Андриян Николаева асăнса «Советская Чувашия» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетика эстафети иртнĕ

 


 Авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Советская Чувашия» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетикăпа спорт ăмăртăвĕсене хутшăннисене саламланă. Мероприяти   Шупашкарти "Энергия" стадионра иртнĕ.  Ăмăртăва Совет Союзĕн 2 хут Геройĕ, СССР космонавт летчикĕ Андриян Николаева халалласа иĕркеленĕ.

Спорт уявне уçнă май, республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пурне те çитĕнӳсем патне ăнтăлма, куракансене хаваслă кăмăл-туйăм суннă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, «Советская Чувашия» çăмăл атлетикăпа эстафета регионта чи анлă сарăлнă спорт ăмăртăвĕсенчен пĕри пулнине каланă.  «Наци кросĕ», «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» спорт ăмăртăвĕсенчен пĕрре те кая мар тесе палăрнă.

Михаил Игнатьев хаçатăн тĕп редакторне Владимир Васильева тата унта тăрăшакансене çулсерен çак ăмăртусене çӳллĕ шайра йĕркелесе ирттернĕшĕн ырласа тав сăмахĕсем каланă. «Çакăн пек мероприятисем халăха ытларах та ытларах спорта явăçтарма витĕм кӳреççĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев. Сăмаха май, ăмăртусем СССР космонавт летчика, Совет Союзĕн 2 хут Геройĕ ята çĕнсе илнĕ, Чăваш Республикин тата Шупашкар хулин Хисеплĕ гражданинĕ ята тивĕçнĕ А.Г.Николаева халалласа иртнине тепĕр хут палăртса хăварнă. Палăртмалла, вăл спорта питĕ хытă юратнă. «Андриян Николаев яланах герой ятне илме ĕмĕтленнĕ.  Унăн ĕмĕчĕ пурнăçланнă.  Вăл чăн-чăн патриот.  Сахал мар тăрăшнă, спортра хăйĕн ăсталăхне туптанă, тӳсĕмлĕ, хастар та ĕçчен çын пулнă», - тенĕ Михаил Игнатьев.  

Кăçал регионшăн спорт енĕпе питĕ тухăçлă çул пулнине каланă. Чăваш Енĕн 174 спортсменне Раççейĕн пĕрлештернĕ командине кĕртнĕ. Пĕтĕм Раççей шайĕнче регионта кăçал 59 спорт ăмăртăвĕ иртет. Раштав уйăхĕн пуçламăшĕнче Раççей Кубокне тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн, ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе хĕрарăмсем хушшинче спорт ăмăртăвĕсем пулĕç.

Спорт тытăмĕнче нумай çул хушши ĕçлесе хисепе тивĕçнисене наградăсем панă. Вĕсем:   Наталья Кузьмина, Алексей Соловьев.

Эстафетăна пухăннисене çакăн пекех Чăваш Республикин  Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Елена Николаева, «Советская Чувашия» хаçатăн тĕп редакторĕ Владимир Васильев саламланă.

Ăмăртăва VIP-чупуран пуçланă. Влаç органĕсенче вăй хуракансем, министерствăсемпе ведомство ертӳçисем, районсемпе хула пуçлăхĕсем, депутатсем 400 метрлă дистанцие чупса тухнă.  Кăçалхипе 79-мĕш хут иртекен сумлă ăмăртура 154 ушкăн хутшăннă.

Чăваш Республикин патшалăх влаç органĕсем хушшинче малти вырăна Спорт министерстви тухнă, хисеплĕ иккĕмĕш вырăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн команди тивĕçнĕ, виççĕмĕшне – Чăваш Республикин Финанс министерстви  тухнă.

Фоторепортаж



11 сентября 2017
08:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter