Пĕлӳ кунĕнче Шупашкарта çĕнĕ шкул хута кайнă

 


 Пĕлӳ кунĕнче Шупашкарта çĕнĕ шкул хута кайнă. Вăл Гладков урамĕнче вырнаçнă. Объекта савăнăçлă лару-тăрура уçнă.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев торжествăлла пулăма пухăннисене саламланă май, çак шкул республикăри чи чаплă пулнине асăннă. Кунта условисем калама çук лайăх тесе хакланă. Учреждение Раççей Федерацийĕн программипе килĕшӳллĕн çĕклесе лартнине палăртнă. «Паха вĕрентӳ – общество аталанăвĕн никĕсĕ шутланакан условисенчен пĕри. Шăпах çавăнпа Чăваш Ен Правительстви çамрăк ăрăвĕн ăс-хакăлпа пултарулăх хăватне аталантармалли лайăх условисем йĕркелес енĕпе уйрăмах тимлĕ. Чăваш Республикин пĕрлехи бюджетĕнче вĕрентӳ валли уйăракан тăкаксен статйи нумай çул ĕнтĕ чи пысăкки. Çакă вĕрентӳ инфратытăмне çине тăрсах аталантарма – çĕнĕ шкулсем тума, хушма вĕрентӳ учрежденийĕсен сетьне анлăлатма – май парать. Паян республикăра çитĕнекен ăру воспитанийĕ валли, лайăх пĕлӳ илме, çамрăксемшĕн хăйсен пултарулăхне тӳрре кăларма пĕтĕм услови пур», - тенĕ вăл сăмаха тăсса.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çулсерен региона федераци енчен субъектăн экономикине аталантарма тĕрлĕ пулăшусем куçнине асăннă, миллиардшар укçа региона инвестици мелĕпе хывăннине каланă.  Чăваш Енре экономика, социаллă сфера,  сывлăх сыхлавĕ, спорт, культура аталантăр тесе тăрăшаççĕ. «Çак районта пурăнакансем шкул, ача сачĕ тума сахал мар ыйтупа тухнă. Вĕсене эпир шнтарнă, халĕ объектсем пурне те хавхалантараççĕ», - тенĕ вăл. Михаил Игнатьев çак шкула ăс пухма килнисене «5» паллăсемпе çеç вĕренме сĕннĕ.  Вĕрентекенсене, ашшĕ-амăшне тӳсĕмлĕх, ачасене ыррине вĕрентме чĕнсе каланă.

Çак кун торжестăлла пулăма пухăннисене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем Алена Аршинова, Леонид Черкесов тата çĕнĕ шкулăн директорĕ Татьяна Николаева ăшшăн саламланă.   

Шупашкар хулин администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков хăйĕн сăмахĕнче шкул ачисемпе пухăннă ентешсене саламланă май, çак шкула харăсах 1100 ача çӳреме ирĕк пуррине пĕлтернĕ.  Республикăн тĕп хулинче иккĕмĕш сменăпа ачасем вĕренменнине каланă. 

Хăнасем хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн шкула кĕрсе тухнă, унти вĕренӳ классĕсемпе паллашнă. Ачасемпе, ашшĕ-амăшĕсемпе, вĕрентекенсемпе сăмахланă, вĕсен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлнĕ.  

Журналистсен ыйтăвне хуравланă май, Михаил Игнатьев çак шкул нумай функциллĕ вĕрентӳ центрĕ пулнине палăртнă. «Объекта хута яма 770 млн тенкĕ тăкакланине пĕлтернĕ. Тĕнчере нихăш çĕршывра та пирĕнни пек вĕрентӳ пайне пысăк укçа уйăрмаççĕ, пĕр ачана вăтамран 700 пин тенкĕ тăкакланать», - тенĕ вăл.

 

Пĕлсе тăма:  Пĕлтĕр объекта çу уйăхĕнче пуçланă пулнă, кăçал çĕклесе те лартнă. Çак кĕске вăхăтра капмар илемлĕ шкул пулса та тăнă. Çав тери пысăк кермен.    Чăваш Республикин Вĕренӳ тата çамрăксен политикин министерстви вĕрентӳ хатĕрĕсемпе тивĕçтернĕ.  Шкул программипе килĕшӳлĕн ачасене акăлчан чĕлхине 1-мĕш класран вĕрентме пуçланă. 5 класра ачасем француз чĕлхине ăша хывма пуçлĕç. Пĕр сăмахпа каласан, ачасен тавракурăмлăхне ӳстерме тĕрлĕ условисем чылай.  

Фоторепортаж

 



01 сентября 2017
17:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter