Чăваш республикинче террора хирĕҫ кĕрешессипе тимлекен оперативлă штаб тата комисси яваплăха туйса, ҫирĕп ĕҫлет,  ятарлă мерăсем йышăнма яланах хатĕр

Чăваш Енри Шупашкар хулин дежурнăй служби пĕлтернĕ тăрăх, (Раҫҫей МЧС Чăваш Енри Тĕп управленийĕ, ГКЧС, ШĔМ, республикăри катастрофа медицина центрĕ) Чăваш Республикин Пуҫлăхне, регионти террора хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен комиссийĕн председательне Михаил Игнатьева, авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче  ирхине 10 сехет те 50 минутран пуҫласа кăнтăрла  12 сехет те 10 минутчен администрацисен телефонĕсем ҫине тата хулари организацисене  мина хунӑ сӑмах ҫитнӗ. Мина хунӑ тенисен шутӗнче «Дом торговли», «Звездный», «Рябинка», «Шупашкар», «Восточный» суту-илӳ ҫурчӗсене асӑннӑ. Шупашкар хула администрацийӗнчен, «Эльбрус» бизнес-центртан, «Раҫҫей», «Атӑл» тата «Чӑваш Ен» хăна ҫурчӗсенчен, хула администрацийĕнчен, Мускав районĕн судĕнчен ҫынсене урама илсе тухнă.

 Ĕҫе вăраха тăсмасăр ятарлă службăсем вăхăтра ҫитнĕ, 1300 ҫынна пулăшу панă.  Палăртнă мероприяти авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче 14 сехет те 25 минут тĕлне вĕҫленнĕ.  Нимĕнле сирпĕтсе ямалли хатĕр те пулман, ниҫта та вырнаҫтарманнине ҫирĕплетнĕ. 

Чăваш республикинче террора хирĕҫ кĕрешессипе тимлекен оперативлă штаб тата комисси яваплăха туйса, ҫирĕп ĕҫлет,  ятарлă мерăсем йышăнма яланах хатĕр.



18 сентября 2017
18:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter