Чăваш Енре суйлав саккунпа килĕшӳллĕн пĕтĕмпех йĕркеллĕ иртнĕ

Авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Чăваш Енри тĕп суйлав комиссийĕн председатлĕ Александр Цветков Пĕрлехи сасăлавăн малтанласа палăртнă ĕҫ пĕтĕмлетĕвĕсем пирки паллаштарнă.  Вăл хăйĕн сăмахĕнче авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче регионта 110 суйлав участокĕ уҫăлнине палăртнă. Халăх асăннă кун Чăваш Республикин Патшалăх Канашне депутатсене суйланă. 17-мĕш №-лĕ суйлав участокĕнче «ПĔРЛĔХЛĔ РАҪҪЕЙ» Пĕтĕм Раҫҫейри политика партийĕн членĕ Алексей Мурыгин 60,77 процента яхăн сасăлав пуҫтарса мала тухнине каланă.

Хушма суйлав республикăри 18 муниципаллă районсенче иртнĕ. Вĕсем: Шупашкарта, Канашра, Ҫĕнĕ Шупашкарта.  Унсăр пуҫне, Канаш, Пăрачкав, Ҫĕрпӳ, Шупашкар, Шăмăршă, Етĕрне районĕсенче, Улатăр, Элĕк, Патăрьел, Вăрнар, Йĕпреҫ,  Куславкка, Каҫал ен, Красноармейски, Муркаш, Пăрачкав, Вăрмар, Ҫĕрпӳ, Ҫĕмĕрле, Тăвай районĕсенче те пулнă.

«Суйлав саккунпа килĕшӳллĕн пĕтĕмпех йĕркеллĕ иртнĕ. Чăваш Республикин тĕп суйлав комиссине ҫав тери пысăк ҫăхавсем пулман. Суйлав комиссийĕн членĕсем лайăх ĕҫленĕ», - тесе пĕлтернĕ Александр Цветков. Суйлавра сăнаса тăракансем 500-ĕн пулнине каланă вăл сăмаха малалла тăснă май.  Тĕрлĕ обществăлла организацисен пайташĕсем хастар ĕҫе хутшăннине пĕлтернĕ.

Михаил Игнатьев пурне те яваплăха туйса ĕҫленĕшĕн ырласа тав сăмахĕсем каланă. Уйрăмах ҫак ĕҫе регионти халăх активлă хутшăннине асăннă. «Чăваш Енре суйлав таса иртнĕ, нимĕнле усал хыпар та пулман, чăрмавсăрах ĕҫ пурнăҫланнă.  Пирĕн малашнехи тĕллев – Раҫҫей Федерацийĕн Президентне суйламалли тапхăра хатĕрленесси.  Вăл 2018 ҫулта пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче иртет», - тесе каланă Михаил Игнатьев.  

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, суйлав ĕҫĕ пирки ҫапларах каланă: « Суйлав таса, уҫăмлă иртнĕ. Никамăн та иккĕленӳ пулман», - тенĕ.    Халăх суйлава пĕтĕм кăмăлтан кайнă, ку хутĕнче те яланхиллех ытти политика партийĕсене кая хăварса малти вырăна «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» тухнă тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.  

Чăваш республикин Общество палатин председателĕ Алексей Судленков хăйĕн сăмахĕнче ҫапла палăртнă: «Суйлавра ĕҫлеме пултаракан, халăх кăмăллакан кандидатсем мала тухрĕҫ», - тенĕ.



11 сентября 2017
12:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter