Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Прокуратурине 95 çул çитнине халалласа ирттернĕ мероприятине хутшăннă

Çурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Прокуратурине 95 çул çитнине халалласа ирттернĕ мероприятине хутшăннă.

Паллă пулăма Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн Председателĕн çумĕ Николай Федоров, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Альбина Егорова, право сыхлавĕн органĕсенче ĕçлекен ертӳçĕсем, Судра ĕçлекенсем, Чăваш Республикинчи ачасен прависене хӳтĕлекен Уполномоченнăй Елена Сапаркина, прокуратура ĕçĕнче тăрăшса тава тивĕçлĕ канăва тухнисем пухăннă.   

Республикăри тĕп тĕрĕслев ведомствин ĕçченĕсене çак паллă пулăмпа Михаил Игнатьев саламланă, тухăçлă ĕçленĕшĕн тав тунă, ӳлĕмрен те пысăк çитĕнӳсемпе палăрма чĕнсе каланă.  Çак кун пухăннă ветерансене уйрăммăн палăртса хăварнă республика Ертӳçи, вĕсене çитĕнекен ăрăва пысăк ăсталăха вĕренсе хăварнăшăн тав тунă. «Прокуратурăра тăрăшакансем яланах саккуна пăхăнса яваплăха туйса, таса чунпа ĕçлеççĕ», - тенĕ регион Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Эсир йĕрке пăсакансемпе тата коррупципе ăнăçлă кĕрешетĕр. Служба тивĕçĕсене яваплăха туйса пурнăçласа пынăран регионта общество-политика тăнăçлăхĕ упранать, çынсем патшалăх влаç органĕсен ĕçне пысăка хуни куçкĕретех.  Прокуратура ĕçченĕсем малашне те граждансен социаллă прависемпе экономика ирĕклĕхне тата патшалăх интересĕсене тивĕçлĕ хӳтĕлессине шансах тăратпăр тенĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахне пĕтĕмлетнĕ май.

Çак паллă пулăм ячĕпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ, Василий Пословскийне республика прокурорне, алла çыхмалли сехете парса чысланă.  Пысăк çитĕнӳсемпе палăрнисене яланхиллех наградăсемпе хавхалантарнă. Хисепе тивĕçнисем: Наталий Агалакова, Анатолий Иванов,  Светлана Коновалова,  Виктор Волгарев.

РФ Федераци Канашĕн Председателĕн çумĕ Николай Федоров хăйĕн сăмахĕнче Раççей саккунĕсене йĕркелесе пырас ĕçре тĕрĕслев органĕсемпе РФ Федераци Канашĕ тачă çыхăнса тухăçлă ĕçлесе пынине асăнса хăварнă.

Чăваш Республикин прокурорĕ Василий Пословский мероприятине пухăннисене тав тунă, пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлесе пынине асăннă. «Пирĕн ведомствăра чăн-чăн профессионалсем ĕçленишĕн мăнаçланатăп.  Шăпах та,  Чăваш Республикинче саккун кăларас тата ĕç тăвакан влаç органĕсем саккунлăха – патшалăхăн тĕп принципĕсенчен пĕрне тивĕçтерес енĕпе прокуратура органĕсемпе тухăçлăн çыхăнса ĕçлеççĕ.  Нормăсене йĕркелесе çирĕплетес ĕçре те, регион аталанăвĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ шутланакан ыйтусене татса парас енĕпе тачă çыхăнура», - тенĕ прокурор.

Василий Пословский кăçал  вĕсен служби пĕрремĕш çур çулта 19 пин ыйту пăхса тухнине пĕлтернĕ.  «Сахал мар пулăшу кӳнĕ граждансене», - палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май, малашне те пысăк çитĕнӳсемпе ĕçлеме чĕнсе каланă.

Çак кун мероприятине пухăннисене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Альбина Егорова, РФ Следстви комитечĕн Чăаш Енри Управленийĕн ертӳçи Александр Мигушов, Чăваш Республикин шалти ĕçсен министрĕ Сергей Неяскин саламланă.  Чăваш Республикин прокуратура органĕн Ветерансен канашĕн Председателĕ Геннадий Львов,  хăй вăхăтĕнче Шупашкарти Мускав районĕн прокурорĕ пулса ĕçленĕ Анатолий Игнатьев саламланă.  

Фоторепортаж



07 августа 2017
09:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter