Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕнче социаллă сферăри хăш-пĕр учрежденине пĕрлештерес ыйтăва сӳтсе явнă

 Çурла уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ  ларăвĕ иртнĕ. Ăна яланхиллех Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелесе ертсе пынă.

 Ку хутĕнче ĕçе пухăннисем  Чăваш Республикинчи социаллă сферăри икĕ учрежденине пĕрлештерес ыйтăва сӳтсе явнă. Кун пирки тĕплĕнрех Чăваш Республикин ĕçпе социаллă хӳтлĕх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Лариса Арсентьева каласа кăтартнă.   Канашра халăха социаллă пулăшу паракан центр çумне Канаш хулинчи ачасемпе çамрăксен социаллă приютне куçарма палăртнă. Министр тивĕçĕсене пурнăçлакан каланă тăрăх, организацисене модернизацилеме май килни, халăха пысăк пахалăхлă пулăшусемпе тивĕçтерме ирĕк панине, технологисем енчен те базăна çĕнетме лайăх тесе ырланă.   Реорганизаци ĕçне йĕркеленĕ хыççăн пĕтĕмпе 130 çын ĕçлеме тăрса юласси паллă.  Енчен те çак ĕçе пурнăçа кĕртсен, çулсерен 1211,2 пин тенкĕ  бюджет укçине упрама пулăшнине асăннă.  «Ачасене пулăшупа тивĕçтерекенсен йышĕ чакмасть», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. 

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçсĕр тăрса юлнисене вăхăтра урăх ĕçе вырнаçтарма витĕм кӳме чĕнсе каланă.

Медицина учрежденийĕсене реорганизаци тăвас пирки ыйтупа Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов каласа кăтартнă. Çĕмĕрлери медицина центрĕ çумне Пăрачкаври тĕп больницăна куçарма палăртса хунă.  Кун пек оптимизаци туни - ертӳçĕсене кăна пырса тивнине асăннă. Медицина пайĕнчи специалистсем хăйсен вырăнĕнчех тăрса юлнине, анчах та ертӳçĕсем сахалланассине асăннă.

«Пăрачкавра пурăнакансем пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвне комплекслă илме пуçлĕç», - палăртнă министр.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев реорганизацисем туни – халăха пысăк пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерме витĕм кӳмеллине чĕнсе каланă.  

 



09 августа 2017
16:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter