Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренекенсене тата унта ĕçлекенсене Пĕлӳ кунĕ ячĕпе саламланă

 


 Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренекенсене тата унта ĕçлекенсене Пĕлӳ кунĕ ячĕпе саламланă.

Хальхи вăхăтра университетра пурĕ 18 пин студент вĕренет.  Вĕсенчен 4 пин ытла яш-кĕрĕм кăçал пĕрремĕш курса вĕренме килнĕ. «Хумханусем хыçала юлчĕç. Вĕренме кĕнĕ чухне  сирĕнтен кашни сахал мар шикленнĕ пулĕ. Эсир чăннипех те вăйлă наукăпа вĕренӳ центрне  ăс пухма килнĕ. Сире тухăçлă вĕрентсе кăларма кунта мĕнпур условисем çителĕклĕ. Хăвăр суйласа илнĕ профессине алла илме сире ăс паракансем те пысăк тавракурăмлă», - тесе каланă  пухăннисене саламланă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Раççей Президенчĕ Владимир Путинăн патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри -  çамрăксен ăс-хакăлне аталантарса пыма кирлĕ пек мĕнпур условисем йĕркелесе тăратасси пулнине асăннă регион Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  «Паха вĕрентӳ – общество аталанăвĕн никĕсĕ шутланакан условисенчен пĕри. Шăпах çавăнпа Чăваш Ен Правительстви çамрăк ăрăвĕн ăс-хакăлпа пултарулăх хăватне аталантармалли лайăх условисем йĕркелес енĕпе уйрăмах тимлĕ», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса.

Паянхи пурнăç таппинче предприятисемпе организацисен ертӳçисемпе сахал мар кирлĕ пек ĕçсене йĕркелесе пынине палăртнă, регионта тăтăшах ресурс центрĕсем хута кайнине каланă. Республикăра пысăк технологи вăй илсе пынине асăннă.

«Сире паха вĕренӳпе тивĕçтереççĕ – яш-кĕрĕмĕн тĕллевĕ – ăс пухса, лайăх профессионалсем пуласси.  Енчен те пысăк технологисене ăша хывса вĕренсе пырсан, ĕçе вырнаçма меллĕ пулĕ.  Лайăх специалистсем яланах предприятисемпе организацисенче кирлĕ. Малашнехи пурнăçра сире ăнăçусем сунатăп!», - тенĕ регион Пуçлăхĕ.  

Университетăн ректорĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Андрей Александров  хăйĕн сăмахĕнче студентсене саламланă май, кăçал аслă шкула пĕтĕмпе РФ 40 регионĕнчен яш-кĕрĕм вĕренме килнине пĕлтернĕ. «Кашни пиллĕкмĕш студент ют регионтан килнĕ.  Аслă шкул Раççейре анлăн сарăлнă», - тесе палăртнă ректор.   

Кăçал И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ 50 çул тултарнă.  Андрей Александров Раççей Федерацийĕн вĕренӳпе наука Министрĕн Ольга Васильевăн саламне вуласа панă.

Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова хăйĕн сăмахĕнче уява пухăннисене саламланă май, депутатсен корпусĕ аслă шкул кирлĕ пек аталанса пытăр тесе витĕм кӳме тăрăшассине шантарнă.  Çамрăксене университетра çĕнĕ юлташсем тупма, лайăх вĕренме, вĕрентекенсене сума сунма чĕнсе каланă. Саламсем çумне çакăн пекех Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов та хутшăннă. Вăл, хамăрăн ентеш пулнă май, яш-кĕрĕме хастар та пултаруллă пулма, суйласа илнĕ профессине чаплă алла илме чĕнсе каланă.     

Паян саламсем чылай пулнă, вăл шутран «Рыбаков фонд» президенчĕ Елена Ульянова ăшшă сăмахсем каланă.

«Пирĕн фонд экономикăна аталантарма витĕм кӳрет.  Ытти регионсемпе танлаштарсан, Чăваш Ен хăйне евĕр, кунта халăх ĕçлеме пĕлет, экономика аталантăр тесе çине тăрсах тăрăшать.   Виçĕ уйăх каялла эпир сирĕн пата хамăрăн проектсемпе килтĕмĕр.  Эсир вĕсене хапăл тусах йышăнтăр, ыттисене кая хăварса мала та тухрăр», - тенĕ хăна.  Пĕтĕм Раççей шайĕнче ирттернĕ конкурс çĕнтерӳçине хулари 5-мĕш №-лĕ гимназин директорне Инна Исаевăна тата муниципалитетри 59-мĕш №-лĕ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулăн директорне Ольга Курмаевăна грант тивĕçни çинчен çирĕплетекен документа парса чысланă. 

Медицина факультетĕнче вĕренекен Дмитриева Мария тата энергетика факультетĕнче ăс пухакан Терентьев Григорий мĕнпур студентсен ячĕпе сумлă хăнасене, уйрăмах республика ертӳлĕхне регионта вĕрентӳ пайне пысăк тимлĕх уйăрнăшăн тав тунă.    

Фоторепортаж



01 сентября 2017
15:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter