Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусенчен пĕри – патшалăх тата муниципалитет туянăвĕсем, 2017 çулта пĕрремĕш çур çулта контрактсене епле пурнăçлани пирки

Çурла уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен Чăваш Енри управленисен пуçлăхĕсемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусенчен пĕри – патшалăх тата муниципалитет туянăвĕсем, 2017 çулта пĕрремĕш çур çулта контрактсене епле пурнăçлани пирки тĕплĕн сӳтсе явнă.   

Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕçĕсене  пурнăçлакан Инна Антонова  кăçал пĕрремĕш çур çулта Чăваш Республики пурĕ патшалăх валли 11,2 млрд тенкĕлĕх туяну тунине палăртнă, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, 3,3 млрд тенкĕ ытларах пулнине асăннă. Вăл шутран  патшалăх туянăвĕсем – 4,9 млрд пулнă, муниципалитетсен – 6,3 млрд тенкĕлĕх.  Бюджет тухăçлăхĕн кăтартăвĕ 828,8 млн танлашнă.

Инна Антонова хăйĕн докладĕнче предпринимательсем активлă пулнине,  пĕр  конкурса 3-шер организаци хутшăннине палăртнă.

Коммерциллĕ мар организацисене, енчен те вĕсем социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсемпе ĕçлеççĕ пулсан, патшалăх пулăшăвне тивĕçтернине асăннă, вак предпринимательсене те чылай витĕм кӳнине каланă.  Пурĕ вĕсен  туянăвĕсен калăпăшĕ1,5 млрд тенкĕпе танлашнă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев патшалăх тата муниципалитет туянăвĕсен калăпăшĕ хăпарнине кура,  бюджет тухăçлăхĕ ӳснине каланă.  Чăваш Республикин Экономика министерствине,   енчен те подрядчиксем хăйсене шанса панă ĕçсене тӳрĕ кăмăлпа пурнăçламасан, вĕсене ятарлă списока кĕртсе хăварма хушнă, ытти конкурссене хутшăнма ирĕк пама юраманнине асăрхаттарнă.

 «34,5 млн çав тери пысăк укçа, бюджета каялла тавăрса памалла», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Контрактсемпе суда исксем тăратмалла, йĕрке пăсакан подрядчиксемпе хула ертӳлĕхĕн контрактсен йĕркисене пăрахăçламалла, нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелессипе пурнăçланă объектсенче, проектпа смета ĕç хучĕсене йышăннă чухне те питĕ асăрхануллă пулмалла. Йĕрке пăсакансене явап тыттарассишĕн çине тăрса ĕçлемелле хула ертӳлĕхĕн.   «Шупашкар хулин социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвне пăхса тухнă чухне кашни çул тенĕ пекех çак ыйтупа çителĕксĕр ĕçленине палăртнă.  Кирлĕ пек мерăсем йышăнăр! Енчен те ыйту вырăнтан хускалмасан, коррупципе çыхăннă теме те пулать», - асăрхаттарнă хула ертӳлĕхне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.   

Ку хутĕнче канашлăва пухăннисем социаллă пулăшусемпе тивĕçтерме Чăваш Енре патшалăхăн Пĕрлĕхлĕ информаци тытăмне пурнăçа кĕртесси пирки сӳтсе явнă. Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева хăйĕн сăмахĕнче, енчен те ЕГИССО пурнăçа кĕрсен, граждансене тĕллевлĕн социаллă пулăшусемпе тивĕçтерес ĕçе çăмăллăх кӳнине палăртнă, бюджет укçи-тенкипе  тухăçлă тăкакланма май панине асăннă.  



07 августа 2017
17:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter