Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти В.И.Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕн ĕҫĕпе паллашнă

Авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти В.И.Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕн ĕҫĕпе паллашнă. Паян заводра тăрăшакансем акционерсен обществин 2015-2017-мĕш ҫулсенчи ĕҫ кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ, 2020-мĕш ҫул валли тĕллевсене палăртса хунă.

Паянхи куна завод ҫар тата граждансем валли тĕрлĕ таварсем тирпейлесе кăларассипе тăрăшать. 2017 ҫулта 7 уйăх хушшинче завод пĕлтĕрхи ҫак тапхăртипе танлаштарсан чылай тавар кăларнă, кăтарту 144 процента ҫитнĕ.   

Пĕтĕмлетӳ ĕҫне  «ФНПЦ «НИИ прикладной химии» АО управляющий директор Николай Вареных хутшăннă. Вăл предприятийĕн малашнехи ҫул-йĕрĕсем пирки чарăнса тăнă. Ертӳҫĕ хăйĕн сăмахĕнче завод оборона валли сахал мар тавар тирпейлесе кăларнине асăннă, таварсен калăпăшĕ тата та ӳссе пырассине палăртнă.

 Николай Вареных хăйĕн сăмахĕнче, Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин оборонăпа промышленноҫ комплексĕн предприятийĕсенче ытларах граждансем валли те таварсем тирпейлесе кăларма тĕллев лартни пирки чарăнса тăнă.  Шăпах та, ҫак ĕҫсене пурнăҫлама В.И.Чапаев ячĕллĕ ЧПОĕн пысăк потенциал пурри куҫкĕретех тенĕ ертӳҫĕ. Пушарсем сӳнтермелли хатĕрсем, резинатехника, пиротехника таварĕсене предприятисемпе организацисем кулленех ыйтнине палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май.  Предприятине малашне тата та вăйлăрах аталантарса пыма ҫĕнĕ инвестициллĕ проектсем пурнăҫа кĕрсе пыраҫҫĕ.  Объектсем хута ярса, заводăн калăпăшне ӳстерме тĕллев лартнă.

Михаил Игнатьев «ФНПЦ «НИИ прикладной химии» АО директор докладне ырланă, предприятийĕн пуласлăхĕ пысăк пулассине шанса каланă.  Чи йывăр саманасенче завода «ура» ҫине тăратма, унăн пуласлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшнă ветерансене уйрăммăн тав тунă регион Ертӳҫи, юлашки ҫулсенче завод малалла пысăк утăмсемпе ăнтăлнине каланă вăл сăмаха тăсса. «2015-мĕш ҫултан пуҫласа производствăн калăпăшĕ 2 хут ӳснĕ.  Шалу укҫин виҫи республикăри вăтам кăтартуран 1,7 хут пысăк», - тенĕ Михаил Игнатьев, сăмаха май, республика Правительстви В.И.Чапаев ячĕллĕ завода аталанса пырассипе ыйтусене татса пама яланах хатĕр пулнине пĕлтернĕ.  Республика Пуҫлăхĕ заводра медицина пайĕн ыйтăвĕсем ҫине пысăк тимлĕх уйăрнине, спорт та ҫирĕп аталаннине, ятарлă команда йĕркеленнĕшĕн ырланă. Ĕҫ ушкăнĕпе пĕр пухăннă пек чухне, Николай Вареных тепĕр хыпар пĕлтернĕ, «ЧПО им. В.И. Чапаева» АОĕн директор ĕҫне пурнăҫлакан Александр Лившиц ҫĕнĕ ĕҫе вырнаҫнине каланă.

Александр Лившиц хăйĕн сăмахĕнче пурне те тав тунă, малашне те предприяти пысăк ҫитĕнӳсемпе ĕҫлесе пырассине палăртнă, кирек епле йывăрлăха та парăнтарма пултарнине каланă. Предприятийĕн директор тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Александр Лившиц Чăваш Ен Пуҫлăхне, республика Правительствине тав тунă, регионта ĕҫлеме чăннипех те лайăх условисем пуррине тепĕр хут ҫирĕплетсе каланă. Ытти регионсемпе танлаштарсан, пирĕн республикăра халăха валли пурăнма условисем ҫителĕклĕ пулнине асăннă, ытти субъектсенчен лайăх енпе палăрса тăнине уҫăмлăн палăртнă.      Республикăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕнче пысăк тӳпе хывнăшăн, «Чебоксарское производственное объединение им. В.И. Чапаева» АО директор ĕҫĕсене пурнăҫлакан Александр Лившица Чăваш Республикинчи тава тивĕҫлĕ ĕҫсемшĕн медаль орденпа Республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев чысланă.

 Фоторепортаж

 

  



14 сентября 2017
17:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter