Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьевпа Хусанти федераци университечĕн ректорĕпе Ильшат Гафуров Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе Хусанти университет хушшинче пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлесси пирки калакан ĕç хутне алă пусса çирĕплетнĕ

 Çурла уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьевпа Хусанти федераци университечĕн ректорĕпе Ильшат Гафуров Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе Хусанти университет хушшинче пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлесси пирки калакан ĕç хутне алă пусса çирĕплетнĕ.  Икĕ ен  хушшинче ĕçлĕ çыхăнусем сарăласси паллă.


  Тĕплĕ калаçăва  Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ  Андрей Александров тата ытти официаллă хăнасем пуçтарăннă.  

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Хусанти патшалăх университечĕн ректорне Ильшат Гафурова   Атăлçи тăрăхĕнчи чи ăнăçлă университетсенчен пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлеме витĕм кӳнĕшĕн ырласа тав сăмахĕсем каланă,  ӳлĕмрен Чăваш Енри студентсем вĕсем патне хапăл тусах вĕренме каяссине асăннă.  Кашни çул Чăваш Республикинчи студентсенчен 8-10 проценчĕ Хусана аслă шкула вĕренме çул тытать. «Пирĕн тĕллев тухăçлă пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлесси.  Экономикăра кирлĕ паха специалистсем хатĕрлесе кăларма пулăшасси.  Социаллă сферăра ĕçлеме профессионалсем хатĕрлесе кăларасси», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

 Атăлçи федерацин Хусанти университечĕн ректорĕ Ильшат Гафуров  Чăваш Республикин Пуçлăхне  Михаил Игнатьева тав тунă, вĕренӳ пайне пысăк тимлĕх уйăрнине асăнса хăварнă сумлă хăна.  

Калаçу вăхăтĕнче ертӳçĕсем вĕрентӳ пайне çĕнĕ шая куçарса пырассипе çыхăннă ыйтусене те сӳтсе явнă. Сăмаха май, университетăн ĕçĕпе паллаштарнă, çĕнĕ условисем пирки чарăнса тăнă.  Педагогсене хатĕрлесе кăларассипе университетра тарăн пĕлӳ панине çирĕплетнĕ ректор.  Сывлăх сыхлавĕ валли те ятарлă специалистсем хатĕрлессипе учрежденире  сахал мар тăрăшнине пĕлтернĕ  сумлă хăна.    Пысăк тавра курăмлă ачасемпе финанс енĕпе те вĕрентме тĕллев лартнă.  «И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ Хусан ачисемшĕн усăллă пулассине ĕненетпĕр. Эпир хамăрăн ĕç опытне сирĕнпе яланах сӳтсе явма хатĕр.  Эпир пĕрле тăрăшса вăй хурсан кăна малалла çитĕнӳсемпе палăрма пултаратпăр», - тенĕ Ильшат Гафуров.

Палăртса хăваратпăр, Чăваш Республикин Правительстви пысăк квалификациллĕ специалистсем пулччĕр тесе сахал мар Раççейри аслă шкулсемпе килĕшсе ĕçлемелли ĕç хучĕсене алă пусса çирĕплетнĕ.  

   Аса илтеретпĕр, 2016 çулта республикăри виçĕ аслă шкулпа килĕшĕве алă пусса çирĕплетнĕ.  Кăçал вара Хусанти  медицина енĕпе патшалăх аслă шкулĕ çак йыша кĕчĕ.  Кунсăр пуçне 2017 çулта  Мускаври М.В. Ломоносов ячĕллĕ аслă шкулпа та килĕшĕве алă пуснă.  Пĕр сăмахпа каласан, çак ĕç малалла та пырать.

Фоторепортаж 



09 августа 2017
17:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter