Çулталăк пуçланнăрапа ĕç укçипе парăм 194,4 млн тенкĕлĕх чакнă

Çак ыйтăва, паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăра тĕплĕн сӳтсе явнă.

Чăваш Республикин ĕçпе социаллă хӳтлĕх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Лариса Арсентьева хăйĕн докладĕнче çурла уйăхĕн 4-мĕшĕ тĕлне регионта 20 организацийĕн 99,3 млн тенкĕлĕх ĕç укçин парăмĕ пухăнса кайнине палăртнă. Кăçал çулталăк пуçланăранпа парăм виçи пĕтĕм кăтартуран 194,4 млн тенкĕ чакнине пĕлтернĕ.  Парăм чи нумай пур предприятисене аса илсе хăварнă.  «Чебоксарская  типография   №1» ТМЯО 2017 çулта утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне – 15,3 млн пухăннă,  180 çын паянхи куна ĕç укçине туллин илменни куçкĕретех.  «Предприятинче уçă конкурс ĕçĕ пырать. Хальхи вăхăтра организацийĕн конкурс  управляющийĕ Авдеев Сергей Викторович.  Типографи пурлăхне пĕтĕмпех сутса ярсан, ĕç укçин парăмне саплаштарĕ», - тенĕ министр тивĕçĕсене пурнăçлакан Лариса Арсентьева.  Парăм предприятийĕн харпăр хăй тупăшĕ çителĕксĕр пулнине кура пуçтарăнса кайнă. 7 предприяти регионта панкрута тухнă. «Чувашавтодор» АУО парăм чылай,  830 çынна пĕтĕмпе 52 млн парса татманни сисĕнет. «Çынсем таса чунпа ĕçленĕ.  Вĕсен çемьисем паянхи куна укçасăр лараççĕ.  Комплекслă анализ тăвăр.  Конкурс управляющийĕсен ĕç хучĕсене çирĕп пăхса тухăр. Парăма хăçан татасси пирки те ĕç графикне тĕрĕслĕр», - тесе çирĕп ыйтнă Чăваш Республикин Ĕçпе социаллă хӳтлĕх министерствинчен. Патшалăх тата муниципалитет предприятийĕсем пĕри – Йĕпреç районĕнчи «Водоканал» МУП тата тепри «Чувашавтотранс» ЧР ГУП.

Йĕпреç районĕнчи «Водоканал» МУП 47 ĕçлекене 801 пин тенкĕ ĕç укçипе парăма кĕнĕ.  Çулталăк пуçланнăранпа 1,82 млн саплаштарнă.

«Чувашавтотранс» ЧР ГУП 907 ĕçчене пĕтĕмпе 9,9 млн тенкĕлĕх парăма кĕнĕ. Чăваш Республикин çул-йĕр тата транспорт хуçалăхĕн министрĕ Владимир Иванов хăйĕн сăмахĕнче предприятийĕн парăмĕ  утă уйăхĕнче пухăнса кайнине каланă, ыйтăва эрне хушшинче татса парасси пирки шантарнă.  Паянхи куна предприяти тупăшĕчен кашни кун 500 пин тенкĕ шалу укçин парăмне саплаштарма куçарса панине пĕлтернĕ министр.  Кунсăр пуçне предприятийĕн тăкак пайне оптимизацилеме тĕллев лартнине те палăртнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çак ыйтусене çивĕч тĕрĕслевре тытма хушнă.

Чăваш Енри ĕçлев  Патшалăх инспекцийĕн ертӳçин тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Раиса Павлова  хăйĕн сăмахĕнче ĕç укçин парăмне тĕрĕслеме кăçал 7 уйăх хушшинче 130 мероприяти йĕркеленине асăннă. Йĕрке пăсакансене явап тыттарнине, çынсене пурĕ 385 млн тенкĕ пĕтĕмпе куçарса пама ĕç хучĕсене йышăнтарнине пĕлтернĕ. Чăваш Республикинчи УФНС ертӳçи Марина Петрова налуксем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă.  «Регионта НДФЛ 675 млн тенкĕ пуçтарса çитермен», - тенĕ вăл.  

Канашлу ĕçне пĕтĕмлетнĕ май, Михаил Игнатьев Правительство шайĕнче ыйтăва кулленех çирĕп тĕрĕслеве илмеллине асăрхаттарнă. Муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче те çак ыйтупа çивĕч ĕçлеме хушса хăварнă Михаил Игнатьев.  «Яланах пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлемелле.  Енчен те парăмсем пур пулсан, çук теме юрамасть. Кăтартăва пĕчĕклетсе калама никамăн та ирĕк çук. Енчен те предприятисемпе организацисен ертӳçисем йĕрке пăсаççĕ пулсан, вĕсене явап тыттармалла. Пурин те саккуна çирĕп пăхăнса хăйсене шанса панă ĕçе пурнăçламалла», - асăрхаттарнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.



07 августа 2017
15:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter