Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Федерацин патшалăх пурлăхне тытса пыракан агенствин регионсен хушшинчи территори управленийĕн ертӳҫипе Иван Ерохинпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 Михаил Игнатьев провел рабочую встречу с руководителем МТУ Росимущества в Республике Мордовия, Республике Марий Эл, Чувашской Республике и Пензенской области Иваном ЕрохинымАвăн уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Федерацин патшалăх пурлăхне тытса пыракан агенствин Мордва, Марий Эл Республикисенчи тата Чăваш Республикипе Пенза облаҫĕнчи регионсен хушшинчи территори управленийĕн ертӳҫипе Иван Ерохинпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  Ҫак ĕҫе асăннă ертӳҫĕ Мордва, Марий Эл Республикисенчи тата Чăваш республикипе Пенза облаҫĕнчи патшалăх пурлăхĕсене йĕркелесе пырассипе тимлет.   

Федерацин патшалăх пурлăхне тытса пыракан агенствин регионсен хушшинчи территори управленийĕн ертӳҫи 2016 ҫулта раштав уйăхĕн 19-мĕшĕнче йĕркеленнĕ.

Тĕлпулу вăхăтĕнче Михаил Игнатьев палăртнă службăна ҫакăн пек территорисене пăхса йĕркелени пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсене тĕпе хурса пыма пулăшнине, йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусене федераци шайĕнче те татса пама меллĕрех пулĕ тесе асăннă. Чи ăнăҫлă практика ĕҫĕсене тĕслĕх вырăнне хума та май парассине шанса каланă. «Эпир РФ влаҫ органĕсенче тăрăшакансемпе уҫăмлăн ҫыхăну тытса пыратпăр. Яланах пĕр-пĕринпе тухăҫлă ĕҫлеме тăрăшатпăр. Пирĕн умра пĕр тĕллев – патшалăх пурлăхĕпе саккуна пăхăнса тивĕҫлĕ шайра усă курса пыма вĕренесси, ҫынсемпе патшалăхăн интересĕсене хӳтĕлесси», - тесе каланă вăл.

Иван Ерохин хăйĕн сăмахĕнче малашне те патшалăх пурлăхĕсемпе ҫыхăннă ыйтусене татса парассипе тухăҫлă ĕҫлесе пыма хатĕр пулнине пĕлтернĕ.

Ку хутĕнче ертӳҫĕсем «Аэропорт Чебоксары»  КП тата  «МАЧ» ТМЯО хушшинчи килĕшӳсем пирки те сăмах пуҫарнă, патшалăх пурлăхĕпе ҫыхăннă ыйтусем тавра сăмахланă, Шупашкарта аэропорт комплексне аталантарассине сӳтсе явнă.   

Фоторепортаж

 

  



12 сентября 2017
18:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter