Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Китайра Пĕтĕм тĕнче шайĕнче пулнă çуллахи XXIX Универсиадăра тата Польшăра иртнĕ спорт ăмăртăвĕсенче çитĕнӳсемпе палăрнă Чăваш Енĕн спортсменсемпе тĕл пулнă

Çурла уйăхĕн 31-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Китайра Пĕтĕм тĕнче шайĕнче пулнă çуллахи XXIX Универсиадăра тата Пĕтĕм тĕнчери Польшăра иртнĕ спорт ăмăртăвĕсенче çитĕнӳсемпе палăрнă  Чăваш Енĕн спортсменсемпе тĕл пулнă.   Тĕлпулăва  Владислав Поляшов, Евгения Шелкунова, Алексей Германов тата çакăн пекех спортсменсен тренерĕсем хутшăннă.   

«Мĕнпур спортсмена çакăн пек пысăк çитĕнӳсемпе палăрма хĕн.  Эсир вара, пысăк кăтартупа тĕнчипех палăртăр. Малашне те шансах тăратпăр, Олимп вăййисенче те мала тухассине», - тенĕ Михаил Игнатьев. Пурне те çакăн пек çитĕнӳсемпе палăрнăшăн ырласа тав сăмахĕсем каланă. 

Калаçăва хутшăннисем, сăмаха май хăйсен йывăрлăхĕсем пирки те каласа кăтартнă республика Пуçлăхне.

Улатăр хулинчи А.Г.Николаев летчик-космонавт ячĕллĕ спорт шкулĕн тренерĕ Людмила Марунова Китайра Универсиадăра чи вăйлă спортсменсем пуçтарăннине каланă. «2015 çулта Универсиадăра пурĕ те 5 команда çеç пулнă пулсан, кăçал вара 12 ушкăн хăйсен вăйне виçрĕç.  Тĕнче чемпионатчĕ тесен те йăнăш мар», - тенĕ вăл. Çанталăк питĕ шăрăх тăнине каланă, спортсменсене тупăшма сахал мар йывăрлăхсем витĕр тухма тивнине асăннă.  Кунне çул çине кăна 5-шер сехет тăкакланине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.

Спортсменсем республика Пуçлăхне Михаил Игнатьева хăйсем патне çакăн пек пысăк тимлĕх уйăрнăшăн тав тунă. Регионта спортпа аталанса пыма çав тери меллĕ тесе каланă.

«Çакăн пек чаплă спорт инфратытăмĕ аталаннине эпир урăх ниçта та курман.  Раççейре те тĕнчере те урăх çук пулĕ», - тесе хăй шухăшне пĕлтернĕ аэробика спорчĕн федерацийĕн Чăваш Енри обществăлла организацийĕн президенчĕ, Олимп резервĕн 6-мĕш №-лĕ спорт  шкулĕн  тренерĕ Оксана Дьчук.  Чăнласах та Чăваш Республикинче тренировкăсем ирттерме питĕ хăтлă пулнине тепĕр хут çирĕплетсе каланă.  «Пĕлтĕр Шупашкарта аэробикăпа Раççей шайĕнче пысăк спорт ăмăртăвĕсем иртнĕ.  Пирĕн пĕтĕм тĕнче шайĕнче те ăмăртусене ирттерме питĕ меллĕ», - тесе сăмаха малалла тăснă вăл.

Олимп резервĕн спорт шкулĕн тренерĕ Ирина Рудяну хăй çулла та хĕлле те велосипедпа çӳреме кăмăл тунине пĕлтернĕ.    «Пирĕн хулана курма килекенсем тăтăшах регионта спортпа аталанма кирлĕ пек мĕнпур условисем пуррине çирĕплетеççĕ.  Урамсенче те тренажерсем вырнаçни çав тери паха», - тенĕ вăл сăмаха тăсса.  

Ку хутĕнче спортсменсем çитес вăхăт валли палăртнă плансем пирки республика Пуçлăхне каласа кăтартнă.

Италире кăçал авăн уйăхĕнче тĕнче чемпионатчĕ иртет.  Ăна валли хатĕрленме те пуçланă тесе палăртнă тренерсем.  Вăл ăмăртусене Чăваш Енрен Алексей Германов аэробист тата Екатерина Алюнова хутшăнаççĕ. «Чи кирли – ăнăçлă ăсталăха кăтартса парасси, çитĕнӳпе каялла таврăнасси», - тенĕ хăнасем. 

Владимир Поляшов гимнаст хăйĕн сăмахĕнче тĕнче чемпионатне Канадăра хутшăнассине шанса каланă. Хальхи вăхăтра ăна валли çирĕп хатĕрленнине пĕлтернĕ. 

Евгения Шелгунова тренерсене тата хăйне хисеплесе кăмăл тăвакансене пурне те тав сăмахĕсем каланă. «Эсир пулăшу паман пулнă пулсан, эпир çак çитĕнӳсем патне ăнтăлайман та пулнă пулĕччĕ», - тенĕ хĕрача.

Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Шелтуков Китайра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери çуллахи Универсиадăра пирĕн ентешсем çакăн пек пысăк çитĕнӳсем тахçантанпах туманнине асăннă. Кăçал пуçласа çамрăксем пире пысăк кăтартусемпе хавхалантарчĕç тенĕ министр.

Сăмаха май, Чăваш Республикинче нормативлă право йĕркисем çĕнелессине пĕлтернĕ, ăна валли хатĕрленӳ тапхăрĕ пынине асăннă. Енчен те Пĕтĕм тĕнче шайĕнче иртекен ăмăртусенче спортсменсем мала тухаççĕ пулсан, вĕсене тата вĕсен тренерĕсене хавхалантарма патшалăх пулăшăвне парса тивĕçтермелли пирки сăмах пуçарнă. 

Михаил Игнатьев регионта спорт аталанса вăй илсе пытăр тесе сахал мар ĕç пурнăçланине палăртнă.  Юлашки вунă çул хушшинче спорт инфратытăмне çĕнетсе улăштарма 6 миллиард ытла укçа тăкакланине асăннă.  Халăх спорта йышлăн çӳренин кăтартăвĕпе Раççейре Чăваш Республики малта пыракан вунă субъект йышĕнче тăрать. Граждансене спорт учрежденийĕсемпе тивĕçтерес ыйтупа та Раççейре ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче Чăваш Республики.  Паянхи спортсменсем пысăк çитĕнӳсемпе палăрни регионта халăха ытларах та ытларах спорта кӳлĕнме витĕм кӳнине палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

«Паллах, савăнтарать, Раççей чысне ытларах та ытларах Чăваш Ен спортсменĕсем хӳтĕлени», - тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ Михаил Игнатьев.

Аса илтеретпĕр, 2017 çулта çулла Пĕтĕм халăхсен хушшинчи спорт ăмăртăвĕсенче чăвашсем сахал мар палăрчĕç.

Тайваньре йĕркеленĕ Пĕтĕм тĕнчери çуллахи универсиадăра ылтăн медальсем çĕнсе илнĕ ятпа пирĕн ентешсене — Дарья Спиридонова тата Кирилл Прокопьев гимнастсене — Раççей Президенчĕ Владимир Путин саламланă.

Тайваньте Пĕтĕм тĕнчери çуллахи Универсиадăра Чăваш Ен чысне виçĕ спортсмен хӳтĕленĕ: Владислав Поляшов, Евгения Шелгунова, Дарья Спиридонова.

Çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче хĕрарăмсен командисем спорт гимнастики енĕпе ăмăртнă. Раççейĕн пĕрлештернĕ команди унта пĕрремĕш вырăна тухнă. Çак йышра Чăваш Ен хĕрĕсем те — Евгения Шелгуновăпа Дарья Спиридонова — пулнă.

Çакна та палăртса хăварар: çурлан 20-мĕшĕнче пирĕн ентеш Владислав Поляшов та пьедестал çине хăпарнă. Вăл бронза медале тивĕçнĕ.

Польшăра утă уйăхĕн 20-30-мĕш кунĕсенче Пĕтĕм тĕнче шайĕнче спорт ăмăртăвĕсем иртнĕ.  Раççейĕн пĕрлештернĕ командинче Чăваш Республикинчен Алексей Германов пулнă.  Вăл ылтăн медале тивĕçнĕ.

 Фоторепортаж



01 сентября 2017
08:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter