Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕнче вăрман тата сунарҫăсен хуҫалăхĕсенче тăрăшакансене ҫĕр лаптăкĕпе тивĕҫтерес пирки ыйтăва тăратнă

Авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Чăваш Республикин ҫут ҫанталăк пурлăхĕпе экологи министерстви палăртнă тăрăх, вăрман тата сунарҫăсен хуҫалăхĕсенче тăрăшакансене ҫĕр лаптăкĕпе тивĕҫтерес пирки ыйтăва тăратнă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче ҫут ҫанталăк пурлăхĕпе экологи министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан  Александр Ефимов хăйĕн сăмахĕнче ĕҫ хучĕн проектне тăратнă май, паянхи пурнăҫ таппинче ҫӳлерех асăннă хуҫалăхсенче ҫамрăк специалистсем сахал ĕҫленине каланă, квалификациллĕ кадрсене упраса хăварма ҫакăн пек йышăну туса хăварни кăштах та пулин витĕм кӳрессине асăннă.  

«Вăрман хуҫалăхĕнче вăй хуракансенчен 90 проценчĕ 35 ҫултан пуҫласа 60 ҫула ҫитнисем е тата та аслисем.  Ҫамрăксене палăртнă тытăма явăҫтарас пулсан, кун пек условисем йĕркелесе тăратни питĕ меллĕ», - тесе каланă вăл.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ведомство тăратнă проекта ырланă.  Ыйтăва тĕплĕн пăхса тухма, йăнăшсемпе кăлтăксем тумасăр практикăра усă курма чĕнсе каланă.    Ҫĕр пурлăхне уйăрса памаллин йĕркине анлăн пăхса тухса, специалистсен сĕнĕвĕсене шута илмеллине асăрхаттарнă. Ĕҫлекенсене тивĕҫтермелли пурлăха панă чухне чи пĕчĕк виҫепе чи пысăк виҫесене те тĕрĕс палăртса хăвармаллине каланă.    

  



14 сентября 2017
08:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter