Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Президент гранчĕcен фончĕн директорĕпе  Илья Чукалинпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 

  

Авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Президент гранчĕcен фончĕн директорĕпе  Илья Чукалинпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Республика Пуҫлăхĕ, Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн грантне ҫĕнсе илме ĕҫ хучĕсене йĕркелессипе ҫыхăннă ыйтусене пăхса тухма ятарлă канашлу ирттерме витĕм кӳнĕшĕн, Президент гранчĕcен фончĕн директорне Илья Чукалина тав тунă.

Палăртса хăваратпăр, Чăваш Республикинче пĕтĕмпе коммерцисĕр организацисем 1372 шутланаҫҫĕ.  Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче ҫак организацисенчен чылайăшĕ ҫынсемшĕн усăллă ĕҫсем ирттернине палăртнă.

Чăваш Республикинчен конкурсăн пĕрремĕш тапхăрне 35 ҫын хутшăннă,  вĕсенчен 4-шĕ ҫĕнтерӳҫĕ ята тивĕҫнĕ. Президент гранчĕcен фончĕ пурĕ 4,7 млн ытла тенкĕллĕх тăкакланнă.  «Эпир ҫакăн пек фондсем йĕркеленнишĕн кăмăллă. Сахал мар ыйтусене татса пама вĕсем витĕм кӳреҫҫĕ, пирĕн халăх ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕҫлеҫҫĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев сăмаха малалла тăснă май.  

Чăваш Республикинчи коммерцисĕр организацисен пуҫаруллă проектсем чылай пулнине тата вĕсем ҫитменнине питĕ кăсăклă тесе хакланă хăна Илья Чукалин. Семинар ирттерни – конкурса валли ĕҫ хучĕсене пахалăх енчен тивĕҫлĕ шайра йĕркелесе пыма пулăшнине, ӳлĕмрен тата та ытларах проектсем пулассине шанса каланă.

Фондăн директорĕ тата ҫакна та палăртнă: «Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин ҫине тăнине кура, граждансен обществине пысăк тимлĕх уйăрни куҫкĕретех. Ахăртнех, гранд виҫи пысăк пулни те ҫакнах ҫирĕплетсе парать», - тенĕ.   

«Конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, мĕнпур укҫасенчен 80 процентĕнчен те ытларах регионсенчи проектсене витĕм кӳме куҫать», - тесе пĕлтернĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ пулăшăва ытларах социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăҫлама куҫармаллине асăннă.  Кашни тенкипе пĕлсе тата тухăҫлă усă курмаллине палăртнă.   Сăмаха май, республика Пуҫлăхĕ регионта иртекен «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыркăмăллăх акци пирки те ырласа каланă. Чăвашсен мĕн авалтан «ниме» текен ăнлав хытă сарăлнă халăх хушшинче. Ҫулсерен ыркăмăллăх акцийĕн пухмачне 7 млн тенкĕ пуҫтарăнать.  «Ертӳҫĕсем епле укҫа-тенкĕпе социаллă ыйтусене татса пани пирки уҫăмлăн отчет тăваҫҫĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Республикăри мĕнпур шайри влаҫ органĕсенче тăрăшакансем кулленех организацисен пуҫаруллă проекчĕсене пурнăҫа кĕртессипе сахал мар витĕм кӳме тăрăшнине те палăртса каланă регион Пуҫлăхĕ.  

Акă калăпăр, тĕслĕхрен Хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕпе Ашшĕсен канашĕн сĕнĕвне шута илсе, Чăваш Республикинче Ашшĕпе Амăшĕн ҫулталăкĕ тесе кăҫал йышăнса хăварнă.

Фоторепортаж

  



15 сентября 2017
13:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter