Кăҫал регионта пурăнакансенчен 43 процентне грипран прививка тума тĕллев лартнă

Авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан планеркăра грипп вирусне хирĕҫ кĕрешессипе прививка тăвас ыйту  ҫинчен тĕплĕн чарăнса тăнă.  Асăннă ыйтупа Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов доклад тунă. «Кăҫал регионта пурăнакансенчен 43 процентне грипран прививка тума тĕллев лартнă, 360 пин аслă ҫуллтисене тата 1782 пин ачана укол тума йышăннă», - тесе пĕлтернĕ министр. Ҫакă республикăра гриппа тата ОРВИпе чирленисен йышне самай чакарма пулăшать тенĕ министр.  

Авăн уйăхĕн 12-мĕшĕ тĕлне региона аслисем валли 48,9 процент эмеле илсе килнĕ, ачасене валли 50 процент тивĕҫтернине асăннă. Республикăра пурăнакансенчен 16,7 процентне грипран йĕплеме ĕлкĕрнĕ тесе сăмаха малалла тăснă вăл.    Паянхи куна регионта В.И.Чапаев ячĕллĕ Шупашкарти заводра ĕҫлекенсемпе Канашри чăх-чĕп заводĕнче тăрăшакансем хастар ĕҫе хутшăннине каланă.

Вакцина туни аван, халăх чирлемест, иммунитет вăйланать. Регионта ҫак ĕҫе мĕнпур тытăмра вăй хуракансемпе йĕркелесе ирттермеллине ҫирĕппĕн асăрхаттарнă регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Чăваш Енре Наци кросĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Шелтуков тĕплĕн каласа хăварнă. Авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Енре сывă пурнăҫ йĕркине хапăл тăвакансем 61 пин ҫын «Наци кросĕ - 2017» чупăва тухнă. Шупашкарти Атăлăн ҫыран хĕрринче ирттернĕ ăмăртăва 16 пин ҫын хутшăннине, палăртнă.   Ашшĕ-амăшĕсене, вĕрентекенсене ачасемпе ҫамрăксене тĕрĕс ҫул ҫине тăма, спорта юратма витĕм кӳнĕшĕн ырласа тав сăмахĕсем каланă. Ăмăртăва хутшăннисенчен чи ватти – 87 ҫулта пулнă. Спорт уявĕнче йĕрке пăсаканнисем пулманнине каланă.

Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Сергей Кудряшов авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикинче пуҫласа Раҫҫей студенчĕсен парачĕ иртнине, ҫак кун регионти 18 вĕрентӳ организацийĕнчен 3 пин ытла студент пĕрле хар тăрса парада йышлăн тухнине каланă. Парад кăҫалхипе Раҫҫейре 16-мĕш хут иртнине асăннă.  Чăваш Республики ҫакăн йышши пулăма пуҫласа хутшăннине пĕлтернĕ, Пĕтĕм Раҫҫейре иртекен мероприятине хутшăнма кăмăл тунисене, ачасемпе ҫамрăксене, вĕрентекенсене ырласа тав сăмахĕсем каланă вăл.  Парад студентсене пĕр-пĕринпе туслă, ҫывăх, пĕрне-пĕри пулăшса пыма витĕм кӳрет, Раҫҫей пĕрлешĕвĕн пĕр чăмăрĕнче пулнине туйма хистет. Мероприятийĕн тĕп пайĕ – хуласен телемосчĕ, ҫĕршер пин  студент тупа туни. Чи ăста пултаруллă студентсем пухăннисене хĕрӳллĕн саламласа, юрри-ташшисемпе савăнтарнă. Михаил Игнатьев ҫак палăртнă мероприятине ҫулсререн ĕҫ графикне кĕртсе хăварма хушнă.  Иртнĕ кану кунĕсенче Оренбургран Чăваш Енĕн «Атăлҫи зарница - 2017» ăмăртусенчен пирĕн ҫамрăксем пысăк ҫитĕнӳсемпе таврăннă.  Шывра ишессипе, чупассине, гранат перессипе, Калашников автоматне салатса пуҫтарассипе  ыттисене кая хăварса Патăрьелĕнче вĕренекенсем мала тухнă.

«Эпир вĕсемшĕн хĕпĕртетпĕр, мăнаҫланатпăр. Атăлҫи федераци округĕнче иртнĕ ăмăртусенче РФ 14 регионĕнчен ҫамрăксем хутшăннă. Пирĕн ентешсем ҫитĕнӳсемпе таврăнчĕҫ», - тесе каланă Михаил Игнатьев, пурне те тав сăмахĕсем каланă.

  



18 сентября 2017
17:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter