Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Вӑрман отраслӗн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Вӑрман отраслӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветаранӗсем!

 Сире професси уявӗ ячӗпе саламлатӑп!

Вӑрмансем – пирӗн планетӑн шанчӑклӑ хӳтлӗхӗ, вӗсем тер­ри­торисен экологи ырлӑхӗшӗн тата халӑх сывлӑхӗшӗн питех те пы­сӑк пӗл­терӗшлӗ шутланаҫҫӗ.

Чӑваш Ен Правительстви тата вӑрман отраслӗн специалисчӗ­сем вӑрмансене – пире ҫут ҫанталӑк парнеленӗ шутсӑр хаклӑ пуян­лӑха – тивӗҫлипе сыхласа упрас тӗлӗшпе ырми-канми тӑрӑшаҫҫӗ.

Республикӑра вӑрман фондне сыхламалли, хӳтӗлемелли тата ҫӗнетсе пымалли тухӑҫлӑ хурал тытӑмне туса хунӑ. Вӑрман пуша­рӗсене асӑрхаттармалли тата вӗсене вӑхӑтра тупса палӑртмалли мерӑсен комплексӗ пурнӑҫланать, вут хыпса илнӗ вырӑна маларах туп­са па­лӑрт­малли, ун ҫинчен пӗлтермелли тата ӑна пӗтер­мелли тытӑм та лайӑх аталанать.

Вӑрмансен тӑрӑмне тата вӑрман саккунӗсене пӑхӑннине тим­лӗн тӗрӗслесе тӑратпӑр, симӗс пуянлӑха ҫӗнӗрен лартса ӳстересси, вӑрман хуҫалӑхӗнче наукӑпа тӗпчев ӗҫӗсем туса ирттересси ки­рлӗ шайра пулса пырать.

Ҫут ҫанталӑкӑн пахаран та паха туприсене тата уйрӑмах сыхламалли ҫут ҫанталӑк территорийӗсене упраса хӑварас тӗлӗшпе чӑнахах та нумай тунӑ.

Ҫакӑ пурте пысӑк пӗлтерӗшлӗ тата яваплӑ ӗҫ, ӑна Чӑваш Енӗн вӑрман отраслӗн ӗҫченӗсем чыслӑн пурнӑҫласа пыраҫҫӗ.

Регионта пурӑнакан ҫынсем айккинче тӑманни те савӑнтарать. Йывӑҫ-тӗм лартас тата вӑрмансене ҫӳп-ҫапран, хӑрӑк йывӑҫсенчен тасатас тӗллевпе йӗркелесе ирттерекен акцисене сахал мар хастар хутшӑнать.

Чӑваш Енӗн вӑрман пуянлӑхне типтерлӗн сыхласа упракан, экологи хӑрушсӑрлӑхне ӳстерес ӗҫе курӑмлӑ тӳпе хывакан кашни ҫын­нах чунтан тав тӑватӑп.

Сире пур кӑмӑлтан ҫирӗп сывлӑх, ырлӑхпа телей, пӗр шухӑш­лисен пулӑшӑвне яланах туйса тӑма, пултаруллӑ мӗнпур пуҫарурах ҫи­тӗнӳсем сунатӑп!

 

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                  М.Игнатьев

  



15 сентября 2017
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter