Шупашкарта Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕнче икĕ кун пыракан наукăпа практика конференцийĕ уҫăлнă

 

Авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче Шупашкарта Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕнче икĕ кун пыракан наукăпа практика конференцийĕ уҫăлнă.  Ĕҫе  пухăннисем ачасен ортопеди тата травматологи ыйтăвĕсемпе ҫыхăннă актуаллă темăсене сӳтсе явма тĕллев лартнă.  Наукăпа практика конференцийĕн ĕҫне уҫнă май, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев пуҫтарăннă хăнасене саламланă, ĕҫе тухăҫлă ирттерме чĕнсе каланă, пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсене вĕренсе юлма сĕннĕ.  Ҫак мероприятине пĕтĕмпе Раҫҫей Федерацийĕн 25 регионĕнчен чи паллă тухтăрсемпе наука ĕҫченĕсем, пĕр сăмахпа каласан, медицинăри ăсчахсем пуҫтарăннă.  Чăваш Енрен республика Пуҫлăхĕпе пĕрле Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов, регионти Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕн тĕп врачĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Николаев хутшăннă.

Палăртса хăвармалла, ҫулсерен травматологипе ортопеди енĕпе ятарлă медицина пулăшăвне 2500 ача тивĕҫет.  Кашни ҫул 2000 ачана операци тăваҫҫĕ. Медицина пулăшăвĕпе тивĕҫтернĕ чухне пысăк технологи витĕмĕ пулни те куҫкĕретех.

Регион Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Енре медицина пулăшăвне виҫĕ енлĕн, тĕрлĕ шайри тытăмпа пулăшу панине палăртнă.  Сăмаха май, Чăваш Енре демографи лару-тăрăвĕ ырă енне улшăнса пынине асăннă.  Республикăра ҫынсем сывă пурнăҫ йĕркине тытса пынине, тĕрĕс апатланнине кура чир вăраха кайса аптратнисен йышĕ питĕ сахал пулнине ырă хыпара пĕлтернĕ. «Кашни уйăхра Чăваш Республикинче Сывлăх кунĕсем иртеҫҫĕ. Унта халăх хапăл тусах ҫӳрет. Уйрăмах ачасем тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсене кăмăлтан хутшăнни савăнтарать. Вăл кун спорт учрежденийĕсене ҫынсем тӳлевсĕр ҫӳреме пултараҫҫĕ.  Республикăра «Сывлăх» наци проекчĕ вăй илсе пыни те никамшăн та вăрттăнлăх мар. Пĕр сăмахпа каласан, пуҫаруллă ĕҫсене ытти субъектсем те хапăл тусах йышăнаҫҫĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев.

 Чăваш Енри Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕ Раҫҫейри чи хăтлă та чаплă учрежденисен йышне кĕнĕ, вĕсен профилĕ те ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăнă.

 Мероприятинче  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Г.И.Турнер ячĕллĕ Наукăпа тĕпчев институтĕнче наука енĕпе ĕҫлекен директорăн ҫумне Сергей Виссарионова Тав ҫырăвĕпе алла ҫыхмалли сехет парса чысланă. Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕпе нумай ҫулсем хушши  кулленех тачă ҫыхăнса ĕҫленине палăртнă. Ҫак кун медицина пайĕнче тăрăшакансем тĕрлĕ курав ĕҫĕсене пăхса тухнă, хакланă.

Тепĕр хут аса илтерсе хăваратпăр, Чăваш Республикин тĕп хулинче – Шупашкарта наукăпа практика конференцийĕ авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнчен пуҫласа авăн уйăхĕн 15-мĕшĕччен пырать.  Пĕтĕмпе ҫак асăннă мероприятине РФ тĕрлĕ субъекчĕсенчен  наука ĕҫченĕсемпе медицинăра вăй хуракансем пуҫтарăннă пурĕ 150-ăн пухăннă. Ют ҫĕршывсенчен те хăнасем килсе ҫитнĕ.  Паллă ăсчахсем ачасен ортопеди тата травматологи енĕпе актуаллă ыйтăвĕсене анлăн тĕпчесе сӳтсе явма палăртса хунă, пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсем пирки те калаҫусем хускатма тĕллев лартнă.       

Фоторепортаж

 



14 сентября 2017
14:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter