«Пирĕн тĕллев – сăрă схемăсене тупса палăртасси, алкоголь рынокне уҫăмлатасси», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев

Авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ.  Ăна яланхиллех, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелесе ертсе пынă. Эрех-сăра таврашне е тата спирт пур таварсене сутса услам тăвакансен хăйсен тупăшĕ пирки деклараци тăратмаллин йĕрки ҫинчен ĕҫ хутне йышăнса ҫирĕплетсе хăварнă.  Раҫҫей Федерацийĕн территорийĕсенче ФЗ-171-мĕш №-лĕ  федераци саккунĕпе килĕшӳллĕн, пур тытăмсенче те ЕГАИС вырнаҫтарнă, таварсене курттăмăн е тата пĕрерĕн сутакансен хăйсен сутса услам туни пирки пĕлтерсех тăмалла.  Таварсем пирки деклараци тăратнисĕр пуҫне, суту-илӳ предприятийĕсем ҫулталăкне пĕрре кварталта  Раҫҫейри эрех-сăра алкоголь таврашĕн тăрăмне сăнаса тăракан тытăма ятарлă хыпарсене пĕлтерсех тăраҫҫĕ. Кун пек йĕрке предпринимательсем деклараци панине ҫирĕп тĕрĕслесе тăма витĕм кӳрет.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин хăйĕн сăмахĕнче паянхи куна регионта хаяр шĕвеке сутма ирĕк илнĕ лицензиллĕ 655 организаци пуррине тата сăра сутма ирĕк илнисем 1300 предприниматель тесе пĕлтернĕ.   

2016 ҫулта 41 предприниматель деклараци тăратманнишĕн административлă майпа явап тытнă. Кăҫал кун пек пăтăрмахсем тăвакансене 9  ертӳҫĕне тупса палăртнă.   

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче акцизсем бюджетсене тултарма пысăк витĕм кӳнине каланă. Федераци хыснине акцизсенчен 50 проценчĕ самай кĕрет, тепĕр 50 проценчĕ вара республика бюджетне таврăнать. Палăртса хăвармалла, сăра сутса услам илнинчен 100 проценчĕпех регионăн бюджетне тулать.

Предпринимательсем тĕрлĕ сăлтавсем шыраҫҫĕ, налук тӳлес мар тесе.  Вĕсене пула, республика хысни пысăк тăкак тӳсет.  Республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумне – экономика министрне Владимир Аврелькина вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансемпе палăртнă ыйтупа ҫивĕчрех ĕҫлеме чĕнсе каланă.   Пур ҫĕрте те тирпейлĕх тата йĕрке хуҫаланмаллине асăрхаттарнă.  «Енчен те 2018 ҫулта республика бюджетне акцизсем 2 млрд та иртсе тулсан, тĕслĕхрен эпир регионта тата тепĕр ҫĕнĕ шкулпа ача сачĕ нимĕнле йывăрлăхсемсĕрех хута яма пултаратпăр», - тенĕ вăл.      

Михаил Игнатьев тата ҫакна та палăртнă, республикăра алкоголь таварĕ пысăк пахалăхпа тирпейленсе тухнине асăннă. Нумай ҫулсем хушши ĕҫлемен предприятисем, паян вĕсем халăха паха таварсемпе тивĕҫтереҫҫĕ. Калăпăр,  «Чебоксарский ликеро-водочный завод» тата «Cпиртовой завод «Ядринский» ТМЯО ĕҫĕсене пысăк хак параҫҫĕ, специалистсем вĕсен таварĕсем халăха валли юрăхлă тесе калаҫҫĕ. Сăмаха май, ларура Михаил Игнатьев Чăваш Республикинчи Прокуратура тата право хуралĕнче тăрăшакансене халăха усал наркăмăшлă хаяр шĕвеке сутассинчен ҫирĕп тĕрĕслев йĕркеленĕшĕн тав тунă. Ҫак ĕҫе малалла та тăсмаллине асăнса хăварнă. «Пирĕн тĕллев – сăрă схемăсене тупса палăртасси, алкоголь рынокне уҫăмлатасси», - тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

  



14 сентября 2017
09:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter