Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «ТУС» строительство компанийĕ 25 çул тултарнине халалласа ирттернĕ торжествăлла мероприятине хутшăннă

 


 Çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «ТУС» строительство компанийĕ 25 çул тултарнине халалласа ирттернĕ торжествăлла мероприятине хутшăннă. Паллă пулăма Чăваш Патшалăх оперăпа балет театрĕнче йĕркеленĕ. 

«ТУС» организацийĕн генеральнăй директорĕ Николай Угаслов хăйĕн сăмахĕнче пухăннисене саламланă май, строительство компанийĕн истори пирки каласа кăтартнă.  Вĕсен организацийĕ халăх валли çурт-йĕр хăпартассипе тимленине асăннă. Кунсăр пуçне предприяти социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсемпе те анлăн ĕçленине каланă. Республикăра вĕсем храмсем, шкулсем, ача сачĕсем тата ыти объектсем те сахал мар çĕклесе лартнă.  «КЕТРА» завод пур, вĕсем хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан кирпĕчсем калăплассипе тăрăшаççĕ.  «Пирĕн тĕп пуянлăх – ĕçлеме юратакан ушкăн. Юлашки çичĕ çул хушшинче ĕçлекенсен йышĕ чылай ӳснĕ, паянхи куна илес пулсан пин çын тăрăшать организацире», - палăртнă Николай Угаслов. «Эпир сахал мар ĕç пурнăçланă! Малалла ăнтăлмалла, çĕнĕ проектсемпе ĕçлемелле, технологисене те ӳстерсе пымалла!», - тесе каланă «ТУС» генеральнăй директорĕ.   

Пухăннă халăха Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ăшшăн саламланă, ветерансене уйрăммăн ырласа тав сăмахĕсем каланă. «25 çул хушшинче предприяти Раççейри чи ăнăçлă ĕçлесе пыракан 200 пысăк организацисем шутне кĕчĕ.  Чи пахи – ĕçлекенсем хăйсен профессине юратни, яваплăха туйни, пĕр-пĕринпе килĕшсе туслă ĕçлени. Сирĕнтен шăпах та, республика илемлĕхĕ мĕнле пуласси килет», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Паян халăх хăтлă хваттер кăна туянмасть, тавралăх та тирпей-илемпе ешернине пăхать.  Регионти Университетский микрорайона «ТУС» йĕркелесе хута янă. Раççей Правительстви ипотека кредичĕсене илме çăмăллăхсем тата та палăртасса асăннă Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче. Енчен те ыйту пурнăçлансан, строительство пайĕ валли те меллĕ пулĕ, хваттерсене çынсем хапăл тусах туянма пултарасси те паллă.  «Эпĕ сирĕн ĕçлеме пултаракан ушкăншăн чĕререн савăнатăп.  «ТУС» команди яланах ĕçлетĕр, пысăк ăсталăхсемпе палăртăр, çитĕнӳсем туса малалла ăнтăлтăр!», - тенĕ вăл. 

Яланхиллех ĕçре хастарлăхпа палăрнисене, пысăк çитĕнӳсем тунисене наградăсем парса хавхалантарнă. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строитель ята «ТУС» АО ĕçченĕсем: Петр Култаков тата Михаил Елизаров тивĕçнĕ. 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвĕпе алла çыхмали сехете организацийĕн тĕп бухгалтерне Елена Васильевăна тата директор ĕçĕсене пурнăçлакан Юрий Семенова парса чысланă. Асăнса хăвармалла,  «ТУС» халăхсен хушшинчи строительство олимпĕн  XII-мĕш конкурсĕнче чи ăста предприяти ята çĕнсе илнĕ. 

Çак кун организацине Чăваш Республикин строительство министрĕ Владимир Михайлов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Альбина Егорова, Шупашкар хула пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Николай Владимиров саламланă. 

Фоторепортаж



07 августа 2017
08:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter