Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Тутарстан Республикинчи Чăваш наци культурин автономийĕн председателĕпе Тутарстан Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕпе Дмитрий Самаренкинпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Тутарстан Республикинчи Чăваш наци культурин автономийĕн председателĕпе Тутарстан Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕпе Дмитрий Самаренкинпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  Регионсем хушшинчи культура ҫыхăнăвĕсене сарассипе йышăннă ыйтусене пăхса тухма Чăваш Республикинчи наци конгресĕн президенчĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Угаслов, Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев хутшăннă.

Чи малтанах, калаҫăва пуҫарнă май, регион Пуҫлăхĕ Дмитрий Самаренкина Чăваш наци конгресĕпе тачă ҫыхăнса ĕҫленĕшĕн, пĕри-пĕрин паха ĕҫ опычĕсене тĕпе хурса пынăшăн ырласа тав сăмахĕсем каланă. «Раҫҫей  халăхĕсен культури  - ҫĕршыв культурин  нихăҫан та уйрăлми тĕп пайĕ шутланать», - тенĕ вăл.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Тутарстан Республикин Президентне Рустам Минниханова хăйсен регионĕнче чăваш чĕлхине аталантарассипе пысăк витĕм кӳнишĕн ырласа тав сăмахĕсем каланă, республикăра культура курăмлăн вăй илсе пынине асăннă. «Шкулсенче наци чĕлхине ăша хывса пыма вĕрентӳ пособийĕсем пулни ҫав тери аван. Атăлҫи тăрăхĕнче пурăнакансен пĕр-пĕрин наци чĕлхине упраса хăварма пулăшакан пысăк ĕҫ, унăн пĕлтерĕшĕ те самай», - тенĕ сăмаха тăсса.  

Дмитрий Самарекин хăйĕн сăмахĕнче ҫак кӳршĕллĕ икĕ регионăн тахҫантанпах тĕвĕленнĕ ĕҫлĕ ҫыхăнăвĕсем те лайăх пулнине, пĕр-пĕринпе ĕмĕрех туслă пурăннине уйрăммăн палăртса хăварнă. Шăпах та, ҫакăн пек пурăнни пурсăмăра та малалла ăнтăлма, ҫитĕнӳсем тума пулăшать тенĕ вăл.

Ку хутĕнче ертӳҫĕсем чăвашсене аслă ҫутта кăлараканăмăр, паллă ăсчах Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнăранпа 170 ҫул ҫитнине асăнса ирттерекен мероприятисем пирки канашланă,  кунсăр пуҫне К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрне 100 ҫул ҫитнине паллă тăвасси пирки сӳтсе явнă.  

Палăртса хăваратпăр, Дмитрий Самаренкин «Хусанти ҫу комбиначĕн» АО директорсен канашĕн председателĕ. Паян Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Педседателĕн ҫумĕпе – ял хуҫалăх министрĕпе Сергей Артамоновпа вĕсем аграри тытăмĕнчи ĕҫлĕ ҫыхăнусене анлăлатасси пирки ыйтусене сӳтсе явнă.

Фоторепортаж

  



15 сентября 2017
16:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter