Пĕлӳ кунĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче тăрăшакансене çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçланнă ятпа саламланă

 


Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Пĕлӳ кунĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ  Михаил Игнатьев И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче тăрăшакансене тата студентсене çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçланнă ятпа саламланă. Уяв Чăваш патшалăх филармонийĕнче иртнĕ.  Пухăннисене саламланă май, регион Ертӳçи кăçал регионта 196,5 пин çын вĕренӳ учрежденийĕсене  ăс пухма каяссине пĕлтернĕ.  Вĕсенчен 32 пин çын - 1-мĕш класа тата çамрăк пĕрремĕш курсра вĕренекенсем пуçласа парта хушшине ларнине каланă. Раççейре çамрăксем аталанса вăй илсе пыччĕр тесе инвестици чылай хываççĕ. «Чăваш Республикин пĕрлехи бюджетĕнче вĕрентӳ валли уйăракан тăкаксен статйи нумай çул ĕнтĕ чи пысăкки. Çакă вĕрентӳ инфратытăмне çине тăрсах аталантарма – çĕнĕ шкулсем тума, хушма вĕрентӳ учрежденийĕсен сетьне анлăлатма – май парать. Паян республикăра çитĕнекен ăру воспитанийĕ валли, лайăх пĕлӳ илме, çамрăксемшĕн хăйсен пултарулăхне тӳрре кăларма пĕтĕм услови пур», - тенĕ регион Ертӳçи сăмаха тăсса.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин витĕм кӳнине кура, Чăваш Республикинче хальхи вăхăтра федераци программи анлăн пурнăçа кĕрсе пынине асăнă. Шкулсем кулленех çĕкленсе ларине мăнаçлăн пĕлтернĕ Михаил Игнатьев.  Учрежденисем пĕтĕмпех хальхи пурнăçпа килĕшсе тăраççĕ, вĕрентӳ хатĕрĕсем те çителĕклĕ.

«Пуласлăх - сирĕн алăра, çавăнпа та университетра ăс пухма килтĕр пулсан, лайăх вĕренмелле.  Çакăн çинчен никамăн та манма юрамасть», - тесе чĕнсе каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. И.Я.Чковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн  ректорĕ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн советникĕ Владимир Иванов хăйĕн сăмахĕнче, кăçал аслă шкулăн пурлăхпа техника базине çĕнетме 15 млн тăкакланине пĕлтернĕ. Аслă шкулăн бассейн, сывлăха çирĕплетмелли комплекс та пуррине асăннă. Çак кунсенче учрежденире çĕнĕ пӳлĕм - шăлсем юсамалли уйрăм хута кайнине пĕлтернĕ. 

Паян уява пухăннисене çакăн пекех Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ  Николай Малов саламланă.  «Сире аталанса пыма условисем хăтлă. Тăван аслă шкула чапа кăларассишĕн лайăх вĕренĕр, спортпа туслă пулăр, Чăваш Ен, Раççей пуласлăхĕшĕн тăрăшăр», - тенĕ депутат. Мероприятире наградăсем те парса хавхалантарнă. Хисепе тивĕçнисем: Светлана Велиева, Борис Самсонов, Дарья Алексеева, Анастасия Лукина.

Фоторепортаж



01 сентября 2017
16:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter