Михаил Игнатьев ведомство ертӳçисене «Атăла тасатас» приоритетлă проект ĕçне кӳлĕнме чĕнсе каланă, кашнин тивĕçлипех тăрăшмаллине палăртнă

Паян, çурла уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ, ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелесе ертсе пынă.  Чи малтан кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене тишкериччен, вăл Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич Чăваш Республикинче, ĕнер ĕçлĕ визитпа пулни пирки чарăнса тăнă.

Республикăшăн паллă мероприяти, асра юлмалли ĕç, Шупашкарта кадетсен çĕнĕ корпусĕн строительство ĕçне тытăннине пĕлтерекен пулăм, никĕсе капсула хурса хăварнă. «Эпир пуласлăха çирĕплететпĕр.  Ашшĕ-амăшĕсем, ачисем çакăншăн хĕпĕртенĕ.  2018-мĕш çулта  шкул объекчĕ туллин пурнăçа кĕрĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев.   

Михаил Бабич çак кун регионти монохулапа – Канашпа паллашнă, унăн аталанăвĕн çул-йĕрĕсене тишкернĕ.  Муниципалитетра пурнăçа кĕрекен проектсем çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каласа хăварнă РФ Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ.  Çак ĕçсем пĕтĕмпех халăхăн пурнăç условийĕн шайне лайăхлатма витĕм кӳрессине çирĕплетнĕ.  «Канаш кунран кун илемленсе пырать.  Пирĕн яланах халăхăн пуçаруллă сĕнĕвĕсене шута илсе пыма тăрăшмалла, вĕсене ĕçе кĕртессишĕн çине тăрса ĕçлемелле. Халăх ырлăхĕшĕн яваплăха туйса хамăра шанса панă ĕçе пурнăçламалла», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. 2008-мĕш çултан пуçласа, кризиса хирĕç кĕрешессипе йышăннă мерăсене тĕпе хурса, РФ Президенчĕ Владимир Путин монохуласене, йывăрлăха кĕрсе ӳкнисене, патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерме йышăну тунă.  Республикăри икĕ хула - Улатăрпа Çĕнĕ Шупашкар миллиардшар укçа-тенкĕ тивĕçнĕ.  Муниципалитетсенче инфратытăм çĕнелнĕ, производствăсем хута кайнă, çынсене пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтернĕ.  Çитĕнӳ те çук мар – хуласенче социаллă пурнăçпа экономика пĕр шай лайăх аталанса пыни куçкĕретех.  Пуласлăхра Сĕнтĕрвăррипе Çĕмĕрле хулисем черетре.  Вĕсем те программăна хутшăнма пултараççĕ.

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, регионта тавралăха тирпей-илем кӳртессипе сахал мар ĕç пурнăçланнине каланă.   Республикăри çулсене тирпейлесе сарма кăçал Çул-йĕр фончĕ 5,3 млрд уйăрнă.

Чăваш Республикин  Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин хăйĕн докладĕнче çурла уйăхĕн 8-мĕшĕнче Волгоградра РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев йĕркелесе ирттернĕ канашлу пирки каласа кăтартнă.  Атăл шывĕпе çыхăннă ыйтăва анлăн сӳтсе явнине пĕлтернĕ. 2025-мĕш çулччен «Атăла тасатса сыватас» приоритетлă проект пурнăçа кĕртесси паллă. Ăна валли ятарлă фонд та йĕркеленессине палăртнă.  Енчен те ĕç-пуç йĕркеленсе кайсан, Атăла 4,5 кубла метр чухлĕ таса мар шыв кĕме пăрахасси куçкĕретех пулĕ.  Фонда çулталăк вĕçĕнче ĕçлеттерсе яма тĕллев лартнă.   Çӳлерех асăннă проектăн ĕçĕ 257 миллиарда кайса ларĕ.  Вĕсенчен 120 миллиарчĕ федераци хыснинчен куçасси те паллă.  Çакăн пек проекта республикăра пурнăçласси çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каласа хăварнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Юханшыв тăршшĕ 140 çухрăм. Атăл Шупашкара тата Çĕнĕ Шупашкара шывпа тивĕçтерет, 600 пин çын кулленех унпа усă курать.   Сăмаха май, республика Ертӳçи регионта Çĕнĕ Шупашкарта биологи сооруженийĕсене реконструкцилес ĕç хĕрӳ пынине, проектăн III-мĕш  тапхăрăн III-мĕш черетри ĕçсем анлăн йĕркеленнине палăртнă.  Атăла усал шыв юхса ан кĕтĕр тесе, 2016 çулта Шупашкарта  «Заовражная» ВОС хута янă.

Михаил Игнатьев ведомство ертӳçисене «Атăла тасатас» приоритетлă проект ĕçне кӳлĕнме чĕнсе каланă, кашнин тивĕçлипех тăрăшмаллине палăртнă. 



09 августа 2017
14:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter