Раççей Федерацийĕн Президенчĕн резерв фондĕнчен Чăваш Ен 26 млн 523 пин тенкĕ тивĕçнĕ

  Авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев федераци службисен Чăваш Енри уйрăмĕсен ертӳçисемпе, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăра ырă хыпар пĕлтернĕ, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн резерв фондĕнчен Чăваш Ен 26 млн 523 пин тенкĕ тивĕçнине каланă. Асăннă пулăшăва Шупашкарти Ача-пăча клиника больницине тĕпрен юсав ĕçне йĕркелеме куçарассине палăртнă. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Хушăва 2017 çулта авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнче алă пусса çирĕплетнĕ.  

«Çакă пирĕн сĕнӳ, эпир ăна РФ Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕпе Михаил Бабичпа пĕрле пăхса тухнă, вăл килĕшрĕ.  Ĕç хутне Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕн министерстви те ырланă. Эпир çулсерен РФ Президенчĕн резерв фондĕнчен тĕрлĕ пулăшусене тивĕçетпĕр. Социаллă сферăри объектсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелеме сахал мар укçа-тенкĕ куçать. Республикăра пурăнакансен ырлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшни куçкĕретех», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов çак эрнере объектăн юсав ĕçĕсене йĕркелеме аукцион ирттерме палăртнине пĕлтернĕ.   



11 сентября 2017
11:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter