, çынсен сĕнĕвĕсем тĕп вырăнта яланах пулмалла», - тесе асăрхаттарнă Михаил Игнатьев.

Ыйтăва уçăмлатнă хыççăн, калаçу Çĕнĕ Шупашкар хули пирки пынине палăртнă.  Муниципалитет ертӳçи Ольга Чепрасова çитменлĕхе çакăн пек ăнлантарса панă: «Çыран хĕррине илем кӳртессипе проект чăнласах та пур.  Унăн хакĕ 55 млн кайса ларнă. Аукцион ирттермен.  Нимĕнле ĕç те тума тытăнман.  Пĕррехинче РФ строительство Министрĕн çумĕ Андрей Чибис килнĕ чухне, халăх çыран хĕрринчен тăвайкки çинчен анмалли пек айлăм тума сĕнӳ тăратнăччĕ, сценăна тĕпрен çĕнетме ыйтнăччĕ. Сценăна эпир хамăр бюджет укçипе тирпей-илем кӳртме шутларăмăр.  Кун пирки хыпара Чăваш Республикин Строительство министерствине те илсе çитернĕ», - тенĕ вăл.

 Çапах та, çыранăн хĕррине гранитпа тăвасси пирки нимĕнле калаçу та пулман.    Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян Çĕнĕ Шупашкара çитсе килме план тăвать.  Вырăнти халăхпа тĕл пулса калаçма, вĕсен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлме тĕллев лартать.   



07 августа 2017
14:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter