Чăваш Республикинче ҫул-йĕрсем ҫинче пулнă  аварисем пирки ыйтăва кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăра сӳтсе явнă

 Чăваш Республикинче ҫул-йĕрсем ҫинче пулнă  аварисем пирки ыйтăва авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăра сӳтсе явнă. Яланхиллех ĕҫе Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынă, унта Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисем хутшăннă.

Чăваш Республикин транспорт тата ҫул-йĕр хуҫалăхĕн министрĕ  Владимир Иванов  хăйĕн докладĕнче 2017 ҫулта кăрлач уйăхĕнчен пуҫласа ҫурла уйăхĕчченхи тапхăрта ҫул-йĕрсем ҫинче транспортпа авари пулнă тĕслĕхсен шучĕ чакнине пĕлтернĕ. Халăхăн пурнăҫĕ аварисенче вăхăтсăр татăлнин тĕслĕхĕ те самай пĕчĕкленнине палăртнă.

Пурĕ кăҫал 8 уйăх хушшинче  ҫул-йĕрсем ҫинче пулнă 865 инкеке шута илнĕ. Пĕлтĕрхи ҫак тапхăртипе пăхас пулсан, 3,9 процент сахал пулни сисĕнет.  Асăннă тапхăрта 95 ҫын пурнăҫĕ вăхăтсăр татăлнă, кăтарту пĕлтĕрхинчен 16,7 процент пĕчĕкрех. Инкексенче 1096 ҫын сусăрланнă.  Машинăсем пĕр-пĕринпе пырса ҫапăннă тĕслĕхсен шучĕ нумай пулни курăнать, вăл мĕнпур инкексен кăтартăвĕнчен 41,1 процент йышăнать.  

Инкексен сăлтавĕ тепре чухне ӳсĕр водительсене пула та сахал маррине палăртаҫҫĕ специалистсем, кăтарту 91 тĕслĕхе ҫитнĕ.  Енчен те ҫак асăннă кăтартăва ытти чухнехипе танлаштарса пăхас пулсан, 40 процента ҫити чакни палăрать тенĕ министр.

Ҫулсем ҫинче инкексем сахалтарах пултăр тесе объектсене кулленех тирпейлеҫҫĕ. Вĕренӳ учрежденийĕсем ҫумĕнче асăрхаттару паллисене те ҫителĕклĕ таран вырнаҫтарнă, путăк-ҫурăксене те сапласа е тата ҫĕнĕрен тирпейлесе сарса пыраҫҫĕ.   

Чăваш Республикинче ҫулсем ҫинче видеосăнавсем ҫителĕклĕ вырнаҫтарнă. Пурĕ регионта стационарлă мелпе 149 комплекс хута янă.  

Владимир Иванов видеосăнавсене пула, административлă майпа 360,6 пин ҫынна явап тыттарма май килнине каланă. Сăмаха май, статистика тăрăх, айăплисем 60 проценчĕ ҫеҫ штраф тӳленине асăннă.  Республика Пуҫлăхĕ кăтартăва 95 процента ҫити ҫитерме тĕллев лартнă. «Пирĕн пурин те кăтарту лайăх пултăр тесе тăрăшмалла.  Ҫурран ҫӳрекенсене, водительсене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерессишĕн ĕҫлемелле.  Енчен те айăплисене тупса палăртнă пулсан, вĕсене ҫийĕнчех явап тыттарассишĕн тăрăшмалла», - тесе асăрхаттарнă вăл.

Регион Ертӳҫи «Хăрушлăхсăр тата паха ҫулсем» федераци проекчĕпе килĕшӳллĕн регионта ҫулсене тирпейлесе сарас ĕҫ 2019-2020-мĕш ҫулччен пырассине асăннă.  Шупашкар тата Ҫĕнĕ Шупашкар администрацийĕсен пуҫлăхĕсене, енчен те вĕсен хăйсен муниципалитечĕсенче ҫулсем арканса пĕтнĕ, халăха йывăрлăх кăларса тăратаҫҫĕ пулсан, приоритетлă проектсене кĕрсе юлма ĕҫ хучĕсене халех пурнăҫлама тытăнмаллине асăрхаттарнă.

Хальхи вăхăтра Чăваш Республикин Транспорт министерстви регионти муниципалитетсемпе приоритетлă проекта кĕрсе юлма ĕҫ хучĕсене хатĕрлессипе хĕрӳ ĕҫлет.  Палăртнă списока федераци ведомствине кăҫал юпа уйăхĕн 15-мĕшĕччен тăратма хатĕрленнĕ.    

Чăваш Енри  ШĔМĕн  ҪҪХПИ ҫул-йĕр патруль службин пуҫлăхĕ Владимир Романов хăйĕн докладĕнче ытларах йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем тавра чарăнса тăнă. Ҫурран утса пыракан ҫынсем ҫине транспортсем кĕрсе кайнин шучĕ хăпарнине каланă вăл, кăтарту 2,2 процент чухлĕ ӳснине асăннă. Кăҫал 8 уйăх хушшинче республикăра 227 тĕслĕхе шута илнĕ, вĕсенче 36 ҫын пурнăҫĕ вăхăтсăр татăлнă.  Муниципалитетсенче ҫулсем ҫинче ытларах асăрхаттару паллисем ҫине тимлĕх уйăрма чĕнсе каланă.

Авăн уйăхĕнче ҫурран утакансем ҫине транспортсем кĕрсе кайнă тĕслĕхсем чылай шута илнине палăртнă. Ҫак кĕске тапхăрта 12 тĕслĕхе палăртнине, вĕсенче 3 ҫын вăхăтсăр пурнăҫран уйрăлса кайнине пăшăрханса пĕлтернĕ ертӳҫĕ.   Районсемпе хуласенче ҫулсене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерессипе йышăннă программăсемпе сахал укҫа-тенкĕ пăхса хăварнине каланă ертӳҫĕ.

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов хăйĕн сăмахĕнче 2017 ҫулта 7 уйăх хушшинче ҫулсем ҫинчи инкексенче халăх пурнăҫĕ вăхăтсăр татăлнин шучĕ 23,3 процента ҫити чакнине пĕлтернĕ.  Нумай чухне, ҫынсем инкеке лекнисем, васкавлă пулăшу ҫитичченех вилнине асăннă министр.  «2017 ҫулта 8 уйăх хушшинче 230 ҫынăн пурнăҫне ҫăлса хăварма май килнĕ, вăхăтра пулăшу парса ĕлкĕрнĕ», - тесе ырă хыпара каланă вăл сăмаха малалла тăснă май.

Республика Пуҫлăхĕ ҫапларах каланă: «Ҫулсем ҫинче пулнă инкексенче ҫынсен пурнăҫĕ вăхăтсăр татăлать пулсан, пирĕн лăпланса ларма юрамасть», - тенĕ вăл.  

Ҫул-йĕр правилисене пурин те ҫирĕп пăхăнмалла.  Айăплисене вăхăтра палăртса явап тыттарассишĕн ҫине тăрса ĕҫлемелле тенĕ сăмаха малалла тăснă май.

Канашлура Михаил Игнатьев пĕр тĕслĕх пирки чарăнса тăнă. Авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче ирхине 6 сехетре Ульяновск облаҫне ачасене зарница ҫарпа спорт вăййисене хутшăнма ҫул-ҫӳреве илсе тухнă. Чăваш Енрен кайнă автобуса ятарлă служба ĕҫченĕсем чарнă хыҫҫăн, транспорт юрăхлă пулманнине специалистсем ҫирĕплетнĕ. (Унăн хуҫи ИП Васильев О.Г.)

Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Сергей Кудряшов транспорта ҫийĕнчех юрăхлипе улăштарма май килнине пĕлтернĕ. Михаил Игнатьев кун пек тĕслĕхсем ачасемпе  пачах та тума юраманнине ҫирĕп асăрхаттарнă. «Юрать-ха ачасемпе нимĕнле кăлтăк та сиксе тухман.  Ăҫта яваплăх тени?  Конкурс ĕҫне йĕркеленĕ, ăмăртусене хутшăнма автобуса ҫирĕплетсе хăварнă.  Айăпĕ мĕнре? Конкурса тивĕҫлĕ шайра йĕркелемен е предприниматель яваплăхсăр.  Юрăхсăр автобуса ачасене лартса ҫул ҫине кăларса янă. Тĕлĕнмелле… Хăйсен ачисене вĕсем ҫак транспорт ҫине лартман пулĕччĕҫ», - тесе пăшăрханса каланă регион Пуҫлăхĕ.   


 

  



12 сентября 2017
09:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter