Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри монохуласенчен пĕрне - Канаша çитсе килнĕ

 


Çурла уйăхĕн 8-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ  Михаил Бабич тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри монохуласенчен пĕрне - Канаша çитсе килнĕ.  Раççей Федерацийĕн Правительствин приоритечĕ – монохуласене комплекслă аталантарасси. 2008-мĕш çултан пуласа, кризиса хирĕç кĕрешессипе йышăннă мерăсемпе килĕшӳллĕн, йывăрлăха кĕрсе ӳкнĕ хуласене патшалăх сахал мар пулăшу парас тесе тăрăшать.

«Монохуласене комплекслă аталантарас» проектпа килĕшӳллĕн, Канашра тавралăха тирпей-илем кӳртессипе комплекслă проектсем анлăн пурнăçа кĕрсе пыраççĕ.  Тирпейлĕх-илем патне пиллĕк утăм тăвас ятлă проект ĕç пуçланнă.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çак кун «Промтрактор-Вагон» предприятине,  гемодиализ центрне, «Локомотив» стадиона, Ильич урамĕнчи автомашина çулĕсене пăхса çаврăннă, строительство ĕçĕсен пахалăхне хакланă.

«Промтрактор-Вагон» АХО заводăн директор ĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Муханов производствăн ĕçĕпе тĕплĕн паллаштарнă, калăпланса тухакан  тĕрлĕ таварсем пирки каласа хăварнă.  Предприяти вагонсем валли тĕрлĕ хатĕрсем тирпейлесе кăларать.  Сахал мар пысăк калăпăшлă таварсем предприятисемпе организацисенче усă курăнаççĕ.  Михаил Бабича çĕнĕ вагонсене кăтартнă.  Ертӳçĕсем заводăн экономика аталанăвĕ пирки тĕплĕн сӳтсе явнă, пуласлăхри тĕллевсем çинчен сăмахланă.  Кирек епле йывăрлăх пулсан та, завод пысăк профессионалсене упраса хăварнă, халăх кăмăлпах ĕçлет, база заводăн çирĕп пулни те куçкĕретех. «Предприятийĕн ĕç укçин парăмĕ пачах та çук.  Кăçал утă уйăхĕнчен халăх заводра тулли эрне ĕç кунĕпе тимлеме пуçланă», - тесе пĕлтернĕ Владимир Муханов.    Палăртма кăмăллă, заводăн заказ чылай, производствăн калăпăшĕ те ӳссех пырать.

Ильич урамĕнче автомашина çулне тишкернĕ сумлă ертӳçĕсем.  Чăваш Республикин çул-йĕр тата транспорт хуçалăхĕн министрĕ Владимир Иванов асăннă лаптăка  «Рэмисс» ТМЯО  тĕпрен юсаса сарнине пĕлтернĕ. Объекта çурла уйăхĕнче тĕпрен пĕтерме тĕллев лартнине те каланă.  Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич хулара çулсене тирпейлесе сарма бюджетран мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ уйăрнипе кăсăкланнă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2017 çулта Канашăн çул-йĕр строительствин ĕçне пурнăçлама 306,7 млн уйăрнине асăннă. Кăçал «Воддорстрой» ТМЯО Чукун çул урамĕнчи автомашина çулне тĕпрен çĕнетнине каланă.  Пурĕ муниципалитетра  пĕр çухрăм та ултçĕр метр çула тирпейлесе пĕтернине палăртса хăварнă.  Çак организаци хулара ытти лаптăксене те сарать, унăн пĕтĕмĕшле 4,3 çухрăм çула тĕпрен юсамалла. Паянхи куна илес пулсан, объект çинче хатĕрленӳ тапхăрĕ хĕрӳ пырать.   Çак ĕçсемсĕр пуçне, хулари нумай хваттерлĕ çуртсем таврашĕнче тирпей-илем кӳртме тĕллев лартнă. Объектсем чылай пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар.  Çак мĕнпур ĕçсене пурнăçлама федераци хыснипе республика, вырăнти бюджетсенчен пурĕ 205,3 млн пăхса хăварнă тесе пĕтĕмлетсе каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.   

Канашри тепĕр паллă объект «Локомотив» стадион.  Кăçал кунта тĕпрен юсав ĕçне йĕркеленĕ, пĕр сăмахпа каласан, объекта реконструкциленĕ.  Строительство ĕçне пурнăçлама пурĕ 19,3 млн тăкакланă. Укçана федераци, республика тата вырăнти  бюджетсенчен куçарнă.  2018-2020-мĕш çулсенче стадионра çăмăл атлетикăпа аталанма ятарлă çулсем хатĕрлеме тĕллев лартнă.  Çак ĕçе пурнăçлама Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджетĕнчен 10 млн патнелле куçарма  тĕллев лартаççĕ.

Муниципалитетра тепĕр социаллă пĕлтерĕшлĕ пысăк объект хута кайнă – диализ центрĕ.  Инвестор çак объектăн строительство ĕçне 57 млн тăкакланă. 

Михаил Бабич тата Михаил Игнатьев центр ĕçĕпе паллашнă, тĕрлĕ условисене пăхса çаврăннă, ĕçлекенсемпе, кунта сипленме килнисемпе тĕл пулса калаçнă.   Центрта хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан пысăк технологиллĕ 15 аппарат вырнаçтарнă. Пӳре чирĕ вăраха кайнисене кунта  сипленме кирлĕ пек мĕнпур условисем çителĕклĕ пулнине чаплă хăнасем курса ĕненнĕ.  Çурла уйăхĕн 8-мĕшĕнчен пуçласа çак центр пулăшăвне 19 çын илет.  Маларах çак медицина пулăшăвне илес тесен, халăхăн Шупашкара каймалла пулнă, халĕ вара пачах урăхла, Канаша юнашарти районсемпе хуласенче пурăнакансем те килме пултараççĕ. 

Канашра транспортпа энергетика техникумĕнче Раççей Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич специалистсемпе курнăçнă, квалификациллĕ кадрсен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлнĕ.    Кадрсене хатĕрлесе кăларассипе «Транснефть» - АО «Транснефть-Прикамье» çине тăрса ĕçлет. «Транснефть-Прикамье» АО вĕренӳ учрежденине комплекслă юсав ĕçне йĕркелеме Чăваш Республикин Правительствипе пĕрле 470,92 млн тăкакланă.   2012 çултан пуçласа техникум «АК «Транснефть» АУО корпоративлă вĕренӳ учрежденийĕ шутланать. 

Ильсур Назмутдинов техникум директорĕ хăйĕн сăмахĕнче пин ытла специалиста нефтьпе çыхăннă производствăсене ĕçлеме хатĕрлесе кăларнине палăртнă.  Çулсерен çӳлерех асăннă предприяти техникума 20 млн тенкĕ ыр кăмăллăх акципе пулăшу парса тивĕçтернине пĕлтернĕ.  Укçана ачасене стипенди тӳлеме, техникумăн пурлăхпа техника базине çĕнетсе пыма тăкакланине каласа кăтартнă.  Официаллă хăнасем вĕренӳ класĕсемпе паллашнă,  тĕрлĕ хатĕрсене пăхса çаврăннă.   Çак учрежденирен вĕренсе тухакансем нимĕнле чăрмавсăрах  предприятисемпе организацисене ĕçе вырнаçнине палăртнă техникум директорĕ.

Çак кун хăнасене техникумра монохулана аталантарассипе йышăннă программăпа Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паллаштарнă. Юлашки 3 çул хушшинче регионти 5 монохулари инфратытăма тĕпрен çĕнетсе улăштарма 3 млрд патнелле куçарса панине палăртнă.  Паллă пулăмсенчен пĕри – 2016 çулта Монохуласене аталантарассипе ĕçлекен фондпа Канашри виçĕ объектăн инфратытăмне тĕпрен çĕнетме пулăшупа тивĕçтересси пирки килĕшĕве алă пусса çирĕплетни.  Пĕтĕмпе 700 млн ытла монохуласене аталантарассипе ĕçлекен фонд муниципалитета пулăшу парса витĕм кӳнĕ. Пĕтĕмĕшле хулари виçĕ объектăн инфратытăмне çĕнетме 1,4 млрд тенкĕ пăхса хăварнă.   «Хулара çĕнĕ инвестици проекчĕсем пурнăçа кĕрсен, индустри паркĕ хута кайсан, биотехнологи кластерĕ йĕркеленсе çитсен муниципалитетăн экономика тата та лайăхрах вăй илĕ, çынсене валли 1,5 пин пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕсем хатĕрленĕç», - тесе пĕлтернĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. 2017 çулта Канашра кану паркне тĕпрен çĕнетсе улăштарма палăртса хунă.  Ытти объектсем те кулленех тĕпрен улшăнса пырасси куçкĕретех пулĕ.   

Михаил Бабич Канаш хулине комплекслă аталантарни çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каласа хăварнă.  Чи пахи – халăхăн пурнăç условийĕн шайĕ лайăхланни тесе çирĕплетнĕ.  

 Фоторепортаж

 



09 августа 2017
09:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter