Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Коминтерн» СХПК ертӳҫипе Альбина Новиковăпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 Глава Чувашии Михаил Игнатьев обсудил ход уборочных работ с руководителем СХПК «Коминтерн» Альбиной Новиковой  Авăн уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Коминтерн» СХПК ертӳҫипе, Раҫҫей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин  тава тивĕҫлĕ ял хуҫалăх ĕҫченĕпе, ĕҫ ветеранĕпе Альбина Новиковăпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Ертӳҫĕсем тĕлпулу самантĕнче ял хуҫалăх производство кооперативĕнче вырма ĕҫĕсем епле пыни пирки   сӳтсе явнă.

Альбина Новикова хăйĕн сăмахĕнче, «Коминтерн» хуҫалăхра пăрҫа тата пăрҫа йышши культура 1343 га ҫĕр лаптăкĕ ҫинче йышăннине пĕлтернĕ.  Ертӳҫĕ кăҫал хуҫалăх пĕлтĕрхинчен тухăҫ ытларах пухнине асăннă. Авăн уйăхĕн 12-мĕшĕ тĕлне 1132 га ҫĕр лаптăкĕнчен  тухăҫа 3259 тонна пухса кĕртнине ырă хыпара пĕлтернĕ. Хуҫалăх кĕрхи культурăна акса хăварассипе те лайăх ĕҫлет.  Планпа килĕшӳллĕн, 2018 ҫул валли 500 га ҫĕр лаптăкĕ ҫинче кĕрхи тыр-пула акса хăварма палăртнă.  Авăн уйăхĕн 12-мĕшĕ тĕлне,  430 га ҫĕр лаптăкне тирпейлесе акса хăварма та ĕлкĕрнĕ.

«Хуҫалăхри мĕнпур ĕҫсене туллин вĕҫлеме пире тата тепĕр эрне кирлĕ», - тесе хăй шухăшне пĕлтернĕ предприяти ертӳҫи Альбина Новикова.

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче Альбина Новиковăн паха ĕҫ опычĕ пулнине, хуҫалăх лартнă тĕллевсене пĕтĕмпех туллин пурнăҫласса шанса каланă. Сăмаха май, регион Пуҫлăхĕ кĕрхи акса хăварнă культура яланах лайăх тухăҫпа савăнтарнине палăртнă.   

«Коминтерн» предприятире выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе те аванах ĕҫлесе пыраҫҫĕ. Паха тавар тирпейлесе кăларма мĕнпур условисем ҫителĕклĕ, сĕт сăвăмĕ ӳссех пырать. «Виҫҫĕмĕш ҫул ĕнтĕ сĕтрен тупăш илсе пыратпăр. Паян пĕр литр сĕт 22 тенкĕпе сутăнать», - тесе каланă Альбина Новикова.  Хуҫалăхри выльăх-чĕрлĕхе пахалăхлă апатпа тивĕҫтерес тесе, предприяти кукуруза акса ҫитĕнтерет, халлĕхе унăн лаптăкĕ 300 га йышăнать.  

Регион Пуҫлăхĕ тата ҫакна та палăртса хăварнă, енчен те хуҫалăхсем выльăх-чĕрлĕх самăртассипе ĕҫлесе пыраҫҫĕ пулсан, вĕсем ҫулталăкĕпе тупăш илни куҫкĕретех тенĕ.

Предприятине аталантарса пыма кирлĕ пек ҫул-йĕрсем шыранăшăн, ырми-канми яваплăха туйса хăйне шанса панă ĕҫе тӳрĕ кăмăлпа пурнăҫласа пынишĕн Альбина Новиковăна  ырласа тав сăмахĕсем каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Фоторепортаж

 

  



13 сентября 2017
08:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter