Наркотиксене хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ

Состоялось заседание антинаркотической комиссии

  Авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Ен  Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Наркотиксене хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен комиссийĕн ларăвне ирттернĕ.  Ĕҫе пухăннисем регионта наркăмăша сутассин каналĕсене чарса лартассипе йышăннă мероприятисене тĕплĕн сӳтсе явнă. Наркотиксен ҫаврăнăшне ҫине тăрса ҫирĕп тĕрĕслемелли пирки анлăн пăхса тухнă. РФ Хăрушсăрлăх канашĕн ларăвĕнче ҫĕршыв Президенчĕ Владимир Путин тĕнчере наркотик хăвăрт сарăлнине тата ҫитменнине вĕсен йышĕсем тĕрлĕрен пулнине палăртнă. Кун пирки тепĕр хут паян Чăваш Ен Пуҫлăхĕ аса илсе хăварнă.  РФ Президенчĕ ыйтăва ҫирĕп тĕрĕслеве илмеллине, палăртнă тĕллевсене туллин пурнăҫлама хушнă. Таварсене ытларах Тĕп Азирен, Украинăран, Европăран килнине тупса палăртаҫҫĕ специалистсем.  Паянхи пурнăҫ таппинче наркăмăша электронлă майпа халăха сутнине сахал мар шыраса тупнине палăртнă РФ Хăрушсăрлăх канашĕн ларăвĕнче.  

 

Пирĕн республикăра та лару-тăру йĕркеллех маррине ҫирĕплетет статистика. 2017 ҫулта 8 уйăх хушшинче йĕрке пăснисен кăтартăвĕ ӳсни сисĕнет, вĕсенчен 755-шĕ услам тунипе ҫыхăннă.  Ҫак асăннă тапхăрта 489 преступлени тунине уҫса панă, кăтарту пĕлтĕрхи ҫак вăхăтрипе танлаштарсан 178 процент хăпарнă. «Пĕр енчен калас пулсан, эпир пурсăмăр та пĕрле тăрăшса тухăҫлă ĕҫленине ҫирĕплетет ҫак цифра, тепĕр енчен палăртас пулсан, регионта наркăмăш саланни ҫав тери пăшăрхантарать.  Пирĕн ҫак ыйтупа тĕплĕн шухăшласа ҫирĕп мерăсем йышăнса хăвармалла.  Чăваш Енре наркотика алхасма ирĕк памалла мар», - тесе ҫирĕппĕн палăртнă вăл.

Регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев регионта халăхпа ытларах профилактика ĕҫне йĕркелеме чĕнсе каланă. Вăй структурисен ҫак ĕҫре ҫивĕчрех пулмаллине, тимлĕхе пĕр самантлăха та ҫухатма юраманнине асăрхаттарнă. Наркăмăшпа алхасакансене чи малтанхи тапхăрсенчех тупса палăртсан, вĕсене инкекрен ҫăмăллăнах ҫăлса хăварма пулĕ, анчах та вăраха кайсан, вĕсем вилĕм «аллине» лекесси те куҫкĕретех. Ыйту пуриншĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ, уйрăмах сывлăх сыхлавĕн, вĕренӳ пайĕсенче тăрăшакансен тимлĕ пулмалла, чирлисем пирки вăхăтра пĕлмелле, хавшанисене васкавлă пулăшупа тивĕҫтермелле.   Ҫамрăксем тепре чухне пурнăҫ ырлăхне манса, хăйсене тамăка кĕртсе ӳкереҫҫĕ.  Халăхăн тупăш пайĕ сахал пулнине сиссе, ҫăмăл укҫа-тенкĕ ĕҫлесе илекенсем тепре чухне ҫамрăксене ҫак усал ĕҫе явăҫтараҫҫĕ. Яш-кĕрĕм сисмесĕрех вĕсен аллине кĕрсе ӳкет, йывăрлăх тӳсме тытăнать. Паян ыйту ҫав тери ҫивĕч тăрать, ҫавăнпа та пурин те ҫамрăксемпе профилактика ĕҫне йĕркелемелле, вĕсене усал ĕҫрен пăрма тăрăшмалла.

Чулхула таможнин пуҫлăхĕн ҫумĕ – Чăваш Енри таможня посчĕн ертӳҫи Игорь Зуев хăйĕн сăмахĕнче кăҫал вĕсен служби Шупашкарти аэропортра сахал мар тĕрĕслев ирттернине, йĕрке пăснă пĕр тĕслĕхе те тупса палăртманнине каланă.

Чăваш Республикинчи шалти ĕҫсен министерствинче наркотиксен тăрăмне пăхса тăракан управленийĕн пуҫлăхĕ Данис Шакуров докладра пурĕ ҫак ҫӳлерех асăннă тапхăрта йĕрке пăснă 177 тĕслĕхе тупса палăртнине пĕлтернĕ, вĕсенчен 161-шĕ Раҫҫей гражданĕсем, 15-шĕ Украинăран тепри вара Азербайджан ҫынни пулнине каланă.

Ҫулла тата кĕркуннере ял тăрăхĕсенче лартса ҫитĕнтернĕ ӳсен-тăранран наркăмăш хатĕрлесе сутнă тĕслĕхсен йышĕ уйрăмах ӳссе кайнине палăртнă Данис Шакуров. Мăкăнь лартса ҫитĕнтерекенсем хальлĕхе пур-ха тенĕ вăл пăшăрханса, уголовлă майпа 81 ĕҫ пуҫарнине асăннă ертӳҫĕ.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ыйтăва малалла та ҫирĕп тĕрĕслесе пыма хушнă, ялсенче халăха асăрхануллă пулма, енчен те мăкăнь акса ҫитĕнтерекенсем пирки хыпарсем пĕлсен, туххăмрах ятарлă службăсене пĕлтерме ыйтнă. «Енчен те ҫынсем хыпарсене вăхăтра пĕлтерсен, йĕрке пăсакансене явап тыттарма меллĕ, инкеке сирсе яма та пулать», - тенĕ вăл.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов хăйĕн сăмахĕнче, регионта пĕр хуҫалăхра кантăр акса ҫитĕнтернине пĕлтернĕ.  Республика Пуҫлăхĕ хуҫалăха ҫирĕп тĕрĕслевре тытма, тавара ăҫта вырнаҫтарнине те пĕлсе тăмаллине асăрхаттарнă.

Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Сергей Кудряшов хăйĕн докладĕнче республикăри вĕренекенсем хушшинче тест ирттернине, риск пур тесе 31 студента палăртнине, 9-11-мĕш классенче вĕренекен 115 ачана ҫирĕп асăрхава илнине каланă. Хальхи вăхăтра вĕсемпе ятарлă специалистсем ĕҫленине палăртнă.  

Сергей Кудряшов кăҫал ҫурла уйăхĕнчен пуҫласа «Чăваш Ен ачасене хӳтĕлет» республика шайĕнче автокараван иртнине те асăнса хăварнă. Шăпах та, ҫакăн пек мероприятисем инкек тăвассинчен маларах ачасене тупса палăртма витĕм кӳнине каланă. Кăтарту та ҫук мар, 2017 ҫулта 8 уйăх хушшинче йĕрке пăснă тĕслĕхсем сахалланнă, пĕлтĕрхи ҫак тапхăртинчен 14,6 процент пĕчĕк.  Палăртса хăвармалла, йĕрке пăсакансем Шупашкарпа Ҫĕнĕ Шупашкарта ытларах.

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов хăйĕн сăмахĕнче регионта ҫула ҫитмен ачасем йĕрке пăснă тĕслĕхсен шучĕ сахалланнине пĕлтернĕ. Кăҫал авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ҫак кăтарту 30,5 процента яхăн чакнине пĕлтернĕ.

Михаил Игнатьев ҫӳлерех асăннă ыйтусене татса пама пурне те хар тăрса ĕҫлеме чĕнсе каланă, никамăн та айăккинче тăрса юрма ирĕк ҫуккине асăрхаттарнă, Шупашкар хулин администрацийĕн ертӳҫине кальянсем пур клубсене тĕрĕслесе тухма, енчен те тупса палăртсан, явап тыттарма сĕннĕ.

Паянхи комисси ĕҫĕнче Федерацин айăплав пурнăҫлав службин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертӳҫин тивĕҫĕсене пурнăҫлакан  Юрий Смирнов та анлă доклад тунă, йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем пирки чарăнса тăнă.

Фоторепортаж

 

  



15 сентября 2017
15:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter