Пурăнмалли ҫурт-йĕр тата коммуналлă хуҫалăх ыйтăвĕсене кашни эрнере пулакан планеркăра Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тĕплĕн пăхса тухнă

Пурăнмалли ҫурт-йĕр тата коммуналлă хуҫалăх ыйтăвĕсене кашни эрнере пулакан планеркăра Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тĕплĕн пăхса тухнă. Яланхиллех ĕҫе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем тата федераци службисен Чăваш Енри уйрăмĕсен ертӳҫисем хутшăннă.

Чăваш Республикин строительство министрĕ Владимир Михайлов хăйĕн сăмахĕнче ТЭК объекчĕсене хĕллехи тапхăра вăтамран 83 процент хатĕрлесе ҫитернине асăннă. Коммуналлă хуҫалăх пайĕсене – 89 процент, пурăнмалли ҫурт-йĕр фондне 87 процента яхăн пурнăҫланине каланă.

Асăннă ыйтупа регионта Йĕпреҫсем, Муркашсем, Шăмăршăсем тата Тăвайсем туллин ĕҫлесе пĕтернине палăртнă министр.  Айванрах ĕҫлекеннисем шутĕнче – Улатăрсем, Пăрачкавсем, Хĕрлĕ Чутайсем, Красноармейскисем, Шупашкар районĕсем, Ҫĕмĕрле тата Шупашкар хулисем.   

Пĕтĕмĕшле палăртас пулсан, республикăра хутса ăшăтмалли тапхăр хыҫҫăн, топливăпа энергетика ресурсĕсемпе  усă курнăшăн парăм 18 процента ҫити чакнă.   «Парăмсем ытларах Шупашкарти «Коммуналлă технологи» ТМЯО. Вĕсен пĕтĕмĕшле парăм виҫи 1 млрд 213 млн тенкĕ», - тесе пĕлтернĕ министр.

Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусенчен тепĕр пысăк пай вăл – ҫутҫанталăк газĕшĕн парăм виҫи хăпарса кайни. Ыйтăва уҫăмлатас тĕллевпе республикăра Правительство комиссине те йĕркеленĕ.   Республикăра Прокуратурăра тăрăшакансемпе тăтăшах ЖКХ пайне тĕрĕслесе тăнине каланă министр. 

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин хăйĕн сăмахĕнче республикăра хăш-пĕр районсенче тата хуласенче аванах ҫак асăннă ыйтусемпе ĕҫленине палăртнă. «Газпа усă курма юрани пирки  калакан ĕҫ хучĕсем пур муниципалитетсенче те ҫук. Ҫак ĕҫе икĕ эрне хушшинче вĕҫне-хĕрне ҫитермелле», - тесе каланă вăл. 

Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Алексей Ладыков хăйĕн докладĕнче муниципалитетра объектсем хĕллехи тапхăра 95 процента ҫити хатĕр тесе каланă.  «Объектсем хĕллене валли хатĕррине ҫирĕплетни пирки палăртакан паспортсене хатĕрлесе ҫитермелле. Коммуналлă технологи ыйтăвĕ те кун йĕркинче ҫивĕч тăрать. Пĕр сăмахпа каласан, ҫав тери йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем ҫукпа пĕрех», - тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.

«Пурне те ĕҫлеттерĕр.  Мĕнпур палăртнă ĕҫсене пĕтĕмпех вăхăтра пурнăҫламалла», - тесе ҫирĕппĕн каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Ҫĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Ольга Чепрасова хăйĕн сăмахĕнче муниципалитетра объектсем хĕллене 90 процента ҫити хатĕррине пĕлтернĕ. Хутса ăшăтмалли системăсем пĕтĕмпех хатĕр тесе каланă. «Вĕҫлемен ĕҫсене пĕр-ик эрне хушшинче пĕтĕмпех пĕтерĕпĕр», - тесе шантарнă вăл.

Михаил Игнатьев ятарлă службăсен асăннă ыйтусене тухăҫлă татса парассишĕн ҫине тăрсах ĕҫлемеллине асăрхаттарнă. «Кăҫал ҫанталăк ир сивĕтрĕ.  Кирлĕ пек мĕнпур мерăсене вăхăтра йышăнса хăвармалла. Графикран юлса пымалла мар», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

ТЭК, ЖКХ тата социаллă сферăри объектсене хĕллехи тапхăра хатĕрленес ыйтусене 2017 ҫулта авăн уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмпех татса памаллине тепĕр хут палăртса каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  



11 сентября 2017
15:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter