Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Çĕнĕ Шупашкарта пулнă, муниципалитетри Атăлăн çыран хĕррине тĕпрен çĕнетсе улăштарассипе йышăннă проект ĕçне курса хакланă, вырăнта пурăнакансен шухăш-кăмăлĕпе кăсăкланнă

 


Çурла уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Çĕнĕ Шупашкарта пулнă, муниципалитетри Атăлăн çыран хĕррине тĕпрен çĕнетсе улăштарассипе йышăннă проект ĕçне курса хакланă, вырăнта пурăнакансен шухăш-кăмăлĕпе кăсăкланнă. Республика Пуçлăхĕпе пĕрле çулçӳревре  Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ – Çĕнĕ Шупашкар хулинче вăлах Пĕрлехи информаци ушкăнĕн ертӳçи шутланать, Владимир Викторов, Чăваш Республикин строительство министрĕ Владимир Михайлов, Çĕнĕ Шупашкар хула ертӳçи Олег Матвеев, хула администрацийĕн пуçлăхĕ Ольга Чепрасова пулнă.  

Хула пурнăçне тата унăн сăн-сăпатне хăтлăлатас тĕллевпе йышăннă приоритетлă проектпа килĕшӳллĕн, муниципалитетра аслă çыран хĕррине тĕпрен юсама тĕллев лартнă.  Проекта пурнăçа кĕртме 14,9 млн тенкĕ пăхса хăварнă.     Пуласлăхра çыран хĕрринче тата та ытти объектсем хута яма палăртса хунă. Проектпа смета ĕç хутне хальхи вăхăтра экспертиза кăлараççĕ. Пĕтĕмлетӳ хаклавне хальлĕхе илмен-ха.  «2016 çулта çыран хĕррине гранитран  символ пек  пĕр чул лартса хăварнă.  Çакă малашне тавралăха тирпей-илем кĕртме палăртни пирки ăнлантарнă. Хакĕ те унăн 10 пине кайса ларнă.  Пулăшăва спонсорсем панă. Муниципалитетран укçа пачах та куçарман.  Гранитран ĕçе пурнăçласси пирки нимĕнле ĕç-пуç та пуçарман, эпир питĕ лайăх ăнланатпăр, кун пек йышăну туса хăварсан, питĕ хакла кайса ларассине», - тесе каласа панă Ольга Чепрасова.   

Михаил Игнатьев пĕр килнĕ пек чухне тавралăхри тирпей-илем пирки те сăмах пуçарнă.  Вырăнти ертӳлĕх çак асăннă ыйту çине тимлĕх уйăрманнишĕн  Михаил Игнатьев пăшăрханса критиклесе хăварнă, çав тери таса мар тесе ятланă.  Атăл çыран хĕрринче çум-курăк ешерет, çӳп-çап куписем туллиех, çынсене шыва кĕмелли вырăнта та тирпейлĕх хуçаланманни куçкĕретех пулнă.  Ачасем аслисемсĕрех шыв хĕрринче çӳренине курсан, пурте тĕлĕнсе кайнă, кун пек юраманнине асăрхаттарнă.  Аслисемпе профилактика ĕçне ирттерме хушса хăварнă вырăнти ятарлă службăсене.  Çитес эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăра Ольга Чепрасовăна тавралăха тирпей-илем кӳртессипе йĕркелесе ирттернĕ ĕçсем çинчен пĕлтерме хушса хăварнă.  Çыран хĕрринче уçă сцена «рак хуранĕ» евĕр нихăçан та пулманнине пĕлтернĕ  вырăнти ватă çынсем.

«Муниципалитета тирпейлĕхе тытса тăма  республика хыснинчен сахал мар пулăшу куçарнă.  Укçа пани сахал - халăхăн та пуçаруллă шухăшсем тăратма пĕлмелле. Енчен те асăннă проектсем пурнăçа часрах кĕччĕр тесессĕн, пурин те çине тăрсах ĕçлемелле. Тĕрлĕ шухăшсем, сĕнӳсем тăратмалла», - тесе каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Çак кун хулари çулсене те пăхса çаврăннă регион Ертӳçи.  Винокуров урамĕнчи автомашина çулне тишкернĕ. 2017 çулта муниципалитетри çулсене тĕпрен улăштарса сарма 315,5 млн уйăрнă. «Юлашки çулсенче пуçласа çакăн пек пысăк укçа-тенкĕ  пăхса хăварнă муниципалитета.  Çулсен пахалăхне кулленех тĕрĕслесе тăратпăр.  Объектсене 5 çуллăха гаранти параççĕ.  Енчен те кăлтăксем тупса палăртсан, подрядчиксен туххăмрах юсама тивет», - тесе асăрхаттарнă Михаил Игнатьев.

Çулçӳреве пĕтĕмлетнĕ май, республика Пуçлăхĕ граждансен пуçаруллă сĕнĕвĕсем çине пысăк тимлĕх уйăрнă.  «Вырăнти влаçсен халăхăн ыйтăвĕсем çине тимлĕх уйăрма вĕренмелле.  Çынсен айăккинче тăрса юлмалла мар. Атăлăн çыран хĕррине тирпейлес ĕçе граждансене те явăçтармалла.  Хальхи вăхăтра 2018 çула  республика хысни валли пăхса хăвармалли укçа-тенкĕне анлăн сӳтсе явас ĕç хĕрӳ пырать.  Палăртатăп, приоритетлă пуçаруллă ĕçсене пурнăçлама пулăшу пулатех.  Енчен те тавралăхра тирпейлĕх хуçалансан, çынсем активлă сĕнӳсем тăратсан, вĕсене валли укçа-тенкĕ куçарма тĕллев лартатпăр», - пĕлтернĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Аса илтеретпĕр:  Çурла уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен Чăваш Енри уйрăмĕсен ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ. Сăмаха май,  çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене аталантарас ыйтупа Кировра ĕçлĕ канашлу ирттернине аса илнĕ регион Пуçлăхĕ. Ун чухне ертӳçĕсем хула пурнăçне лайăхлатас, çынсен пуçаруллă ыйтăвĕсене пурнăçа кĕртессине çивĕч пăхса тухнине палăртнă.  

РФ строительство Министрĕ Михаил Мень  пĕррехинче ĕçлĕ канашлура Чăваш Республикинчи пĕр хула пирки асăнса хăварнă, ырă мар ĕç пирки пурне те пĕлтернĕ. «Халăх сĕнĕвне пăрахăçласа, çыран хĕррине гранитпа сарнă.  Çак вырăнта маларах рак хуранĕ евĕр илемлĕ сцена пулнă. Халĕ ăна пăснă,  ун вырăнне гранитпа хурса тухнă.  Кун пек пăтăрмахсем тума юрамасть, çынсен сĕнĕвĕсем тĕп вырăнта яланах пулмалла», - тесе асăрхаттарнă Михаил Игнатьев.

Ыйтăва уçăмлатнă хыççăн, калаçу Çĕнĕ Шупашкар хули пирки пынине палăртнă.   

 Фоторепортаж

 



08 августа 2017
08:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter